АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАК ПĂТТИ ТУТАНЧĔÇ

23 июня 2010 г.

Акатуйра Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа "Салтаксем канма чарăнни" хутлăх ĕçлерĕ. Унпа ватти-вĕтти интересленчĕ. Района ертсе пыракансемпе Шупашкартан килнĕ хăнасем те пулчĕç унта. Кану чарăнăвĕн командирĕ – Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекенĕ В.Григорьев. Вăл хăйĕн пысăках мар хуçалăхĕпе паллаштарчĕ: штабпа, казармăпа, медсанчаçпа, çар кухнипе. Штабра хăнасене "полк ывăлĕ" Коля Григорьев, вăлах дежурнăй радист, саламларĕ. Пурне те салтак пăттипе хăналарĕç.

ДОСААФăн Канашри автошкулĕн методисчĕ В.Васильев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пулеметпа, автоматпа, гранатăпа, раципе, çар пакунĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсем çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Экспонатсене тата ытти хатĕрсене тиесе килме автошкул "ЗиЛ-131" уйăрса панă.

Салтаксен кану чарăнăвĕнче салтак юррисем янăрарĕç. Çĕнĕ Чалкасси, Шăхасан, Хучел ял тăрăхĕсен артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех ташăсем те пулчĕç. Артистсенчен чылайăшĕ вăрçă вăхăтĕнчи салтаксен тумтирне тăхăннă. Çакă уява хăйне евĕрлĕ илемлĕ сăн кĕртрĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика