АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ ĔÇĔ ПИРКИ ВĔÇĔМСĔР КАЛАÇМА ХАТĔР

02 июля 2010 г.

Любовь Юрьевна Егорова районти библиотекăн методика уйрăмĕнче 1986 çултанпа вăй хурать. Вăл тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 41 вулавăша вĕсен кулленхи кăткăс ĕçĕнче пулăшса пырать. Л.Егорова малтан Каçал салинчи районти Культура керменĕнче пĕр çула яхăн ĕçленĕ. Шăхасанта пурăнакансем те, районти вулавăш хуçисем те чун-чĕререн кăмăллаççĕ пултаруллă та хастар ĕçчене. Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать – вулавăш тĕн-чинче малтанхи утăмсем тăваканпа та, çак ĕçре вăтăршар-хĕрĕхшер çул тимлекен асамлă ăстаçăпа та. Любовь Юрьевна библиотекарьсене вулавăш ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме, уявсемпе калаçусене интереслĕрех ирттерсе кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума, отчетсемпе сведенисем çырса хатĕрлеме, кирлĕ те паха хаçат-журналпа пĕлсе усă курма вĕрентет.

Пирĕн ĕçтеш 1981 çулта Чăваш республикинчи культурăпа çутĕç училищинчен, 1986 çулта Хусанти культура институтĕнчи методика уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Вăл хăй патне пулăшу ыйтма пынă çынпа юратнă ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем тавра сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр.

Люба 1960 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шăхасан салинче пурăнакан Юрий Егоровичпа Зоя Ивановна Егоровсен çемйинче çуралса çунатланнă. Кăçал Любовь Юрьевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Вĕсем виççĕн пĕр тăван. Пиччĕшĕ Вячеслав вăтăр çул ытла районти тĕп больницăра шофер пулса тимлет, спортпа туслă. Тепĕр пиччĕшĕ Владимир Шупашкар хулинчи пĕр культура çуртĕнче ертÿçĕ пулса ĕçленĕ. Питĕ шел, çамрăклах пурнăçран уйрăлнă вăл.

Л.Егорова амăшĕ, Зоя Ивановна, ачисемшĕн те, пĕлĕшĕсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче, вăл хăйĕн пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна "Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята парса чысланă. Ашшĕ, Юрий Егорович, 27 çул ытла Шăхасанти вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă, чир-чĕре пула ватлăхра ачисемпе савăнайман, çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Шăхасанти вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче Люба тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Кайран, çулсем иртнĕ май, шухăшсем улшăннă, вăл пурнăçне культура ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ăна капла та сиплевçĕ теме пулать, Любовь Юрьевна чир-чĕре сиплемест пулин те чун-чĕре ыратăвне сыватма пултаратех.

Л.Егорова ăс-тăнĕпе уйрăмах палăрса тăрать. 1990 çулта вăл окультла наукăсен бакалавр дипломне илнĕ. Çавăнпах пулĕ тĕрлĕрен уявсенче çулсерен врач, медицина сестри сăнарĕсене калăплать. Вулав ĕçĕнчи тĕрлĕрен темăсемпе сценарисем хайланисемсĕр пуçне районти вулавăшра "Забота" клуб альбомне йĕркелесе пырать. Ĕçтешĕмĕр çавăн пекех семинарсенче тĕрлĕрен ыйтусемпе тухса калаçать, вулав ĕçĕпе çыхăннă Чăваш енри, Раççейри сумлă хаçатжурналпа çыхăну тытать.

Любовь Юрьевна обществăлла ĕçре те хастар, вăл салари хĕрарăмсен канашлăвĕн тата районти культура ĕçченĕсен профкомĕн членĕ. Ĕçрен пушă вăхăтра вăл пысăках мар çĕр лаптăкĕнче йăпанать, пахча çимĕç тата улма-çырла туса илет. Хăйсем ĕрчетнĕ сад пахчинче çитĕнекен панулми, груша, слива, терн, ирга... йывăççисем ÿркенмен хуçисене çулсерен тухăçĕпе савăнтараççĕ.

Л.Егорова Левитан, Айвазовский картинисемпе киленме тата Л.Н.Толстой, А.Фет, В.Тушнова хайлавĕсене уйрăмах вулама юратать. Çакăн пек вăл пирĕн ăста вĕрентекен тата çывăх юлташ.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика