АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСЕН ШУТНЕ ЧАКАРАС МАРЧЧĔ

09 июля 2010 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни квартал вĕçленмессерен кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ. Хальхинче район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникне С.Васильева выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ултă уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

– Иккĕмĕш кварталта районта чĕрĕ виçепе 289,7 т аш-какай туса илнĕ, ку иртнĕ çулти çак тапхăртипе илсен 91,3 процентпа танлашать. Чылай хуçалăхра аш-какай туса илесси чакнă. Çакна фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе, сыснасем пачах та юлманнипе сăлтавламалла. Киров ячĕллĕ хуçалăх, "Нектар" тата "Сормовский" пĕрлĕх-сем анчах выльăх шутне чакармасăр иртнĕ çултинчен ытларах аш-какай туса илме пултарнă. Ултă уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ 64,0 процентпа, сыснасен – 4 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 32 процентпа танлашнă.

Çур çулта районта пĕтĕмпе 2610 т сĕт суса илнĕ (99 проц.). Чылай хуçалăхра сĕт туса илесси лайăхланса пыни палăрать, кунта "Путь Ленина", "Нектар", "Восход", "Исток", "Хучель", "Родник", "Сормовский", "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсене асăнса хăварас килет. Халăхран сĕт пуçтарассипе районта "Восход", "Исток" пĕрлĕхсем çеç хастар ĕçлесе пыраççĕ.

Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 1904 килограмм сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 7 процент пысăкрах (2009 çулта – 1775 кг). Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферми (2797 кг), "Канаш" (2469 кг), "Родник" (2385 кг), "Нектар" (2110 кг), "Хучель" (2212 кг), Киров ячĕллĕ (2267 кг), "Агат" (2265 кг) хуçалăхсем ку енĕпе уйрăмах аван ĕçлесе пыраççĕ. Хальлĕхе сĕте йÿнĕ хакпа туянмаççĕ, ку ял хуçалăх предприятисемшĕн питех те меллĕ. Çавăнпа та ертÿçĕсен выльăх йышне чакарассипе тÿрех васкавлă йышăнусем тума кирлĕ мар.

100 га пуçне 16,7 ц (2009 çулта – 17,5 ц) аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК (38,2 ц), "Урюм" (18,4 ц) лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă. 100 га пуçне 151,2 ц сĕт суса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхипе пĕр шайра. Сĕт илессипе Киров ячĕллĕ ЯХПКн (560,0 ц), "Сормовский" (215,6 ц) тата "Восход" (312,9 ц) пĕрлĕхсен районта кăтарту чи пысăкки.

– Сергей Павлович, выльăхсен шучĕ çулсерен чакса пырать, паянхи куна районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;

– Выльăх йышĕ чакса пыни паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, çак тĕслĕхпе эпир кашни кунах тĕл пулатпăр. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3804 мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçалхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 3706 пуç шутланать (98 проц.). Районта чылай хуçалăхра выльăхсен шучĕ чакса пырать пулин те "Путь Ленина", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Исток" , "Родник", "Сормовский", "Агат" хуçалăхсенче выльăхсен йышне упраса хăварма пултарнă.

Ĕнесен шучĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 1362 пуçпа танлашнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1445 ĕне пулнă. Ĕнесенчен чылайăшĕ хăтăлма тăрăшаççĕ. "Урюм", "Пинер", "Мотор", "Родина" хуçалăхсенче вĕсене йышлăн чакарнă. Укçипе парăмсене саплаштараççĕ. Тепĕр çул вăрлăх тата çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене мĕн сутса туянма шутлаççĕ-ха вĕсем; Ахаль те юхăнма пуçланă хуçалăха выльăх-чĕрлĕх отраслĕсĕр ура çине çĕклеме йывăр пулĕ. Ырă тĕслĕх вырăнне Киров ячĕллĕ ЯХПКна илсе кăтартма пулать, унта ĕнесен йышĕ районта чи пысăкки, çавна май сĕт производстви те тупăш кÿрет.

Иккĕмĕш кварталта 1008 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне – 939 пăруччĕ. "Путь Ленина", "Нектар", "Пинер", "Урюм", "Канаш", "Восход", "Исток", "Киров" ячĕллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çулхинчен ытларах пăрусем илнĕ. Çавна май унта сăвăм шайĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

100 ĕне пуçне 57 пăру илнĕ, иртнĕ çулта çак кăтарту 49 пăрупа танлашнă. 100 ĕне пуçне 50 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем: "Путь Ленина", "Урюм", "Восход", "Исток", "Родина", "Нектар", "Агат".

Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 451 грамм ÿт хушаççĕ. 2009 çулта çак кăтарту 449 граммпа танлашнă. "Путь Ленина", "Нектар", "Пинер", "Мотор", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 граммран та пысăкрах. Ытти хуçалăхсенче пуринче те 500 граммран та каярах. Енчен те çак кăтарту 600 граммран иртсен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тин тупăш кÿме пуçлĕ. Çакă выльăхсене мĕнле пăхнинчен нумай килет. Вĕсене çитерекен апат тутлăхлă тата минераллă хутăшсемпе пуян пулмалла.

Районта сыснасен шучĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 1214 пуç çеç. Çакна та палăртмалла, ял халăхĕ сысна çурисем туянасшăн, анчах та хуçалăхсем вĕсене çурасемпе тивĕçтерме пултараймаççĕ. Чылайăшĕ сыснасем патне каялла таврăнма кăмăл тăвать, тырă хакĕ йÿнĕ, çурасене вара пасарта халĕ те пысăк хакпах туянаççĕ.

Районта выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ. Анчах та, çав вăхăтрах, хуçалăхсем ку енĕпе юлхавлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Хальхи вăхăт тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпе те 71 процент çеç çулса илнĕ. Ытти çулсенче ку вăхăт тĕлне вĕсене çулса пĕтернĕччĕ. Выльăхсене тутă хĕл каçарма кирлĕ виçепе пăхсан, утта – 35 процент, сенажа – 10 процент чухлĕ хатĕрленĕ. Чылайăшĕ сенажа технологие пăсса хываççĕ, ку, паллах, силос шутланать.

Çакăн çинчен те манмалла мар, выльăх-чĕрлĕх çаран çинче чухне витесене юсаса йĕркене кĕртмелле тата тĕрлĕрен чир-чĕр сарăласран дезинфекцилемелле.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика