02 июля 2010 г.
Кашкăрçырми - пирĕн районти чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Пĕршенер ялĕнчен иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех куçса килсе тĕпленнĕскер, вăл кăçал 100 çул тултарать. Ялта, Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мĕнпурĕ 37 хуçалăх, вун улттăшĕ - дачниксен, кунта вĕсем çуллахи вăхăтра кăна килеççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ, ÿркенменнисем кĕркунне пусса çиме хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, теприсем тата икшер-виçшер пуç сысна самăртаççĕ.
- Дачниксен шучĕ сахалрах пулĕ, – тет ку ялтах пурăнакан 72 çулти Александр Еремеев. – Вĕсене çурт лартма кашнинех çĕр касса панă, анчах пурте хуралтă çавăрма ĕлкĕреймен-ха, çĕрĕсем пушах выртаççĕ.
Александр Константиновичпа Валентина Васильевна пилĕк ача – виçĕ ывăлпа икĕ хĕр – пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсем çемьеллĕ, аслă ывăлĕ Шупашкарта, кĕçĕн-ни, Сергей, хăйĕн çемйипе ялта, ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Ку тăрăхра алла пыракан ĕç çуккипе аякри хуласене вахтăна çÿрет, арăмĕ, Наташа, Канашра пĕр хуçа патĕнче çĕвĕçре тăрăшать.
– Валентина Васильевна, ялти улшăнусем сирĕн куç умĕнче пулса иртеççĕ. Мĕнле пурăнать Кашкăр-çырми; Ялĕ пĕчĕккĕ те, кунта лавкка таврашĕ те çук пулĕ...
- Лавкка çук çав, мĕн те пулин туянма Канаша çÿреме тивет. Пĕри магазин уçатăп тесе çуртне те блоксенчен купаласа хучĕ, анчах теме пула ăна хута яраймарĕ-ха. Ĕç çукки питĕ чăрмантарать ял çыннисене. Кĕçĕнни, Сергей, малтан Канашри вагонсем юсакан заводра ĕçлетчĕ, унта ĕç çуккипе халĕ инçетри хуласене çÿрет. Çемьерен уйрăм пурăнни ырă япала мар ĕнтĕ. Çул урлă вăрманта хунавсем çитĕнтерекен питомник пур, унта ялтан тăватă хĕрарăм ĕçе çÿрет. Унта та укçине çийĕнчех тÿлеймеççĕ тет. Сиккассине ĕçе çÿрекенсем пур, Канашра ача садĕнче темиçе хĕрарăм ĕçлет. Кăçатă йăвалакан фабрикăра вăй хуракан та пур. Арçынсем шоферта чылайăн ĕçлеççĕ.
- Наташа, сирĕн мăшăр Сергей çине тăнипе ялти юшкăн тулса ларнă пĕвене тасаттарнă, тата иртнĕ вăрçăран таврăнайман вун пĕр çынна асăнса ял варрине палăк лартнă...
- Камăн та пулин ĕçе пуçласа ямалла вĕт-ха. Халăха вырăнтан тапратмалла. Пĕвене тасатма ял халăхĕ нимене пухăннă пек пуçтарăнчĕ. Питĕ харсăр ĕçлерĕмĕр. Сиккасси вăрман пункчĕ ун чухне пире бульдозер парса пулăшрĕ. Тавах уншăн Мурашкин Николая. Пĕвене тасатнă хыççăн унта шыв тулсан ялпа пĕрле пухăнса уяв турăмăр. Питĕ савăнса кантăмăр вăл кун.
Вăрçăран таврăнайманнисене асăнса палăк лартас тесе тахçанах ĕмĕтленнĕ-ха эпир, ман хамăн асатте те вăрçăра вилнĕ, Сталинград патĕнче. Пирĕн пĕчĕк ялтан кăна вăрçăран 11 çын таврăнайман. Малтан вăй çитереймерĕмĕр пулас. Кăçал вара, вăрçă чарăннăранпа 65 çул çитнĕ май, çине тăрсах Асăну плитине туса унта ятсене çыртарма саккас патăмăр хамăр укçапа. Палăкне те хамăр укçапах лартрăмăр. Кайран ял-йыш калаçса килĕшсе, укçа пуçтарса пире тавăрса пачĕ. Халĕ картине тытас пулать, клумбăсем туса чечек лартса илемлетмелле. Укçа-тенкĕ çитменни ĕçе тытса тăрать.
- Палăка уçнă кун Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕнчен кам та пулин килнĕ-и;
- Вĕсене пĕлтермен те эпир. Пĕтĕм ĕçе ял халăхĕ хăйĕн вăйĕпе туса ирттерчĕ те, пуçлăхсене чĕнес мар терĕмĕр. Эпир Пĕршенер ялĕнчен куçса килсе хамăр яла пуçласа яни 100 çул çитнине августăн 19-мĕшĕнче, пан улми Спас кунĕ, уявласшăн. Çак кун тĕлне палăк тавра пĕтĕмпех тирпей-илем кĕртсе пĕтерме шутлатпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ укçа-тенкĕ енчен пулăшма шантарчĕ-ха. Темле пулать ĕнтĕ.
Кил хуçин, Александр Еремеевăн та, шăпи питĕ инкеклĕ, синкер. Ашшĕне, Еремей Кĕçтенккине, вăрçа илсе кайсан нумаях та вăхăт иртмест, амăшĕ çĕре кĕрет, тăватă ача тăлăха тăрса юлать. Санькка - виççĕре, чи кĕçĕнни - пĕррере. Малтан тăлăхсене ача çуртне ăсатасшăн пулнă, кукашшĕпе кукамăшĕ хут тутарса ачасене хăйсем пăхса ÿстереççĕ, хысна çуртне ямаççĕ. Ачасем çитĕнсе пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăраççĕ. Александр Константинович савăк пурнăç, телей шыраса таçта аякка кайман, тăван Кашкăрçырминчех тĕпленсе пурăнать.
- Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш - çитмĕлмĕш çулĕсенче сирĕн ял пек пĕчĕк ялсенче "кусен малашлăхĕ, пуласлăхĕ çук", - тесе çурт та ларттарман вĕт-ха, тĕп усадьбăсенче çурт лартса парса çынсене унта пурăнма куçарнă. Кашкăрçырми ялне мĕнле тĕкĕнмен-ха, вăл тĕрĕс-тĕкелех тăрса юлнă;
- Сирĕн яла Маяка куçаратпĕр тесе малтан кирпĕч çурт пачах ларттарман, Вăрăм шывĕн тепĕр енне вырăн та уйăрса панăччĕ пирĕн ял валли. Турра шĕкĕр, ахăр саманасем иртсе кайрĕç.
Пирĕн хамăрăн колхоз пулнă, питĕ вăйлăччĕ. Лаша нумайччĕ, сурăхĕ, чăххи... Ял çумĕнчех клуб та лартнăччĕ. Маяк колхозĕпе пирĕн колхоза пĕрлештерсен клуба пăсса Маяка илсе анчĕç. Тырăпа тулли вунă кĕлет те пурччĕ пулĕ, веçех Маяка турттарчĕç. Лашасене те унтах илсе кайрĕç, пире вăкăрсем килсе пачĕç вĕсен вырăнне. Веçех сăхрĕç ун чухне пире. Фермăсене веç пĕтерчĕç.
- Каярахпа Çĕнĕ Шелттем, Кивĕ Шелттем, Маяк, Çăханвар, Кашкăрçырми ялĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ колхоз туса хучĕç вĕт-ха; Халĕ сирĕн таврара колхоз пур-и; Çĕрсене сухалаççĕ-и;
- Пирĕн ялăн темĕн чухлĕ сухаламан çĕр выртать. Миçе гектар-ши унта, калама пултараймастăп. Питĕ нумай. Пĕр пайне Маякра пурăнакан Александр Владимиров фермер илнĕ, вăл питĕ пултаруллă, çĕр улми лартса çитĕнтерет. Колхоз пуррипе çуккине тĕплĕн калама пултараймастăп...
Эсир Яманкассинче çуралса ÿснĕ, пирĕн ялти Иван Матвеевича качча тухнă Мария Афанасьевнăна пĕлнĕ вĕт-ха; Вăл 100 çул тултарсан ун çинчен хаçатра статья та çапса кăларнăччĕ эсир... Вилчĕ вĕт Марье тăхлач, январĕн 19-мĕшĕнче 104 çул тултарнăччĕ вăл. Юлашки çула ăсатма пĕтĕм ял çынни тухрĕ. Пытарнă хыççăн асăнма ресторанах илсе кайрĕç. Халĕ ваттисенчен пирĕн арçынсенчен Иван Иванович пур, вăл 80 тултарать кăçал, Александр Иванович унтан пĕр çул кĕçĕнрех, Воронцов Сергей 76-ра. Акă пирĕн кÿршĕрех Гаврилова Ольга нумаях пулмасть 90 тултарчĕ... Пурăнатпăр çапла, выльăх-чĕрлĕх усратпăр кашни килтех. Ĕне тытакансем ытлашши сĕте сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ. Сĕт машини кашни ирех ял хĕррине килсе ларать. Пĕр литршăн 9 тенкĕ тÿлеççĕ...
"Пĕчĕк ялăн нуши пысăк", - тенĕ ĕлĕкех. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ паян кун та пĕтĕмпех çухалман-ха. Ялта магазин çукки те пысăк чăрмав кÿрет. Пĕтĕм ĕçе пăрахсах юр-вар, ытти япала туянма Канаша е икĕ çухрăмри Маяк ялне çул тытма тивет.
Шкул ачисем ялтан çиччĕн, вĕсем вĕренме Сиккассинчи вăтам шкула Канашран Яманкассине каякан автобуспа укçа тÿлесе çÿреççĕ. Шел пулин те, ку тарана çитсе те Кашкăрçырмине шкул автобусĕ яман. "Пирĕн хамăрăн кăна шкула 2 ача çÿрет, - тет Наташа Еремеева, - анчах вĕсем шкул автобусĕ çине ларса курман-ха. Малтан асфальт сарнă çул çук терĕç. Çулне тусан автобус çаврăнмалли вырăн çук теме пуçларĕç. Унта темле пысăк фурăсем кĕрсе çаврăнса тухаççĕ. Халĕ шкул автобусне çÿреме ирĕк паман теççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасем шкула тÿлевсĕр çÿреме пуçласса шанас килет..."
Ку пĕчĕк ялта лайăх улшăнусем те пулса иртнине палăртса хăвармалла. Кашни киле тенĕ пекех газ кĕртнĕ, çавăнпа вут-шанкă хатĕрлес хуйхă çук. Шыв енчен илес пулсан, кашни килтех пусă пур, çавăнпа шыв пăрăхĕ хывма кирлех мар пулĕ, теççĕ кашкăр-çырмисем.
Çавăн пек пурăнать кăçал 100 çул тултаракан пĕчĕк кăна Кашкăрçырми ялĕ...
В.ЛАПИН.