09 июля 2010 г.
Чăваш милицине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти ирттертĕмĕр. Унта районти милици ветеранĕсене те чĕнтĕмĕр.
Юбилей çулĕнче милици çыннисене, уйрăмах ветерансене чыслатпăр, мĕншĕн тесен вĕсем районта шалти ĕçсен органне туса хунă чухне малти ретсенчен пĕринче пулнă. Вĕсем хăйсен сывлăхне хĕрхенмен, граждансен пурнăçне хăрушсăрлăха кĕртсе ÿкерес мар тесе тăрăшнă. Шалти ĕçсен пайĕн актовăй залĕнче концерт кăтартрăмăр, асăнмалăх медальсем патăмăр, мероприяти хыççăн "Колос" кафере уяв апачĕпе хăналарăмăр.
Районти милици ĕçлевçисем хăйсен уявне ытти çĕрти пек сĕтел хушшинче ирттермеççĕ. Кунта урăхла йăла: спорт вăййисем йĕркелетпĕр, уйрăмах футбола кăмăлларах паратпăр. Унта милиционерсен арăмĕсемпе ачисене те чĕнетпĕр.
Аслă ĕçтешĕмĕрсем пысăк хисепре. Çавăн пекех вĕсене подразделени пурнăçне явăçтаратпăр. Вĕсен опычĕпе ĕçре, çамрăксене воспитани парассинче усă куратпăр. Хăйсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине ветерансем хăйсем те туяççĕ, вăй çитнĕ таран пире пулăшма тăрăшаççĕ. Пуçĕсене хунă сотрудниксен арăмĕсене манмастпăр, вĕсене те уявсене чĕнетпĕр.
Пирĕн сотрудниксем служба командировкисене Çурçĕр Кавказа – Чечняна, Ингушетине каяççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче асăну кĕтесĕ йĕркеленĕ, унта служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунисен сăн ÿкерчĕкĕсене çыпăçтарнă.
Ю.НИКОЛАЕВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ.