30 июня 2010 г.
Федераци миграци службин Раççей гражданне паспорт памалли, ăна çĕннипе улăштармалли, учета илмелли патшалăх пулăшăвĕсем çинчен ăнлантарса паракан административлă регламент кун çути курнă. Кĕçех сирĕн ачăр 14 çул тултарать, эсир 20-е е 45-е çывхаратăр, енчен эсир паспорта çухатнă е ăна вăрланă пулсан эсир асăннă регламента вуласа çак ыйтусен хуравне хăвăр тĕллĕнех тупма пултаратăр.
Паспорт парассипе, ăна çĕннипе улăштарассипе, учета илессипе ĕçлекен миграци службин подразделенийĕсем тĕлĕшпе чылай çирĕп правилăсем йышăннă унта. Сăмахран, гражданран паспорт валли документсем йышăнакан сотрудник валли ĕçе пурнăçлама 5 минут уйăрнă. Çак вăхăтра унăн хăйне панă документсене тишкерсе тухмалла, сăн ÿкерчĕк çинчи çын чăнах та документ хуçи пулнине çирĕплетмелле, хутсене тĕрĕслемелле, карточка тепĕр енне кăранташпа хушаматпа ята çырса хумалла. Енчен те çын паспорта хатĕрленĕ вăхăтра 2П " формăллă вăхăтлăх удостоверенипе çÿресшĕн пулсан, унăн ятне ятарлă журналта çырса палăртма, регистрацилеме 10 минут палăртнă. Паспорта тĕрĕс те туллин çырнине тĕрĕслеме, пичет лартса, алă пусса çирĕплетме – 2 минут.
90-мĕш, 2000 çулсенче паспорт илнĕ çынсем çак документа алла илме икшер уйăх таран кĕтнине ас тăваççĕ-тĕр. "Паспорт сĕтелĕсенче" бланксем çитместчĕç, халăха пĕр е икĕ сотрудник йышăнатчĕ. Паянхи саманара ун пек ĕçлеме юрамасть. Çĕнĕ регламентпа паспорта документсене йышăннă самантран 10 кунра çырса хатĕрлемелле. Çак документа çын пурăнакан вырăнпа памаççĕ, улăштармалли е çухалнă паспорта урăх подразделенире панă пулсан паспорт хатĕрлемелли вăхăт икĕ уйăх таран тăсăлма пултарать.
Миграци службин мĕн пур поразделенийĕ ĕç кунĕсенче кашни кун кăнтăрла тата каçхине, уйăхăн пĕрремĕш тата виççĕмĕш шăмат кунĕнче ĕçлет. Кунта çырса, телефонпа, сăмах вĕççĕн консультаци парса пулăшма, документсен формисене пама тивĕç. Тÿлевсĕр.
Халăха телефонпа пĕлтерекен сотрудникăн регламентпа килĕшÿллĕн телефон кĕпçине илсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, должноçне, подразделени ятне уçăмлăн каламалла. Калаçу вăхăтĕнче айккинчи пуплев пулмалла мар. Консультаци вĕçленсен пĕтĕмлетÿ туса мĕнле мерăсем йышăннипе палăртса хăвармалла, телефонпа паракан информаци валли 5 минутран ытла мар уйăрнă. Паспорт паракан пÿлĕмсен, регламентра кăтартнă тăрăх, аялти, пĕрремĕш хутра вырнаçмалла, унта кĕмелли уйрăм алăк пулмалла.
Паспорт илме кирлĕ документсемпе пĕрлех сăн ÿкерчĕксем çинчен ăнлантарса пани те пур. Вĕсен хура-шурă е тĕрлĕ тĕслĕ, 35х45 мм виçеллĕ пулмалла; çара пуçăн, ялан куçлăхпа çÿрекенсен çутă кантăклă куçлăхпа ÿкерĕнмелле; тĕрлĕ тĕне тытса пыракансен тутăрпа ÿкерĕнме юрать, анчах сăн-пит кÿлепине уçăмлăн кăтартмалла.Паспорта хуçине париччен тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслемелле. Йăнăш тупăнсан тепĕр документ хатĕрлемелле. Сая янă бланкшăн укçа тÿлемелле мар.
Регламентра çакăн пек тĕслĕх те пăхнă: енчен те çын пĕр тăхтамасăр урăх вырăна куçса кайнипе паспортне вăхăтра илеймен пулсан ăна документа хуçи патне ятарлă почтăпа е фельдъегер çыхăнăвĕпе ярса памалла. Тĕрмере, колонире ларакансем валли паспорт хатĕрлемелли йĕркесене те палăртнă.
Л.ПОГАЙДАК, миграци службин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.