07 июля 2010 г.
Утă уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Муркаш районĕнче республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" финалти вăййисем вĕçленчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем 6 талăк палаткăсен лагерĕнче пурăнчĕç, çарти пек условисенче апат пĕçерчĕç, халтан яракан 42 градуслă шăрăха, çĕрлехи сивĕсене чăтса ирттерчĕç, нормативсене пурнăçларĕç, пит пысăк конкурс прогаммисене хутшăнчĕç.
Пирĕн район чысне Кăшнаруй шкулĕн çамрăк армеецĕсем тата Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулăн кадечĕсем хÿтĕлерĕç. Кăшнаруйсем "Зарница" ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Отряд командирне, 5-мĕш класра вĕренекен Дима Максимова, чи çамрăк армееца, асăнмалăх медаль парса чысларĕç. Янкăлч шкулĕн пакунлă вĕренекенĕсем кадетсен отрячĕсем хушшинче çĕнтерчĕç. Калама çук пысăк çитĕнÿ!
Çарпа спорт вăййисен программине "Учитель-наставник" конкурс та кĕртнĕ. Кăшнаруй шкулĕн физрукĕ К.Никонов пултарулăхпа чăтăмлăх кăтартса виççĕмĕш вырăна тивĕç пулчĕ. Константин Васильевича виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа наградăларĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.