02 июля 2010 г.
Тăшмана çапса аркатнă çул, хаяр вăрçă чарăннă хыççăн ялти пĕрремĕш туй Гавриловсен çемйинче кĕрленĕ. Туй каччисемпе туй арăмĕсем лавсем çине ларса Уçырма ялне хĕр илме кайнă. Туй çăнăхти Вырăскас Пикшихре килрен киле çÿренĕ. Ялти пĕтĕм халăх вăрçă кÿнĕ хуйхă-асап чатăрне сирсе пăрахса туй курма пуçтарăннă. Ара, каччи мĕнле ятуллă, хĕрĕ еплерех вăр-вар. Канаш икĕ айккипе вырнаçнă ялсенче çуралса ÿснĕ Варварипе Иван 1945 çулхи июнĕн 22-мĕш кунĕнче çĕнĕ çемье чăмăртанă. Унтанпа 65 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, хисеплесе пурăнаççĕ Иван Гавриловичпа Варвара Филипповна Гавриловсем.
"1945 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă тухнă кун, туй тунă вĕт-ха эсир. Тăватă çул каялла халăхăн мирлĕ пурнăçне татнăшăн тавăрас тесе юри çак куна палăртрăр-и;" – терĕм те: "Темле çапла пулса тухнă, ун çинчен нихăçан та шутламан. Аттепе анне те астуман пуль, пире асăрхаттарман", – терĕç ватăсем. Иван Гавриловичпа Варвара Филипповна иккĕшĕ те сакăр вуннă урлă каçнă: пĕри – 89 çулта, тепри – 85-ре. Çулĕсем самаях пулин те таса, тирпейлĕ хăйсем, тахçан пулса иртнисене паянхи пек астăваççĕ тесен те тĕрĕсех. Иван тете кашни çур çултах 3-4 хаçатран кая мар çырăнса илет, вулать. "Хыпарпа" "Канаш ен" (ун вырăнне ĕлĕк "Коммунизмшăн" хаçат пулнă – авт.) хаçатсене 1944 çултанпа çырăнса илетĕп", – тет ветеран. Пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе куллен паллашать, вĕсем çинчен çумри юлташне каласа парать. Варвари аппа (ялтилле каланăшăн ан кÿренччĕрех) картишĕнче кăшăртатать-ха: çу каçипе вăхăт ирттерме чăххи-чĕппи çителĕклех. Кил-çурта та тирпейлет, апат-çимĕç хатĕрлет.
Иван Гавриловичпа Варвара Филипповна иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьесенче çуралса ÿснĕ, иккĕшĕн те ултă пĕр тăван пулнă.
– Эпĕ Уçырма хĕрĕ. Иван Гавриловичăн аппăшĕ пирĕн ялта пурăннă. Вăл аппăшĕ патне килсе çÿренĕ, çавăнта паллашнă эпир. Вăрçăччен пĕр-пĕрне пĕлмен те. Хĕр чухне эпĕ те ялти ытти çынсем пекех Тăвай тăрăхне окоп чавма кайнă. Малтан Эль кÿлли таврашĕнче ĕçлерĕмĕр, каярахпа хальхи Вăрмар районне кĕрекен Энĕшпуç ялĕ çывăхне куçарчĕç. Çанталăк тĕлĕнмелле сивĕччĕ. Манăн куçсем шăнса пăсăлнипе шыçса кайрĕç. Курмиех пулнăччĕ. Киле таврăнтăм. Анне больницăна-мĕне илсе çÿремерĕ, вăхăчĕ те, укçи-тенки те пулман пулĕ. Каткана ăшă шыв тултаратчĕ, кăмакана чул пăрахса хĕртетчĕ, ăна кăларса каткари шыва яратчĕ. Çав каткана кĕртсе лартса пăспа сывлаттаратчĕ. Питĕ йывăрччĕ унта чăтса ларма. Анне сыватса хăварчĕ мана. Чирленипе шăллăма вăрçа ăсатма та каяйманччĕ, – ассăн сывласа илет иртнисене куç умне кăларнă май Варвари аппа.
Иван Гаврилович та вăрçă асапне нумай астивнĕ.
– 1940 çулта мана çара илчĕç. Инçет Хĕвел тухăçĕнче службăра тăтăм. 1942 çулта хĕвел анăçне куçарчĕç. Малтанлăха Пермь облаçĕнче саппасри полкра тăтăмăр. Унта йĕлтĕрçĕсен уйрăм бригадине йĕркелерĕç. 1943 çул пуçламăшĕнче фронта кĕтĕмĕр. Кăнтăр хĕвел анăç фрончĕн йышĕнче çапăçрăмăр. Пире ял-хулана илсе кĕмен, пĕр вĕçĕм уйра, çапăçу хирĕнче пулнă.
1943 çулхине çулла пĕр яла ирĕке кăларсан каçхине вăрманта оборона йышăнтăмăр. Эпĕ рота старшини пулнă, кухньăна апат илме кайрăмăр. Каялла килнĕ чухне те снаряд, те бомба çурăлса кайрĕ, пĕлместĕп, манăн урана хытах амантрĕ. Сипленме Пермь облаçне госпитале ăсатрĕç. Пĕр помещик çуртĕнче вырнаçнăччĕ вăл.
Сывалса çитсен Чулхулана çĕнĕрен йĕркеленекен çар чаçне ячĕç. Ку хутĕнче Çурçĕр хĕвел анăç фрончĕн йышне лекрĕм. Маршпа пынă чухне çул çинче хамăр ял ачине тĕл пултăм. Калаçса тăма май пулмарĕ, 4-5 печени парса хăвартăм, урăх нимех те пулман пуль. Великие Луки текен хулана кĕнĕ чухне Асхва ачине куртăм. Нумай калаçса тăраймарăм. Хулара апат-çимĕç илсе малалла кайрăмăр. Шутласан тĕлĕнмелле, таçта тĕнче хĕрринче хамăн ентешсене куртăм-çке. Сăртпа сăрт тĕл пулмаççĕ, çынпа çын кирек ăçта та тĕл пулаяççĕ тени нумай чухне тÿрре тухать. Пĕр яла ирĕке кăларнă чухне, ячĕсене халĕ ас тумастăп, питĕ нумай çын вилли выртатчĕ. Пĕр енчен эпир хупăрласа илнĕ, тепĕр енчен – партизансем. Çавсемпе пĕрлеш-рĕмĕр. Шурлăх урлă каçнă чухне тăшман пульли сылтăм алла амантрĕ. Каллех Пермь тăрăхне, Губаха хулине сипленме ячĕç. Канаш хулинче госпиталь пуррине илтнĕ. Атте тăрăшнипе мана Канаша куçарчĕç. Фронта урăх каяймарăм, госпитальтен иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăнтăм. Халĕ аманнă алă пачах ĕçлемест, – тет вăрçă ветеранĕ иртнĕ вăхăтсене аса илсе.
– Иван Гаврилович Канашри госпитальте сывалнă чухне паллашрăмăр та эпир. Унăн ашшĕ-амăшĕ ватăччĕ, килте вара ĕçлекен кирлĕ пулнă. Ĕçлекен кирлĕрен авлантарчĕç ăна, – упăшкин шухăшне малалла тăсса калаçăва хутшăнчĕ Варвара Филипповна. – Вăрçă хыççăнхи çулсенче Канашра типографире шут ĕçĕнче тимлерĕм. Мăшăрлансан колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Хуçалăхра 75 çула çитиччен тăрăшрăм. Отпуск илсе, декретра ларса курмарăм.
Варвари аппа пĕтĕм пурнăçне ĕçре, "Мотор" хуçалăхра ирттернĕ. Пахча çимĕç туса илекен бригада звеньевойĕ пулнă. Колхоз ĕлĕк 10-12 гектар купăста, помидор, ытти пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Пенсие тухнă çул колхоз председателĕ ăна склад заведующине лартнă. Виçевçĕре те нумай тăрăшнă вăл. Иван Гаврилович вăрçă хыççăн 10 çул Пичет союзĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, райпора, кирпĕч заводĕнче вăй хунă. 1981 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан тепĕр 9 çул халăхран сĕт пуçтарнă.
Çак килĕшÿллĕ мăшăр тăватă ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ĕçе юратма вĕрентнĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Асли Лидия Ивановна планпа экономика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Направленипе Саратов хулине ĕçлеме кайнă та унтах çемье çавăрнă. Халĕ ĕнтĕ унăн хăйĕн ачисем те çемьеллĕ. Виталий Иванович çартан таврăнсан комсомол путевккипе Ухта хулине ĕçлеме кайнă. Унтах тĕпленсе пурăннă. Мăшăрĕ те Вырăскас Пикшихренех. Икĕ ывăлĕ тахçанах çитĕннĕ, çемьеллĕ. Шел те, Виталий Иванович 50 çултах çĕре кĕнĕ. Владимир Иванович нумай çул сварщикра вăй хунă. Халĕ ялти вăтам шкулта слесарь пулса ĕçлет. Тепĕр хĕрĕ Валентина Ивановна Уçырма ялĕнче пурăнать. Вăл мĕн çамрăкран Канашри чăх-чĕп фабрикинче кадрсен ыйтăвĕпе тимлет.
Ачи-пăчи, мăнукĕсем куç тулли. Ватăсем вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, вăй-хал илеççĕ. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, Гавриловсем, тимĕр туй çитнине паллă турĕç. Çав ятпа вĕсене çирĕп сывлăх сунатпăр. Ура утнă чух, куç курнă чух пурăнăр-ха пурнăçпа киленсе, хавхаланса. Иккĕн чух кун кунлама çапах та çăмăлрах. Тимĕррине çеç мар, хурçă туя та пĕрле кĕтсе илмелле пултăр сирĕн. Питĕ кăмăллă ватăсем эсир.
И.ВЛАДИМИРОВА.