АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИВĔÇЛИСЕНЕ - НАГРАДĂСЕМ

09 июля 2010 г.

Иртнĕ эрне кун, июлĕн 2-мĕшĕнче, Канаш кооператорĕсем хăйсен професси уявне - Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă турĕç. Райпо правленийĕн председателĕ Иван Иванов çак уяв пайщиксемшĕн, коопераци ĕçченĕсемпе ветеранĕсемшĕн кăна мар, хулара тата районта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшне потребобщество предприятийĕсем тĕрлĕ апат-çимĕçпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтереççĕ, халăхран ял хуçалăх продукчĕсем, чĕр тавар йышăнса çемье бюджетне пуянлатма майсем туса параççĕ.

"Пĕлтĕр финанс кризисĕ пире чăрмавсем кÿчĕ пулсан, кăçал вара эпир ÿсĕмлĕн малалла кайма пултартăмăр. Суту-илÿре тавар çаврăнăшĕ пысăкланчĕ, хатĕрлев ĕçĕ те лайăхланчĕ. Çĕнсе илнĕ кăтартусене малашне те ÿстерсе пырар", - терĕ Иван Тимофеевич, потребобщество ĕçченĕсене ăнăçусем сунса. Ĕçтешĕсене райпо правленийĕн председателĕн çумĕ Зоя Владимирова, Шăхасанти кооператив предприятийĕн директорĕ Тамара Митрофанова тата тулли мар яваплă "Сормово" общество мастерĕ Вера Дмитриева та саламларĕç.

Уявра ĕçре палăрнисене чысласси йăлана кĕнĕ. Потребкоопераци тытăмĕнче вара лавккасенче ырми-канми сутă тăвакансен, çул хĕррине вырнаçнă кафесенче тутлă апат пĕçерекенсен, кирек мĕнле çанталăкра та яла тавар турттарса килекенсен, çу каçипе канăçа манса тĕрлĕ чĕр тавар хатĕрлекенсен хастарлăхĕпе çитĕнÿ пулать. Акă, Катекри макарон цехĕн мастерĕн Людмила Дмитриеван ĕç стажĕ 40 çул. Ырă кăмăллă наставница вуншар çамрăка ĕçе вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Маякри пекарньăра çăкăр пĕçерекен З.Зиновьева юратнă ĕçре 32 çул вăй хурать. Коллективри ĕçтешсем те, кооператив участокĕнчи пайщиксем те тивĕçлипе хисеплеççĕ ăна. Ямашри магазин заведующийĕ Ольга Волкова сутуçăра 25 çул ĕçлет, хăйĕн профессине питĕ юратать, суту-илÿ пахалăхĕпе культурине, тавар çаврăнăшне ÿстерессишĕн тăрăшать. Шаккăлти магазин заведующийĕ Галина Васильева 20 çул каялла райпора сутуçăна вĕренсе тухнă та пĕр улшăнми хăй килĕштернĕ ĕçре тимлет. Хастарлăхĕпе, вашаватлăхĕпе ял çыннисен хисепне çĕнсе илнĕ. Раççей потребкооперацийĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн çак харсăр хĕрарăмсенчен кашнийĕ, ĕç стажне кура, РФ Центросоюзĕн хисеп паллине тивĕçнĕ.

Янкăлчри магазин çынсене таварсен пуянлăхĕпе кăна мар, сутуçăсен тараватлăхĕпе те илĕртет. Суту-илĕве кунта самообслуживани меслечĕпе йĕркеленĕ. Магазин заведующийĕ Светлана Никифорова 27 çул прилавок умĕнче вăй хурса чăннипех ăста специалист пулса тăнă. Тавар туянакансен ыйтăвĕсене яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Атнашри лавкка та прогрессивлă меслетпе ĕçлет. Унăн заведующийĕ Оксана Жирнова ялта пурăнакансене кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессишĕн хытă тимлет. Юрă-ташăра та, спортра та маттур вăл, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе çамрăксене хавхалантарать. Пуçарулăхне кура Марина Борисована Хучелти магазин заведующине çирĕплетнĕ, вăл вара çулсерен шанăçа тÿрре кăларать. Тавар туянакансемпе яланах çепĕç, тĕрĕслĕхшĕн çине тăрать. Ахальтен мар çак ĕçченсене РФ Центросоюзĕн знакĕпе чысланă.

Грамотăсемпе хисеплĕ ятсене тивĕçнисем чылаййăн пулчĕç уявра.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика