АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔТĔМПЕХ ЭЛЬМЕНЬ ÇИНЧЕН

02 июля 2010 г.

Михаил Иванов çыравçăн "Даниил Эльмень: острые грани судьбы" кĕнеки çут тĕнчене килчĕ. Вăл Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн Указĕпе çирĕплетнĕ "Чăваш енĕн паллă çыннисем" библиографи серийĕпе килĕшÿллĕн пичетленнĕ.

Даниил Эльмень – обществăлла паллă деятель, журналист тата литератор, Чăваш автономийĕн никĕсне хываканĕсенчен пĕри. Кĕнекере унăн çăмăл мар шăпи çинчен документсене тĕпе хурса каласа панă. Автор иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулчченхи тапхăрне сăнлакан архив докуменчĕсемпе, Эльменĕн хаçат-журналсенче пичетленнĕ материалĕсемпе, пĕр вăхăтри çынсен тата çывăх тăванĕсен аса илĕвĕсемпе пĕлсе усă курнă. Унăн "Канаш" (халĕ "Хыпар") хаçатра пичетленнĕ очеркĕсене, статйисене, çавăн пекех ытти чăвашла документсене М.И.Иванов хăех вырăсла куçарнă. Д.Эльмень çак хаçатра икĕ çула яхăн ĕçленĕ.

Д.С.Эльмень (Семенов) революци юхăмне хутшăннă, 1907 çулта ăна арестленĕ. 1907-1911 тата 1914-1917 çулсенче çар хĕсметĕнче пулнă. 1917 çулта – рабочисемпе салтаксен депутачĕсен Канашĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш съезчĕн депутачĕ. 1918 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕн канашĕн председателĕнче ĕçленĕ, çу уйăхĕнчен – Нацисен халăх комиссариачĕн Чăваш уйрăмĕн заведующийĕнче. Чăваш автономи облаçне йĕркелекенĕ, Чăваш ревкомĕн, Чăваш автономи облаçĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕсен должноçĕсенче вăй хунă. 1921 çулта хресченсен пăлхавĕ хыççăн ĕçрен кăларнă, кайран таса ятне тавăрнă. 1922-1924 çулсенче Пĕтĕм Раççейри коммунистсен (большевиксен) партийĕн Чăваш обкомĕн яваплă секретарĕнче тăрăшнă. 1924-1929 çулсенче хĕрлĕ профессорсен институтĕнче вĕреннĕ. 1929 çултан Чулхулари коммунистсен университечĕн, 1931 çултан пуçласа педагогика институчĕн – политэкономин кафедрин доценчĕ.

Даниил Эльмень Етĕрне районĕнчи Исментер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл çуралнă çурт ларнă вырăнта пысăк яка чул вырнаçтарнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика