23 июня 2010 г.
Пушарсен ытларах пайĕ пурăнакан кил-çуртра тухать. Вĕсен сăлтавĕ вара яланах пĕрешкел: кивелсе çитнĕ хатĕр-хĕтĕр, йĕркене пăсса кĕртнĕ е юрăхсăра тухнă электричество провочĕ, пирус туртни, электричество приборĕсене тимлĕхсĕр хăварни.
Хамăр кил-хуçалăхра е кÿршĕсем патĕнче вут-кăвар алхасма тытăнсан мĕн тумаллине пĕлетпĕр-и-ха эпир; Чи малтанах, паллах, пушар хуралне шăнкăравламалла! Электрохатĕр сĕрĕм-леме тытăнсан ăна токран кăларма васкăр, кун пек тума май килмесен электричествăна электрощитран сÿнтерĕр. Çакна асра тытăр: çунакан телевизор наркăмăшлă хутăшсем кăларать, çавăнпа та тĕтĕм шăршиллĕ пÿлĕмрен çынсене тула илсе тухма тăрăшăр. Çунакан электроприбора хулăн пусма татăкĕпе витсе хурăр, сывлăш кĕмесен вăл хăех çунма чарăнĕ. Кун пек туни те пулăшмасан, электрохатĕр ăшне "сывлав" çурăкĕсенчен шыв ярăр. Çак ĕçе питĕ асăрханса пурнăçламалла, кинескоп çурăлса кайма пултарнине шута илсе телевизор умĕнче тата хыçĕнче тăма юрамасть. Чÿречесем хупă пулнине тĕрĕслесе тухăр, унсăрăн кислородпа пуян сывлăш вут-кăвара çĕнĕрен вăй илсе кайма пулăшĕ.
Енчен те вут-кăвар çуртăн пĕр пÿлĕмĕнче çеç алхасать пулсан çав вырăнти алăка çирĕп хупса лартăр. Алăк айне тата ытти çурăксене нÿрĕ çĕтĕкпе хупăрлăр, çакă сĕрĕм ытти пÿлĕмсене сарăласран пулăшĕ. Тĕтĕм пуçтарăннă пÿлĕмре пуçа пĕксе е шуса куçмалла.
Вут-çулăм çине шыв çеç сапни пысăк усă кÿмĕ, çавăнпа та огнетушительпе усă курма тăрăшăр. Кун пек хатĕр çук пулсан нÿрĕ çĕтĕкпе витĕр, хăйăрпа е чечексем айĕнчи тăпрапа сапса пăхăр.
Вут-кăвара хăвăр вăйпа çеç сÿнтерме май çуккине туйса илтĕр пулсан документсемпе хаклă япаласене илĕр те çуртран тухса тарăр. Алăкран тухма май килмесен чÿрече е балкон урлă хăтăлма тăрăшăр. Хăвăр хыççăн чÿречене хупса хăварăр.
В.МИХАЙЛОВ, пушар хуралĕн инспекторĕ.