АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂШĂ КУНСЕМ ХЫÇÇĂН СИВВИСЕМ ÇИТĔÇ

07 июля 2010 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн службисен, пайĕсен пуçлăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пулчĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Моисеев тухса калаçрĕ. Вăл социаллă сфера объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Уйрăмах резерври насуссем, котельнăйсем юсавлă пулмалли çине тайăнчĕ. Кăçалтан çут çанталăк газĕн хакĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та çĕр кăмрăкĕ кÿрсе килесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Мазут çинчен те манмалла мар. Çавăн пекех Алексей Анатольевич ирĕклĕ пушар дружинисен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕсене йĕркелесси, вĕсен яваплăхĕ, шăрăх кунсенче пĕвесенчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинче чарăнса тăчĕ.

Физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В. Ильин ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Районта вĕсен ретĕнче 116 çын. Шăхасан, Ачча, Уçырма, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче дружинăсен ĕçне лайăх йĕркеленĕ. Пайкилт тата Атнаш ял тăрă-хĕсенче обществăлла йĕр-келĕхе сыхлас ĕçе вырăнти çынсене явăçтарман-ха.

Кăçал 158 çамрăк вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вĕсене пурне те пĕтĕмлетÿ аттестацине кĕртнĕ. Ти-вĕçлĕ предметсемпе , математикăпа тата вырăс чĕлхипе, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ панă чухне пĕр ача кирлĕ чухлĕ балл пухайман. Районта вырăс чĕлхипе вăтам балл – 57,15 (республикăра 61,44), математикăпа – 50,64 (49,8). Вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестата 157 яшпа хĕре панă.

Виççĕмĕш тата ытларах предметпа экзамен пама 149 ача кăмăл тунă. Обществознани, биологи, физика предмечĕсене суйласа илекенсем нумаййăн пулнă. Физикăпа иккĕн, историпе тата обществознанипе пĕ-рер ача кирлĕ чухлĕ балл пухайман. Вăтам шкула тăххăрăн ылтăн, çиччĕн кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсене вырăс тата чăваш чĕлхипе, математикăпа çĕнĕ формăпа аттестациленĕ. 513 вĕренекенрен пиллĕкĕ-шĕ вырăс чĕлхипе экзамен тытайман.

Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова ачасен пĕрремĕш сменăри канăвне пĕтĕмлетрĕ, районта шкул умĕнхи вĕренÿ сферинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Вĕрентÿ управленийĕн пеккун тата попечительство енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Т.Ермолаева тунă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Экомир" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ А.Шипеев йăлари хытă каяшсене утилизацилес ĕçсене мĕнле пуçăнни, малашнехи плансем çинчен каласа пачĕ.

Ларура уй-хир ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусем айккине юлмарĕç. Шăрăх çанталăк палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме памсть. Нÿрĕк çитменнипе курăк, тырă ÿсеймест, сарăхать. Чылай çĕрте кĕрхи культурăсене сенажа хываççĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх республикипе вĕри, çумăрсăр кунсем 5,7 миллиард тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, районĕпе – 80 миллион тенкĕлĕх. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, гектарăн вăтам тухăçĕ 16 центнера яхăн пулĕ. Вырма ĕçĕсем çак уйăхăн 20-мĕш кунĕнче пуçланĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика