АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАК КИЛЕ ТАВРĂНЧĔ...

07 июля 2010 г.

Салтака кайиччен Пĕршенер каччи Саша Крючков икĕ çул хулари 16-мĕш професси училищинче строительство мастерĕн профессине алла илнĕ. Пĕлтĕр çулла хĕсметре тăма ят тухнă каччăна ял-йыш салтака ăсатрĕ...

Канашри çар комиссариатĕнчен Сашăна, ытти çамрăксемпе пĕрле, Архангельск облаçĕнчи Мирный хулине "учебкăна" илсе каяççĕ. Унта 6 уйăх электрик-дизелиста вĕреннĕ хыççăн ăна Камчаткăри пĕр ракета чаçне яраççĕ. Çулталăк хушши хĕсметре тăнă хыççăн Саша Крючков нумаях пулмасть тăван яла таврăнчĕ.

- Сашăна Камчаткăна яма эпĕ хам ыйтрăм, - каласа парать каччăн амăшĕ Роза Александровна. - Сашăна курма Мирный хулине кайсан командирсенчен: "Вăл кунтан вĕренсе тухсан службăна малалла ирттерме ăна ăçта яма пултараççĕ;", – тесе ыйтрăм та, "Йошкар-Олана, Ивановăна, Барнаула е Камчаткăна", - терĕç. "Тархасшăн та Камчаткăна ярăр, хуть çĕршывăн инçетри кĕтесне çитсе куртăр, унсăрăн хăçан кайса курать вăл унта;" - тесе тархасласа ыйтрăм.

- Эпĕ "Кура" текен полигонта службăра тăтăм, - тет Саша, - Раççейĕн Европа пайĕнчен вĕçтерсе янă ракетăсем пирĕн полигона çитсе мĕнле тĕл лекнине тĕрĕслесе тăмаллаччĕ. Хăшĕ-пĕрисем тĕлрен 3 е 4 метр айккине лекетчĕç. Пĕррехинче пирĕн полигона "сатана" текен "боевая ракета" ячĕç. Ракета пĕр сантиметр айккине пăрăнман, унăн ванчăкĕсем пĕр çухрăм айккинелле сапаланчĕç. Эпир ракетăсем вĕçсе килнине хамăр куçпа сăнаса тăраттăмăр.

Сашăн малашнехи планĕсем пысăк. Кăштах çи-пуç туянма укçа ĕçлесе илнĕ хыççăн вăл аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕресшĕн, пысăк пĕлÿллĕ строитель пуласшăн.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика