30 июня 2010 г.
Сиккассинчи ман ÿсĕмри ачасене кĕçĕн класра шăпах вăл вĕрентнине пĕлетĕп-ха. Анчах хам эпĕ унăн урокĕсенче нихăçан та ларса, итлесе курман. Ăна ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш, пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ, унпа канашлаççĕ. Вăтам шкула вĕренме килсен халиччен курман, пĕлмен вĕрентекенсемпе паллашрăмăр. Унта вĕреннĕ икĕ çул çитĕннĕ пурнăçра кирлĕ çывăх çынсем тупса пачĕ. Хамăрăн "иккĕмĕш анне" те, Любовь Александровна Иванова, питĕ лайăхскерччĕ. Пĕрремĕш учителĕме нихăçан та манмастăп (вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ), вăл çав тери илемлĕ почеркпа çыратчĕ, ырă енсене вĕрентетчĕ. Ун пек çырăва питĕ сайра асăрханă эпĕ.
Сиккасси шкулĕнче учительсен йышĕ пысăкрах пулнăран вĕсене сăнаттăм. Пирĕн ялтисенчен вĕсем правурлăхпа, хăюлăхпа уйрăларах тăратчĕç пек. Ялпа ял пĕр пек мар-çке-ха. (Студент чухне икĕ ялти калаçу уйрăмлăхне те пĕрре мар асăрханă).
Çырăва тăсса кайрăм-ха та, калас сăмахăм вара манăн Сиккасси вăтам шкулĕнче мĕн çамрăкран кĕçĕн классене пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекен Лидия Алексеевна Антонова çинчен. Хаклав сăмахĕсене маларах палăртасшăнччĕ, хăйĕн ячĕсĕр ниепле те çыхăнасшăн пулмарĕç. Юнашар ларса унăн калаçăвне итлесен, пĕр ÿстермесĕр çыратăп, кăмăл-туйăм çĕкленет. Ăслă, анлă тавра курăмлă çынпа калаçсан хама çĕнĕ ăспа пуянланнăн туятăп.
Лидия Алексеевна Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан тăван яла таврăнса учитель ĕçне кÿлĕннĕ. Ĕçленĕ хушăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Пуçламăш класс учителĕсен шкулти методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Районти депутатсен Канашĕн депутачĕ те пулнă вăл. Суйлав, çырав комиссийĕсен хастар членĕ. Хăйне шанса панă ĕçе кирек хăçан та пысăк яваплăхпа пурнăçлать.
Вăл – пĕрремĕш категориллĕ учитель. Тĕрлĕ награда унăн темĕн чухлех, вĕсене пурне те асăнса пĕтерме çук. Ку уншăн пĕлтерĕшлех те мар-тăр, чап-сумшăн çуннине курман. Уншăн чи малта – ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парасси, вĕренме вĕрентесси. Паян ачасен хутшăну чĕлхинче çитменлĕхсем питĕ нумай. Лидия Алексеевна пуçласа парта хушшине ларнă ачасене тĕрĕс те уçăмлă калаçма вĕрентет. Çавăнпах унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурс-викторинăра çитĕнÿ тăваççĕ.
– Ачасем урокра ашкăнса лараççĕ, итлемеççĕ тесе ÿпкелешсе калаçнине эпĕ ниепле те ăнланаймастăп, – тет Лидия Алексеевна. Класра кашни ача учитель çине мăшăр куçне илмесĕр тинкерет, унăн кашни хусканăвне сăнать, сăмахне итлет. Вĕсем пурте тĕрлĕ çемьерен, кашнийĕ пиртен ăнлану кĕтет. Урок юхăмĕнче вара манăн пĕр пушă ларакан ача та çук. Эпĕ вĕсене пурне те асăрхаса тăратăп, кам ашкăнма юратнине, кам ачашрах е чĕмсĕр пулнине пĕлсе тăратăп. Çавăнпа хăш ачана мĕнлерех ĕç хушма юранине аван чухлатăп, – тет вĕрентекен. – Шухăшлава аталантармалли хушма ĕç парсан ачасем мĕнлерех хавхаланса ĕçлеççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ савăнтарать, вăрттăн сăнанă чухне кулăшли те сахал мар пулать. Ача ачах вĕт-ха, вĕсем суйма, сăмаха вăрттăнлăхра тытма пĕлмеççĕ. Çемьери хутшăнусем çинчен те каласа параççĕ. Çитĕннисем кÿрентерсен вĕрентекенĕн ачан чунне йăпатма, ăна лăплантарма пĕлмелле. Чылай чухне ачасем хăйсем сисмесĕрех "анне" тесе каласа яраççĕ...
Ачапча ашкăнма, пĕр-пĕринпе тĕрткелешме юратать. "Сывă ача пĕр хускалмасăр мĕнле тăма пултартăр-ха. Шкула çÿреме пуçланипе ача пулма пăрахман вĕт-ха вăл, унăн выляс, чупас, сикес килет. Уроксем хушшинчи тăхтавсенче ачасен канмалла, чупчăрах вĕсем, анчах асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерсех тăратăп", – тет вĕрентекен.
Л.Антонова дисциплинăна çирĕп тытать. Вăрçса, кăшкăрса мар, унăн хăйĕн ĕç меслетлĕхĕ. Лидия Алексеевна лара-тăра пĕлмен, шутсăр ĕçчен, тирпейлĕ хĕрарăм. Хăй вĕрентекен ачасене те, хăйĕн хĕрĕсене те çак ырă енсенех вĕрентет. Ялти обществăлла ĕçсене, культура пурнăçне хастар хутшăнать, 30 çул вырăнти халăх хорне юрлама çÿрет, тăтăшах пĕлĕвне ÿстерет. Виçĕм çул "Самый класный класный" конкурсăн районти тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ вăл.
Çак кунсенче Лидия Антонова вĕрентекен хăйĕн çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Мария Алексеевна миçе çул тултарнине тантăшĕсем çеç пĕлеççĕ тĕр, мĕншĕн тесен вăл тепĕр çамрăкран çаврăнăçуллăрах. Ĕçтешĕсен, юлташĕсен, ял-йыш саламĕ çумне эпĕ те хутшăнса хисеплĕ вĕрентекене ырлăх, сывлăх та пурлăх, вăрăм кун-çул, пысăк хавхалану, çемьере лăпкăлăхпа килĕшÿ сунатăп. Тавах сире.
И.ВЛАДИМИРОВА.