07 июля 2010 г.
Раççей гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи (пÿрне йĕрĕсене çын камне пĕлме ÿкерсе илни) регистрацине тума пултараççĕ. Унпа ачасен, ĕçлеме пултарайман çынсен, çул çитменнисен усă курма ирĕк пур. Дактилоскопи регистрацине ашшĕ-амăшĕн, пекунсемпе попечительсен заявленийĕпе тăваççĕ. Вăл çын сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн хăрушă пулмалла мар, унăн чысĕпе тивĕçне вараламалла мар. Дактилоскопи информацийĕпе хыпарсăр çухалнă çынсене шыраса тупма, паллă мар виле камăн пулнине пĕлме, сывлăхне тата ÿсĕмне пула хăйсем çинчен пĕлтереймен граждансене палăртма, гражданин кам пулнине çирĕплетме, преступленисене уçса пама кирлĕ. Дактилоскопи информацине упрама, систематизацилеме тата усă курма шалти ĕçсен органĕсен ирĕк пур. Çавăн пекех дактилоскопи информацийĕпе судсем, прокуратура органĕсем, дознанипе следстви, уголовлă пурнăçлав, миграци службин органĕсем усă курма пултараççĕ.
Дактилоскопи информацине управ срокĕ тухсан (çын 80 çул тултарсан е вилсен) шалти ĕçсен органĕсем пăрахăçлаççĕ.
Л.ПОГАЙДАК, шалти служба майорĕ.