09 июля 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2010 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă 83-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн çемье йăлисене çирĕплетессипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн республикăри 13 мăшăра Чăваш Енĕн çĕнĕ наградине – "Юратупа шанчăклăхшăн" орденне – парса чыс тунă. Çак хисеплĕ йышра пирĕн районтан та пур. Вĕсем – Вăрман Енĕш ялĕнче пурăнакан Александровсем.
Александр Аркадьевич Ямаш вăтам шкулĕнче 53 çул ĕçленĕ, вĕсенчен 22-ĕшне – шкул директорĕнче. Ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа, "Ĕç ветеранĕ" медальпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" хисеплĕ ят панă.
Антонина Марковна вăтăр çула яхăн район больницин Ямашри участокĕнче поварта тăрăшнă. Ача амăшĕн иккĕмĕш степеньлĕ медалĕпе наградăланă. Хисеп хучĕсем, дипломсем тем чухлех.
Александр Аркадьевичпа Антонина Марковна икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ, тăваттăшĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, хĕрĕ Клавдия Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче машинăсем тăвакан предприятире вăй хурать. Тăхăр мăнук , аслисем – студентсем, кĕçĕннисем шкулта вĕренеççĕ, садика çÿреççĕ.
В.АЧЧА.