23 июня 2010 г.
Иртнĕ эрне кун çанталăкĕ ăмăр та сулхăн пулчĕ. Сивĕ çилĕ кассăн-кассăн вĕрсе ÿт-пĕве "хыпашларĕ". Уяв вара – кирек мĕнле çанталăкра та чĕрене савăнăç кÿрекен пулăм. Акă хальхинче те районăн Асхва ялĕ çумĕнчи тĕп стадионĕ хаваслă шавпа тулчĕ. Хальхинче вара спортсменсемпе мар, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе, ветеранĕсемпе. Вĕсем кунта хăйсен професси уявне, Медицина ĕçченĕсен кунне, паллă тума пуçтарăннă.
Пĕр кун маларах К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакансене халалланă уяв иртнĕччĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров залра ларакансемпе ĕçтешĕсемпе калаçнă пек хутшăннă. Николай Васильевич сывлăх сыхлавçисене ĕçе чунтан парăннăшăн, çынсемшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, вĕсене чĕререн юратнăшăн тав тунă. Пурне те çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем, тăнăçлăх, телей, юрату суннă. Сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн врачсен ушкăнне патшалăх наградисем панă.
Савăнăçлă пухăва пынисене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина та саламланă, медиксен пысăк ушкăнне наградăсемпе чысланă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Хисеп грамоти илнисем – район больницин функциллĕ диагностика уйрăмĕн врачĕ Т.Листова, ача-пăча тата хирурги уйрăмĕсен сестрисем А.Тихоновăпа З.Ильина. Министерствăн Тав çырăвне тивĕçнисем – анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн сестра-анестезисчĕ В.Федорова, акушерпа гинекологи уйрăмĕн акушерĕ Т.Степанова, кардиотерапи уйрăмĕн сестри В.Владимирова тата Малти Питтикассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Е.Александрова.
Районти медицина ĕçченĕсен савăнăçлă мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламлă сăмахсемпе уçрĕ.
– Сирĕн професси – çĕр çинче чи хисеплисенчен, çынлăхлисенчен тата яваплисенчен пĕри. Эсир хăвăра сывлăхшăн тăрăшас ĕçе халалланă, тивĕçĕре пурнăçласа çынсене хĕн-тертрен, чиртен хăтăлма пулăшатăр. Эсир сиплетĕр кăна мар, çынна ĕненÿпе шанăç кÿретĕр. Умăрта çĕнĕ те пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Сирĕн пуян та паха опыт, таса сипетлĕх принципĕсем пĕр вĕçĕм ыр кăмăллăхпа ырăлăх идейисемшĕн ĕçлĕç, чире вăхăтра тупса палăртма, сывă пурнăç йăли-йĕркине çи-рĕплетме пулăшĕç. Халăхăн сывлăхне сыхлассинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем районта малашне те уçăлĕç. Çуралакан ачасен хисепĕ ÿссе пыни савăнтарать. Тавтапуç ял пурнăçне лайăхлатас ĕçе хастар хутшăннăшăн, унта пурăнакансен сывлăхне упрас ĕçри тăрăшулăхшăн, – терĕ Владислав Васильевич.
В.Софронов уява пушă алăпа килмен. Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ача-пăча поликлиникин участокри врач-педиатрне А.Ананьевăна, И.Павлова врач-психиатра, Ф.Скворцова аслă бухгалтера, физиотерапи уйрăмĕн аслă сестрине Л.Афанасьевăна, пищеблокăн сестрине Т.Блиновăна тата Янкăлчри фельдшерпа акушер пункчĕн санитаркине Н. Алексеевăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ, парне пачĕ.
Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова Шупашкарта академи драма театрĕнче медицина ĕçченĕсен уявне мĕнле ирттерни çинчен кĕскен каласа пачĕ, Н.Федоров Президент сăмахĕнчи хăш-пĕр çаврăмсене итлекенсем патне çитерчĕ. Рената Николаевна больница ĕçченĕсен пысăк ушкăнне администрацин Хисеп грамоти тата парне парса хавхалантарчĕ, "Хресчен сасси" хаçатра кардиологи уйрăмĕн коллективне тав туса çырнă статьяна вуласа пачĕ.
Шăхасан ял тăрăхĕ те медиксен ушкăнне сывлăх сыхлавĕнчи хастар ĕçшĕн, тăрăхăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн тав туса хисеп хучĕсемпе чысларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Çак сăваплă ĕçе милицин Шăхасанти опорлă пункчĕн пуçлăхĕ В.Васильев пурнăçларĕ. Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен республикăри профсоюз комитечĕ те Канаш ен медикĕсене хисеп турĕ. Райбольницăри профсоюз комитечĕн председателĕ Р.Салимгереев реском президиумĕн ячĕпе Хисеп грамотисем пачĕ. Çак чыса тивĕç пулнисем – çирĕм пĕррен.
Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе çавăн пекех Комсомольскинчи налук службин пуçлăхĕ В.Антонов, унччен Канашра çак должноçра ĕçленĕччĕ вăл, хулари резецсен завочĕн директорĕ О.Полукарова, Чакаç тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем О. Егоровпа С. Иванова, районăн шалти ĕçсен пайĕн административлă саккунлăха мĕнле пурнăçласа пынине тĕ-рĕслесе тăраканĕ, милици майорĕ Л. Васильева саламларĕç.
Медиксен ячĕпе илем-лĕ юрăсем янăрарĕç. Упăшкипе арăмне, опера юрăçисене Николайпа Раиса Андреевсене, Сиккассинчи "Салам" ансамбль юрăçне А.Мурзукова, Сухайкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Л. Осиповăна тата кунти шкул учительницине Л. Зотиковăна, Шăхасанти "Шуçăм" фольклор ансамбльне (ертÿçи В.Дмитриев) сцена çинчен хыттăн алă çупса, ăшшăн тав туса ăсатрĕç. Шăхасанти ачасен "Форсаж" ташă ансамблĕн ертÿçи О.Егорова инди ташшипе савăнтарчĕ.
Уявăн спорт программинче тĕрлĕ ăмăртусем пулчĕç. Мала тухнисене дипломсемпе парнесем пачĕç.
В.АЧЧА.