АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСĂРХАТТАРСА ТĂНИ ВЫРĂНЛĂ

30 июня 2010 г.

Ачасен çуллахи кану тапхăрĕ пуçланчĕ. Хĕвеллĕ ăшă кунсенче кам-ха килте ларма пултарĕ; Çавăнпах-тăр шăпăрлансем иртен пуçласа мĕн каçчен урамра чупаççĕ. Кам велосипедпа ярăнать, чылайăшĕн ролик пур, скутерпа çил вĕçтерсе иртекенсем те çук мар. Хăш-пĕр ачасем çу кунĕсене кану лагерĕсенче ирттереççĕ, анчах та чылайăшĕн каникула урамрах выляса кĕскетме тивет. Кун пек чухне вара инкек сиксе тухасси кашни утăмрах. Статистика çакна çирĕплетет: ачасем çу – çурла уйăхĕсенче ытти чухнехинчен ытларах аманаççĕ. Çитĕнекен ăрăва çул-йĕр çинчи инкекрен сыхласа хăварас тĕллевпе республикăра çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕччен "Асăрхăр – ачасем!" профилактика мероприятийĕ ирттернĕ.

Шкул ачисем çулсем çинче йĕркене пăсни тата автоинкексенче хăйсем сусăрланни çуллахи каникул пуçланнă вăхăтра палăрмаллах ÿсет. Çакна вĕсен çĕнĕ кун йĕрки пуçланнипе тата ачасен ирĕклĕх туйăмĕ вăй илнипе сăлтавлама пулать. Çавăнпа та профилактика мероприятийĕсене ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Акцисем вăхăтĕнче ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттеретпĕр, йĕркене пăсакансене тупса палăртатпăр, водительсене те айккинче хăвармастпăр.

Велосипедпа тата роликпа урама тухмасăр ярăнаймăн. Анчах та ачасене çак хатĕрсене туянса панă чухне вĕсем ăçта ярăнма пултарни çинчен шухăшлатпăр-и-ха эпир; Çамрăксем час-часах чаплă вырăн шыраса автотранспорт çÿрекен яка çул çине тухса каяççĕ. Кун-пек "çул-çÿрев" вара инкекпе те вĕçленме пултарать. Çавăнпа та каникул вăхăтĕнче ачăрсене тимлĕхсĕр ан хăварăр, тăтăшах асăрхаттарса тăни те ытлашши пулмĕ.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика