АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ÇЫВĂХ ТУССЕНЧЕН ПĔРИ

25 июня 2010 г.

Алексей Иванович Зайцев 1940 çулта çĕртмен 27-мĕшĕнче çуралнă. Кивĕ Шелттемри 7 класлă шкулта вĕреннĕ чухне район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлекенсемпе паллашнă. Ăна Степан Аслан, Иванов-Таçук, Василий Веселов тата Александр Каховский лайăх пĕлнĕ. А.Зайцев активлă ялкор. Вăл тăтăшах заметкăсем, статьясем çырнă. Ăна канашлусене, семинарсене чĕннĕ. Килне ĕç планĕсем ярса панă. Пысăкланнă çемĕн унăн та çырас ăсталăх ÿссе пынă. Вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра унăн ячĕпе калавсем, сăвăсем пичетленнĕ.

"Коммунизмшăн" хаçатпа тачă çыхăну тытнă Алексей Иванович, халĕ çак туслăх "Канаш ен" хаçатпа малалла тăсăлать. Район хаçатĕнче унăн статйисемпе калавĕсем пичетленсех тăраççĕ. А.Зайцев Шелттем ял Совет ĕçтăвком председателĕнче 13 çул вăй хунă. Çав вăхăтра та редакципе çыхăнăва татман.

Алексей Иванович ялкортан тĕп редактора çитнĕ. Комсомольски район хаçачĕн редакцийĕнче 20 çул тăрăшнă. Унăн "Çунатлисем ÿкмеççĕ" пьеси республикăра ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăхăт 30 çула яхăн иртсен В.Оринов ăна çамрăксен театрĕнче лартнă. А.Зайцева "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс çĕнтерÿçи пулнине çирĕплетекен Диплом парса чысланă. Çак пьесăпах В.Оринов Мускава кайнă, пĕтĕм Раççейри драматурги конкурсĕнче палăрса Тĕп хуларан Дипломпа таврăннă.

Алексей Ивановича 70 çул тултарнă ятпа чун чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр.

ТĂВАН ЕН

Билет туянтăм. Канашран киле çитмелле. Вокзалта çын туллиех. Кам кăна çук-ши: чăвашла калаçни, вырăсла пуплени, тутарла перкелешни илтĕнет. Тум та тĕрлĕрен. Çамрăкраххисен, хăш-пĕрин, çара купарчи кăшт çеç курăнмасть. Кăпăш та хĕвелпе урăх тĕс çапнă ÿтне ыттисене кăтартас килет пулĕ çав. Ав, çитĕнсе çитмен чăмăр кăкăрне кăна хуплам пекки тунă.

Тĕрлĕрен ĕнтĕ: чылай ватта сулăннăскер, кивелсе кайнă, унтан-кунтан çурăлса-сапласа пĕтернĕ тум тăхăнса янă. Мĕн тăвăн, пурнăçĕ çапларах пулĕ;

Лараканнисем пур. Васкаканни те чылай.

Транспорт ăçта тата хăш вăхăтра çула тухнине пĕлтерсех тăраççĕ. Ку аван.

Иккĕмĕш хута хăпартăм. Хыпаланмалла мар та. Яла çÿрекен автобус, йĕркеллĕ пулнă чухне, тепĕр сехетрен çеç чарăнăва килмелле. Çÿлти хутра çынсем хĕвĕшсех каймаççĕ. Лăпкăрах çĕрте ларас килет.

Хăнăхнă йăлапа унталла-кунталла пăхкаласа илтĕм. Пĕр арçын ларать. Пуçне уснă, тем шухăша кайнă; Палланă сăн пекех туйăнчĕ. Патнерех çывхартăм. Паллах, пĕлетĕп! "Мишша, эсĕ вĕт ку!" – хам та сисмерĕм, сас кăлартăм.

Каçал тăрăхĕнчен. Курманни миçе çул! 50 çула яхăн. Сăнĕпе те, пĕвĕпе те улшăнсах кайман. Çамкипе пичĕ çине вара тарăн йĕрсем хывăннă.

Арçын пуçне çĕклерĕ, пĕр самант мана тинкерчĕ, ура çине сиксе тăчĕ. "Алексей... Леша!" – терĕ те мана ытамне илчĕ. Эпĕ те ыталарăм. Çапла пĕр вăхăт тăнă хыççăн сак çине лартăмăр. Пире хирĕç икĕ хĕр пĕрчи вырнаçнă. Пĕр-пĕринпе темĕн пăшăлтатрĕç, йăл кулчĕç.

– Шупашкартан. Ывăл патĕнчен таврăнатăп, – хуравларĕ ман ыйтăва Мишша. – Ху еплерех тата;

– Йĕркеллех-ха. Манăн хĕрсем Шупашкарта. Çемьеллĕ. Хăйсен хваттер, – пĕр-пĕринчен юлмасăр калаçма пуçларăмăр.

Мишшапа иксĕмĕр Çĕпĕре тайгана пĕрле лекнĕччĕ. Улатăрта техникумран вĕренсе тухнă хыççăн унта кайма направлени тыттарнăччĕ. Тэличет текен поселокра пурăнтăмăр, ĕçлерĕмĕр. Вырăнĕ илемлĕ. Йĕри-тавра ĕмĕрхи хырсем. Сывлăшра та вĕсен шăрши кăна. Кедрсем те пур. Поселок çумĕнченех шыв юхса иртет. Сарлакăшĕ 4-5 метр çеç, тарăнăшне пÿ ярса çитерме çук – тарăн.

Поселокра вырăссем, нимĕçсем тата финсем пурăнаççĕ. Лайăхскерсем. Кăмăлпа калаçаççĕ. Пире – çамрăксене пĕри те усал сунмасть. Хамăр та вĕсенчен ютшăнсах кайман. Çывăхраххисем патне килĕсене кайса хуçалăхра кирлĕ ĕçсене тума пулăшни те пулнă. Унти хамăрпа тантăшраххисемпе, кĕçĕнреххисемпе те юлташла çÿреттĕмĕр. Эпĕ Анат Ингаш районĕнче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаттăм. Çапла вăхăта ирттереттĕмĕр. Пире çар комиссариачĕ асăрхарĕ. Комисси кăларчĕ. Повестка тыттарчĕ. Чита облаçне лекрĕмĕр. Çулталăк çурă аэрофотографинче тĕрлĕ ĕç тума, автоводителе вĕрентĕмĕр.

Мишшапа иксĕмĕр Белоруссине те çитрĕмĕр. Дивизи штабне çÿрерĕмĕр, пире валли ятарласа тунă лабораторире ĕçлерĕмĕр. Штаб начальникĕ – генерал-майор. Çÿллĕ пÿ-силлĕ. Самăр çын мар. Малтан эпĕ унран кăштах шикленеттĕм: хам умран иртсе кайнă чухне ура çине сиксе тăрса чыс параттăм. Рапортланă та. Кăштахран вăл манпа калаçма та пуçларĕ. Тăван атте пекех туйăнатчĕ. Пĕррехинче мана хирĕç сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Чун сÿ те сÿ тăвать. "Мĕн сиксе тухнă-ши", – шухăшлатăп.

– Сăнсем ÿкерме хавас эпĕ, – куçран пăхрĕ. Эпĕ ăна шăтарас пек тинкеретĕп. – Вĕсене кăларма вăхăт çук.

Пире фотографи ăсталăхне вĕрентнине пĕлет вăл. Ăнлантăм ăна пулăшу кирлине.

– Лабораторире фото кăларма хатĕрсем çителĕклĕ, – тесе хутăм.

– Юрать эппин. Пленкăсене ыран илсе килĕп, – терĕ çурма сасăпа.

Тăчĕ, мана тепре сăнарĕ. Хăй пÿлĕмнелле утрĕ.

Тепĕр кунне, манăн дежурство мар пулин те штаба утрăм. Пленкăсене хутпа чĕркенĕ, сĕтел çине хунă. Мана памалла тесе çырнă. Украина йĕкĕчĕ – Степаненко – кăштах йĕплесе те илчĕ.

– Епле паллă эсĕ... Генерал-майорпа туслашса кайнă, – каласа хучĕ эпĕ пленкăсене алла илнĕ чухне.

Сăн ÿкерчĕксем нумай тухрĕç. Мишшапа иксĕмĕр çурçĕрччен ĕçлерĕмĕр. Вĕсене ирпе генерал патне пÿлĕмне кĕрсех аллинчен тыттартăмăр.

Пĕтĕм хăтланăва курсант чухне хамăра мĕнле вĕрентнĕ – çавăн пек турăм. Кайма тăтăм.

– Ан васка-ха, – каласа хучĕ чăвашла тап тасан. – Сăмах пур.

Урасем чĕтресе кайрĕç. Куç чарăлсах илчĕ пулас. Айккинчен пăхакана мĕнле курăннă пулăттăм-ши;

– Лар-ха, лар... Эпĕ çыртмастăп. – Хăрах пÿрнипе кресло еннелле тĕллерĕ.

Каланине итлерĕм. Çурăма ăшă пулса кайрĕ.

– Лейтенант тăвасшăн эпир санран. Кăмăл пур-и;

Куç умне анне сăнарĕ килчĕ. "Ÿсетĕр те, тухса каятăр. Ватлăх кунĕсенче темле пурăнкалăп ĕнтĕ;.." – ассăн сывлатчĕ вăл.

– Устава аван пĕлетĕн. Хăвна йĕркеллĕ тытатăн – лайăх воспитани панă сана. Çырма пултаратăн. Грамматика уксахламасть...

– Ялта анне пĕчченех манăн, – чĕлхе аран-аран çаврăнчĕ. – Çар çынни пулаймастăп пулĕ...

Генерал ман сăмахсене те юплерĕ, те хăлхана та чикмерĕ. Урăх нимĕн те шарламарĕ, умĕнчи сăн ÿкерчĕксене пĕрерĕн-пĕрерĕн пăхрĕ. Çырла пек хĕрне чылайччен тинкерчĕ. Çумĕнче ирĕлсе тăракан мăшăрĕ çине пăхмарĕ те...

– Юрĕ, апла. Çынна ирĕксĕрлеме юрамасть. Эппин... Кайма пултаратăн...

Эпĕ яшт! тăтăм. Чыс патăм. Çирĕп утăмсемпе алăкран тухрăм.

Çак калаçу хыççăн мана Гродно çывăхнерех – полка ячĕç, отделени командирĕ турĕç. Мишша дивизи штабĕ çумĕнчи лабораторирех юлчĕ. Куншăн вăл питĕ хĕпĕртерĕ. Ара, вăл белорус хĕрĕпе паллашса кайнăччĕ. Ăна эпир культура çуртĕнче ирттернĕ концертра куртăмăр: Алла Барабаж. Икĕ-виçĕ юрă та шăрантарчĕ. Чăмăр питлĕ, сенкер куçлă, тулли пÿллĕ.

Салтаксем полкĕпех пынăччĕ. Алла пирĕн çине пăхса юрларĕ. Те туйăнчĕ кăна; Мишша ăна курсанах хыпса ÿкрĕ. "Асам... Тĕнчере те кунашкал чиперкке çук..." – пăшăлтатрĕ. Чечек çыххи тупрĕ, ăна пикене парнелеме пултарчĕ. Аллăна килне çитиччен ăсатма та мехел çитерчĕ. Çапла икĕ çамрăка юрату хĕлхемĕ хыпса илчĕ.

Салтака хĕрпе çÿреме çăмăлах мар. Хăй ирĕкпе каç-каç вăрттăн кайма тивет. Лексен, айăплаççĕ. Пирĕн çавах май пурччĕ: лабораторире каçпа та ĕçре пулатпăр. Те унта эпир, те кунта – никам та тĕрĕслемен.

– Аллăна чăваш çĕршывне илсе килтĕн пулĕ ĕнтĕ; – иртнĕ пурнăçа аса илнĕ май кăсăклантăм эпĕ.

– Алла, Алла... – хаш! сывларĕ Мишша, – Мăнуксем те пур ĕнтĕ, анчах вăл куç умне килет-ха.

– Пĕрле мар-и иксĕр;

– Пĕрле пулаймарăмăр. Иксĕмĕршĕн те тăван ен юратуран та пахарах туйăнчĕ пулас.

– Мĕнле;

– Вăл та, амăшĕ те мана Белоруссине хăварасшăнччĕ. Килĕшнĕччĕ те...Отпуск пачĕç. Маякран Комсомольски вăрманне кĕнĕçемĕн чун пăлханма пуçларĕ. Палланă юмансем, хырсем... Кĕтне кĕперĕ урлă каçсан тăван ен тытсах илчĕ. Улăх-çаран. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал – пĕтĕмпех унчченхи пекех. Килте анне пĕчченех. Мансăр кам пăхĕ-ха ĕнтĕ ăна; Белоруссине юлас пирки сăмах та калаймарăм.

– Алла хăй пирĕн тăрăха килме кăмăл тумарĕ-и;

– Алла... Унăн та амăшĕ пĕчченех. "Эпĕ, – терĕ, – Африкăна, Китая, ытти çĕршывсене качча тухса каякансенчен тĕлĕнетĕп".

Хирĕçлеймерĕм. Йывăр пулчĕ уйрăлма. Вăл мана вокзала çитиччен ăсатса ячĕ. Куççульленчĕ.

– Çапла вĕçленчĕ те-и; Ĕненмелле мар.

– Çырусем çырса тăратпăр. Арăмпа унăн мăшăрĕ те пĕлет. Кĕвĕçÿ таврашĕ çук.

Эпĕ сехете пăхрăм. Çавăн пек калаçса ларса тăркаласа та юлнă. Тепре ыталашрăмăр та чарăну патне чупрăм.

Тăван ен, çуралнă çĕршыв вăйĕ калама çук пысăк. Тен, хăшĕ-пĕри манпа килĕшмĕ. Ĕнентерме тăрăшăп. 1980 çул вĕçнелле эпĕ тата Хучел ĕçтăвком Совечĕн председателĕ – Иван Алексеевич – Пятигорска канма кайрăмăр.Эпир унта пырса кĕнĕ вăхăтра çынсем столовăйра апатланатчĕç.

– Сывлăх пултăр! Эпир чăвашран! – хăрах аллине çĕклесе кăшкăрсах каларĕ юлташ. – Ĕçчен те тараватлă халăхран пурне те хĕрÿллĕ салам!

Столовăйра апатланма пăрахсах пирĕн çине кăнн! пăхрĕç. Ваня хăй каланине тепĕр хут вырăсла сăмахларĕ. Апат çиекенсем тăвăллăн, шавлăн алă çупса ячĕç.

Кинона, ташăсене çÿретпĕр. Шашкăлла-шахматла вылятпăр. Пирĕнтен никам та ютшăнмасть. Экскурсисене, турçÿревсене кайма кĕрсе чĕнеççĕ. Пĕр мероприятирен те пире пăрса хăварман.

Иван Алексеевичпа иксĕмĕр уçăлса çÿреме тухма тытăннăччĕ. Чылаях ватта сулăннă самăр хĕрарăм чăматанпа пысăк çыххине çĕр çине лартнă: унталла-кунталла пăхса тăрать. Темĕн мăкăртатса илет. Калаçса кайрăмăр. Шофер ăна санаторине çитернĕ. Япалисене çăмăл машинăран кăларнă та çĕр çине лартнă. Таçта васканă.

Иван Алексеевич чăматана йăтрĕ, эпĕ – çыхха. Багажа хăйне валли уйăрнă пÿлĕме çитерсе патăмăр. Хамăр тытнă шухăша пурнăçлама утрăмăр.

Хĕрарăм пирĕнпе яланах ăшшăн пуплетчĕ. Эпир ăçтан килнине канакансем пĕлтернĕ ĕнтĕ.

– Тĕлĕнмелле ырă çынсем эсир, – терĕ пĕринче. – Теприсем пулăшма мар, асăрхамаççĕ те.

Хамăра лайăхпа каланине çарта чухне те илтнĕ.

– Эсир, чăвашсем – ылтăнсем! – каласа хунăччĕ. Б.Михайлов майор.Разведка ертÿçиччĕ. Белоруссине яриччен Германире пулнă. Унта та унăн ушкăнĕнче чăваш каччи ĕçленĕ.

Эпĕ çапла калатăп: çынсем умĕнче чăвашла калаçма именекенсем – хăйсене хăйсем мĕскĕне хуракансем. Чĕлхе никамшăн айăплă мар.

Иван Алексеевичпа иксĕмĕр Машук ту тăрăх икĕ кун çÿрерĕмĕр. М.Лермонтов пулнă вырăнсене çитрĕмĕр. Каçпала чĕре чĕпĕтме тытăнчĕ. Врач эмел çырса пачĕ. Чĕре кăштах лăпланнă пек пулать, тата хытăрах хăй çинчен систерет. Каллех врач патне утатăп.

– Мĕн амакĕ ĕнтĕ; – тĕлĕнчĕ вăл. – Ăçта çÿрерĕр;

Эпĕ каласа патăм.

– Ыранах киле васка. Машина Минводы аэропортне çитичченех леçсе хурать. Климат килĕшмен. Сăрт шÿтлеме юратмасть, – хыпса ÿкрĕ тухтăр.

Ирпе чăннипех те газель пек япала çитрĕ. Шурăскер. Шупашкара каякан самолет паян пулмасть тесе пĕлтерчĕç. Эпĕ вĕçĕмсĕр эмел çăтатăп. Билет сутакансем мана Ульяновска самолет халь-халь пуласса каларĕç. Эпĕ килĕшрĕм, çула тухрăм. Акă, кÿршĕ хулана çитнĕ çĕре чĕре лăпланса пынă пек туйăнчĕ. Çăмăлрах та пек.

Аэропортран киле çитме çăмăл машина тытрăм. Кăнтăрла урама тухрăм. Çамрăксемпе футболла вылярăм. Чĕре пирки пĕрре те аса илмерĕм. Унтанпала вăл мана пачах та аптратман. Тьфу! Тьфу!

Çавăн пек иккен. Тăван ен кунта çуралнăран çеç хаклă мар, вăл сиплет, вилĕмрен çăлса хăварать.

Алексей Зайцев

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика