30 июня 2010 г.
Пирĕн мăн асаттесем ĕлĕк-авалах, çурхи уйра ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен, тепĕр хĕрÿ тапхăр - утçи пуçланиччен, кăштах канса сывлăш çавăрса ямалли вăхăтпа усă курса, ака туйсем ирттернĕ. Уявра вĕсем карталанса юрланă, кĕрешсе вăй виçнĕ, сим пыл, шерпет ĕçсе, шÿрпе, шăрттан, хуплу çисе савăннă. Çак пархатарлă йăла, ламран лама пырса, турра шĕкĕр, паянхи кунччен сыхланса юлнă.
Кăçал та, июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче, Асхва ялĕ çумĕнчи ешĕл тÿремлĕхре районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - ака туй кĕрлесе иртрĕ. Яланхиллех ял çыннисем йышлă пухăннă унта, тарават кăмăллă канашсемпе пĕрле савăнма хăнасем те чылаййăн килнĕ. Пĕрисем сцена умĕнче уçă саслă юрăçсемпе хĕрÿ туйăмлă ташăçăсене киленсе сăнаççĕ, теприсем спорт ăмăртăвĕсене хавхаланса пăхаççĕ.
Вĕри хĕвел пăчăхтарсан, хырăм выççи ас илтерсен вĕсем пурте Çĕрпÿ-Сызрань мăн автоçул хĕррипе тăсăлакан ешĕл вăрман тăрăхĕн çумĕпе тÿрĕ ретпе вырнаçса ларнă суту-илÿ палаткисем патне çул тытаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ ларексем çийĕн шурă тĕтĕм йăсăрланать, пысăк хуранта лакăртатса вĕрекен тутлă шÿрпе тата кăвар савăчĕ çинче техĕмлĕн пиçекен шашлык шăршине вăштăр çил уçланкă çийĕн салатать те, урасем хăйсемех ака туй "пасарĕ" енне уттараççĕ.
Ара, уçă сывлăшра пĕçернĕ апат-çимĕçе тутанса пăхмасăр мĕнле чăтăн-ха; - хаваслă уява кăмăл тулли савăнма, тахçантанпа курнăçман тус-юлташпа тĕл пулса калаçма килнĕ çынсем черете тăрсах туянаççĕ ăна. Кунтан ниепле те айккипе пăрăнса иртме çук - кăмăла уçса яракан шÿрпе-шашлык шăршине кăкăр туллин сывлатăн та, вĕсене астивме ăшă кулăпа тараватлăн йыхравлакан сутуçăсене асăрхатăн та - алăсем хăйсем тĕллĕнех - укçу пур-и унта е çук-и; - кĕсьене вăштах кĕрсе каяççĕ. Ахаль те шăп выртма пĕлмен нухрачĕ кун пек чухне пушшех "кăшкăрать" тата.
Уяври халăха апат-çимĕçпе анлăн тивĕçтерессине яланхиллех Канашри райпо магазинĕсен сутуçисемпе обществăлла апатлану предприятийĕсен повар-кондитерĕсем хăйсем çине илнĕ. Шăхасанти универсампа гастроном, Канашри "Кооператор", "Шихраны", Атнаш, Вăтапуç, Энтрияль, Янкăлч ялĕсенчи магазинсем уйрăм палаткăсемпе тĕрлĕ тавар илсе тухнă. Унсăр пуçне, "Колос", "Урюм", "Малый Цивиль", "Трапеза" кафесем пĕрер буфет тата кухня йĕркеленĕ. Вĕсен таварĕсем - райпо пекарнисенче пĕçернĕ тутлă печени-пĕремĕк, вĕтĕ кукăльсем, кондитер çимĕçĕсем, пылак шывсен цехĕнче хатĕрленĕ лимонадпа квас.
Акă, Маякри "Урюм" кафе палаткисем умĕнче халăх хĕвĕшет. Хăмаран ятарласа тунă уяв сĕтелĕсем хушшине çынсем шăкăрин вырнаçса ларнă: пĕри эхлетсе вĕри шÿрпе сыпать, тепри çăвар тулли шашлык чăмлать, виççĕмĕшĕ райпо цехĕнче хатĕрленĕ пылак шыва кăмăлласа ĕçет. Зоя Никитинăпа Людмила Михайлова аслă поварсем, Светлана Кузнецова сутуçă, Людмила Иванова официантка, Марина Борисова повар апат-çимĕç туянма пыракансене хапăл йышăнаççĕ.
Çак туслă йышра Зоя Маркеловнăпа Людмила Ивановна чăннипех ырă сăмаха тивĕçлĕ. Обществăлла апатлану тытăмĕнче пĕри - 35, тепри 33 çул вăй хурса, тем тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Потребкоопераци ветеранĕсем хăйсен пуян опычĕпе, кухня ăсталăхĕпе çамрăк ĕçтешĕсене хаваспах паллаштараççĕ.
Кунтах, икĕ палатка хушшинче, Михаил Тимофеев шĕл кăварпа тĕлкĕшекен мангал çинче шашлык пĕçерет. Хĕлле "Урюм" кафере газ операторĕнче ĕçлет вăл, çулла, кăмака хутма пăрахсан, хуралçă ĕçĕсене пурнăçлать. Тăван яла - Маяка – инçетри Çĕпĕртен сакăр çул каялла куçса килнĕ те Михаил Степанович, райпо тытăмне ĕçе вырнаçнă. Ханты-Мансийск автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕнче, нефть промышленноçĕнче, 15 çул водительте вăй хунă Михаил Тимофеев. "Шашлык питĕ аван каять паян. Авă, юлашки витре юлчĕ", - тет вăл кăмăллăн. Аш-пăша тутлă пĕçерме пĕлет ĕнтĕ, çавăнпа лайăх сутăнать.
Шăхасанти сутуçăсем кашни ака туя хастар хутшăнаççĕ. Кăçал универсамран Валентина Захаровăпа Надежда Агафонова, гастрономран икĕ Татьяна - Васильевăпа Константинова сутă тума тухнă. Сăмах май каласан, çак суту-илÿ предприятийĕсем иккĕшĕ те самообслуживани меслечĕпе ĕçлеççĕ.
Маякри кооператорсенчен аякра мар Йĕпреç райповĕн икĕ палатки вырнаçнă. Шавлă каччăсем тавар туянса айккине пăрăнсан çамрăк сутуçăсемпе паллашрăм. Светлана Дворниковăпа Ирина Ковшова Буинскри магазинтан килнĕ иккен. "Сирĕн районти ака туйра эпир иккĕмĕш хут пултăмăр. Килĕшет пире кунта, тавар лайăх сутăнать. Йыхравласан çитес çул та килме хатĕр", - ăшă кулăпа хуравларĕç Йĕпреç районĕн хитре хĕрĕсем.
- Кăçал суту-илÿ палаткисем ака туйĕнче нумай пулчĕç. Хамăр районтан, Канаш хулинчен тата кÿршĕ районсенчен килнисене шутласан пĕтĕмпе вĕсен хисепĕ аллă урлă каçать. Сăмах май каласан, çак йыш çулсерен ÿссе пырать. Кăçал, акă, апат-çимĕç кăна мар, ача-пăча теттисем те сутăнчĕç, - пĕлтерчĕ район администрацийĕнчи экономика пайĕн специалисчĕ Ольга Ивановна Зиновьева.
- Ака туйсенче е ытти уявсенче, тĕслĕхрен, Республика кунĕнче, хамăр та кÿршĕри районсене тавар сутма каятпăр, - калаçăва хутшăнчĕ райпо правленийĕн председателĕ, районти депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Иван Тимофеевич Иванов. - Иртнĕ çулсенче Йĕпреç, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпÿ тăрăхĕсенче пултăмăр. Унсăр пуçне, Шупашкарта иртекен выставкăсене те хутшăнатпăр.
Сцена çывăхĕнче, халăх йышлă пухăнакан вырăнта, "Хлеб - всему голова" ("Çăкăртан асли çук") ятпа Канашри райпон тата акционерсен "Акконд" уçă обществин суту-илÿ выставки ĕçлет.
- Иккĕмĕш çул пĕрле ирттеретпĕр ку выставкăна. "Акконд" - хăйĕн пылак çимĕçне, эпир хамăр цехсенче туса кăларнă тавара сутатпăр. Юлашки çулсенче питĕ тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр те, кăçал та вăйлă пулчĕ выставка. Чăваш Енри çак паллă фирма пирĕн магазинсене конфетсемпе тата Канашри çăкăр завочĕн продукцийĕпе туллин тивĕçтерет, - тет Иван Тимофеевич.
Суту-илÿ речĕсем çумĕпе иртнĕ май çакна асăрхарăм: райпо ĕçченĕсем сăйлакан çимĕçсемпе питĕ кăмăллă уява килнĕ çынсем. Ахальтен мар вĕсенчен кашниех тутлă апатшăн пуç тайса тав тăвать.
А.ВЛАДИМИРОВ.