АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮТ ÇĔРШЫВА КАЯС КИЛЕТ

09 июля 2010 г.

2005 çулта çулталăкри ачана усрава илтĕм. Халĕ эпир унпа турист путевкипе чикĕ леш енне кайса курасшăн. Ача валли ют çĕршыва каймалли паспорт тутарма мĕнле документсем кирлĕ?

А.КИРИЛЛОВА.

Чи малтанах, ачана усрава илнĕ чухне ăна Раççей гражданлăхне панине палăртса заявлени çырмалла; ача çуралнине ĕнентерекен, ачана усрава илнине ĕнентерекен свидетельствăсем, ачана усрава илекенсен (илекенĕн) гражданлăхне ĕнентерекен документсем хатĕрлемелле. Ачан гражданлăхне палăртсан çирĕплетнĕ йĕркепе ют çĕршыва каймалли паспорт хатĕрлеме ыйтса заявлени çырмалла. Унпа пĕрле паспортшăн 300 тенкĕ (14 çултан кĕçĕнрех ачасем валли) патшалăх пошлини тÿленин квитанцине, 3,5х4,5 виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство копине, ачана усрава илнĕ ашшĕпе амăшĕн паспорчĕсен копине тăратмалла.

Л.ПОГАЙДАК, шалти служба майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика