23 июня 2010 г.
1968 çулта пичетленсе тухнă "Чăваш АССРне административлă майпа пайлани" кĕнекере ытти ялсемпе пĕрлех пирĕн районти Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕпе те паллашма пулать. Унта Вăтакас Кипеч, Çÿлти Вăрманьяль, Анат Вăрманьяль, Анаткас Кипеч, Чулкăмака тата Кипеч разъезчĕ кĕреççĕ.
Чăваш ялĕсенчен ытларахăшĕ 17-мĕш ĕмĕ-рĕн çурринче йĕркеленсе аталанма пуçланă. Вăл вăхăтра çынсем никам пурăнман вăрманлă вырăнсене куçса пынă. Кашни ялăн историйĕ хăйне май интереслĕ. Вĕсене тĕпчесе кĕнеке кăларакансене чыс та мухтав.
Вăрманьялта Александр Милитонович Милитонов чылай вăхăт вĕрентекен пулса ĕçле-нĕ. Унăн "Вăрманьяль: аваллăхран паянхи кунччен" (1994 çул) кĕнеки пире ял еплерех пуçланса кайнипе, çĕр ĕçĕ, вĕрентÿ, культура, суту-илÿ аталаннипе, Столыпин реформин тапхăрĕпе, колхозсем йĕркеленнипе, иккĕмĕш тĕнче вăрçин çулĕсемпе, халăхран тухнă паллă çынсемпе паллаштарать.
Ытларах чухне ялсен ячĕсене пуçласа никĕслекен ячĕпе панă. Вăрмань-яла (Девлизерово) Девлизер текен тутар йĕркеленĕ иккен. Ухман ялне – Бибук текен çын (çакăнтан Биболдино ят пуçланса кайнă). Хусанти тĕп архивра упранакан материалсенчен çакă паллă: ял ку тăрăхра 1710 çулта йĕркеленнĕ, унта 15 хуçалăх шутланнă. 1781 çулта 31 киле çитнĕ.
1930 çулсенче ялта икĕ шкул, клуб, "Урожай" колхоз ĕçленĕ. Колхозра лаша вити, сысна, ĕне, сурăх фермисем тытнă, чăх-чĕп ĕрчетнĕ, вăйлă тыр-пул туса илнĕ. Çĕршыври пăтрашуллă лару-тăру хыççăн колхоз юхăнса арканнă.
XVIII-мĕш ĕмĕр вĕçĕн-че Андрей Алексеевич Энтюк ял старости пулса тимленĕ. Вăл 20 çул ялта йĕрке тытса пынă. Каярах çак ĕçе Илья Тимофеевич, Василий Архипович малалла тăснă. Василий Краснич хăйĕн килĕнче шкул уçнă, вĕрентекен тупнă, чиркÿ тума укçа панă.
Вăрманьялта чылай паллă çын çуралса ÿснĕ. Моисей Евдокимов генерал (1918 çулта çуралнă), профессор, наука кандидачĕ Дмитрий Михайлов (1939 ç.), техника наукисен кандидачĕ Николай Михайлов (1943 ç.), Василий Ильин подполковник (1918 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Анастасия Михайлова (1918 ç.), София Родионова врач (1921 ç.), Яков Васильев строитель-инженер (1938 ç.), Николай Михайлов учитель (директор) (1938 ç.).
Красничсен çемйин шăпи питех те интереслĕ. Ăçтан пуçланса кайнă-ха çак хушамат; Василий Архипович мануфактура хатĕрĕсĕм сутнă е, урăхла каласан, "хĕрлĕ тавар" сĕннĕ. Пилĕк ывăлтан ашшĕн ĕçне икĕ ывăлĕ Константинпа Ефим çеç малалла тăснă. Хальхи вăхăтра Ефим Григорьевăн несĕл йывăçне пиллĕкĕ-мĕш сыпăкри Леонид Григорьевич малалла тăсать. Вăл "Промтрактор-Вакун" АХПра ĕçлет.
Виçĕ çĕр çулта хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕ Вăрманьяль. 1926 çулти çырав çав ялта 500 çын пурăннине палăртнă, 1929 çулта 100 хуçалăх шутланнă. Халĕ унта 91 кил, 226 çын пурăнать. Ялта магазин, фельдшерпа акушер пункчĕ, культура çурчĕ пур.
Пирĕнтен чылайăшĕ ялтан тухнă. Çавăнпа та чун тăван çĕреллех туртать. Ачаран пĕлекен уй-хирпе, урамсемпе утса иртме питех те кăмăллă. Çавăнпах-тăр вырăнти активистсем Вăрманьяль халăхĕ тата хăнасем валли ял уявĕ туса ирттерме палăртнă. Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, ял уявĕ утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртет. Ялăн 300 çулхи юбилейне пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.
П.ЕФИМОВ, РФ журналистсен союзĕн членĕ.