АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛЧЧЕНХИ ПĔЛĔВЕ САДИКРА ИЛЕÇÇĔ

30 июня 2010 г.

Районти вĕрентÿ управленийĕн мероприятисен планĕпе тата Чăваш Республикин Президенчĕн "Шкулсенчи вĕрентÿ сферинче пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа хамăр енчен çак ĕçсене пурнăçларăмăр: шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿремен ачасене шута илтĕмĕр. Çакăн евĕр учрежденисене упраса хăварасси тата вĕсен тытăмне анлăлатса пырасси пирĕн тĕллевсенчен пĕри шутланать.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсен йышĕнче 20 ача сачĕ, 6 пуçламăш шкул-сад, 7 шкулта шкулчченхи 8 ушкăн ĕçлет, вĕсене 1160 ача çÿрет. Пĕтĕмпе шкулчченхи 65 ушкăн шутланса тăрать, çав шутран ача сачĕсенче – 49, пуçламăш шкул-ача сачĕсенче – 8, шкулсенче 8 ушкăн. Çулталăк çурăран пуçласа 6,5 çул таранчченхи ÿсĕмри ачасен садика çÿрессин шайĕ 2007 (51 проц.) çултипе танлаштарсан кăçал (54 проц.) палăрмаллах ÿсрĕ. Сиккассинчи "Березка", Шăхасанти "1 " "Искорка", Уçырмари "Солнышко", Карăклăри "Солнышко", Чакаçри "Ромашка" садиксене çÿрекенсен йышĕ уйрăмах пысăк.

Шкулчченхи пур вĕрентÿ учрежденине те газпа хутса ăшăтмалла туса çитернĕ, лицензиленĕ, аккредитациленĕ. 2008 çулта Шăхасанти 3 " "Лучик" ача садĕнче шкулчченхи тепĕр ушкăн уçрăмăр.

2009 çулта вĕрентÿ системинчи улшăнусене пула Çĕнĕ Аччари тата Ушанарти шкулсен никĕсĕ çинче пуçламăш шкул-ача сачĕсем, Кăшнаруйĕнчи шкулта кĕскетнĕ вăхăтпа ĕçлекен пĕр ушкăн йĕркелерĕмĕр.

Кăçал вара Янкăлчри "Перепелочка" тата Вырăскас Пикшихри "Надежда" садиксенче ачасене шкула кайма хатĕрлекен икĕ ушкăн уçрăмăр. Çакăн пек ĕçе Вăтакас Татмăшри "Солнышко" тата Ухманти "Рябинушка" ача сачĕсенче малалла тăсма палăртатпăр. Хальхи вăхăтра асăннă учрежденисенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Çитес çулта Шăхасанти 3 " "Лучик", Уçырмари "Солнышко", Сиккассинчи "Березка", Пайкилтри "Солнышко", Вăтакас Кипечри "Гномик" ача сачĕсенче те хушма ушкăнсем хута яма палăртатпăр.

С.НИКОЛАЕВА, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика