АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂКĂР СĔЧĔ УСĂЛЛĂ

07 июля 2010 г.

Тахçантанпа чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Тăхăр уйăх иртнĕ хыççăн эсир анне пулса тăтăр. Çепĕççĕн те мăнаçлăн янăрать çак сăмах. Çак самантран эсир тин кăна çут тĕнчене килнĕ пепкешĕн пурăнма пуçлатăр. Унăн сывлăхĕшĕн пысăк яваплăх туйса тăратăр. Кун çути курнă ачан пĕрремĕш çулĕ – унăн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Çак вăхăтра ачасем питĕ хăвăрт ÿсеççĕ, аталанаççĕ, кунран кун улшăнса пыраççĕ. Амăшĕ ачине мĕнле ÿснине куллен сăнаса тăрать пулсан пепке кăмпа пек ÿснĕнех туйăнать.

Халĕ вара пепкешĕн чи кирлĕ пулăм çинчен калаçар. Ачана кăкăр çитерни. Ачана кăкăр çитерни хĕрарăма савăнăç, ачашлăх, телей, хавхалану кÿрет. Çак самантра ача амăшĕ пепкипе киленет, лешĕ тутлă сĕтпе тăраннăскер алăрах çывăрса каять.

Пепкешĕн чи лайăх апат – кăкăр сĕчĕ. Ачана кăкăр пани пепкепе амăшĕ хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме пулăшать. Хумханма кирлĕ мар. Ача пуçĕ амăшĕн кăкăрне сĕртĕнсе илсен хăйне кирлине часах шыраса тупать. Мĕн тумаллине ача хăех систерет.

Амăшĕн сĕчĕ ачашăн питех те усăллă. Ача ăна хăй пĕлнĕ пек, хăйне кирлĕ чухлĕ çиет. Сĕтре пепке организмне кирлĕ тутлăхлă япаласем нумай. Кăкăр сĕчĕ иммунитета ÿстерет, вăл искусствăлла хутăшсемпе танлаштарсан хăвăртрах ирĕлсе пĕтет.

Амăшĕн сĕчĕпе пурăнакан пепкесем варвиттипе, аллергипе, отитпа сайра чирлеççĕ. Ача та амăшĕн ăшшине, шăршине туять, хăй хăрушсăрлăхра пулнине сисет. Чăтăмлăхпа вăй-хал çеç кирлĕ. Ача тĕрĕс апатланни унăн сывлăхне пысăк витĕм кÿрет. Ăнăçу пултăр сире.

Р.СКВОРЦОВА, районăн тĕп больницин методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика