АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВТОАПТЕЧКĂСЕНЧЕ ЭМЕЛСЕМ ПУЛМĔÇ

07 июля 2010 г.

Автотранспорта техтĕрĕслев кăларса курнă водительсем пĕлеççĕ, çак процедурăна ăнăçлă туса ирттерме багажникра пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕр (огнетушитель), аптечка тата аварие пула чарăннине палăртакан знак пулмалла. Малашлăхра автомедицина тытăмĕ кăштах улшăнĕ, çак çĕнĕлĕх утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Автоэкспертсем асăрхаттараççĕ, салонра выртса çÿрекен аптечкăсене васкасах ылмаштарма кирлĕ мар. Раççейри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин саккунĕнче палăртса хăварнă тăрăх, "кивĕ йышши" аптечкăсемпе мĕн срокĕ тухичченех усă курма юрать. Çак тапхăр 18 уйăха пырать. Енчен те техтĕрĕслеве "çĕнĕ" аптечкăсăр килсен сире никам та каялла çавăрса кăларса ямĕ. Анчах та раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен çĕнĕ йышши "арчасемпе" пурин те усă курма тытăнмалла. Аса илтерсе хăваратпăр: аптечка пуррипе çуккине тата унти сиплев хатĕрĕсене техника надзорĕн инспекторĕ анчах уçса тĕрĕслеме пултарать (техтĕрĕслев тухнă вăхăтра çеç). Автоинспекторсен çул çинче çак ĕçе туса ирттерме сăлтав çук.

Унчченхи аптечкăсенче усă кÿрекен япаласем ытларахчĕ. Хальхисенче эмелсем пачах та çук. Е, урăхла каласан, унта бинтсем, пластырьсем тата вĕсене касмашкăн хачă пур. Тата аптечкăра çавăн пекех инкеке лекнĕ çынна искусствăлла майпа сывлаттармалли аппарата хăварнă. Аспирин, анальгин, нашатырь спирчĕ, корвалол тата валидол хăйсен вырăнне çухатнă. Таса мар сурансене çыхакан (сивĕтекен) пакета та автоаптечкăсенче урăх кураймăр. Малашне автомашинăра йод тата зеленка та пулмĕ. Çак çĕнĕлĕхсене, экспертсем сĕннĕ тăрăх, пулăшу панă чухне сусăрланнă çынна сиен кÿресрен кĕртсе хăварнă.

Сывлăх сыхлав министерствинче водитель инкеке лекнĕ çыннăн суранĕнчен юн юхнă чухне (кастарсан), шăммисем хуçăлсан, клиника вилĕмĕ чухне çеç пулăшу пама пултарать тесе шутлаççĕ. Ытти чухне пулăшупа квалификациллĕ специалистсен тивĕçтермелле. Çак документа хатĕрлекенсем Германинчи тата Италинчи тĕслĕхсене шута илнĕ. Анчах та çакна та манмалла мар, асăннă çĕршывсенче инкек вырăнне васкавлă пулăшу 4 минутра çитет. Раççейре çак вăтам вăхăта 25 минута çитернĕ, унччен маларах вăл 40 минутпа танлашнă.

Çĕнĕ автоаптечка хакĕ улшăнман, вăл малтанхи пекех 160 тенкĕ тăрать. Усă курмалли срокĕ – 3 çул.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика