АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔНЧЕ ЧЕМПИОНАТНЕ ХУТШĂНĔ

09 июля 2010 г.

Канашри кĕрешÿ шкулĕн воспитанникĕ А.Афанасьев Болгарири Самоково хулинче юниорсем хушшинче Европăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Антон ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен 66 килограмм виçеллĕ категорийĕнче кĕрешнĕ. Çак виçепе старта 32-ĕн тухнă. Турнир пĕтĕм-летĕвĕсем тăрăх тĕнче чемпионатне хутшăнма суйласа илнĕ.

Пĕрремĕш тытăçура Антон Македони представителĕпе тĕл пулнă. Ăна çĕнтернĕ. Грузи спортсменне те парăнтарнă. Çурма финала тухма ирĕк паракан тĕл пулура пирĕн ентеш Турци кĕрешÿçине очкосемпе выляса янă. Турнирта çак турккă кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Тепĕр тĕл пулура Антон тата тепĕр македонеца çурăм çине çавăрса хунă. Çак çĕнтерÿ ăна тĕнче чемпионатне кайма çул уçса панă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика