23 июня 2010 г.
Хресченĕн çуллахи вăхăтра пĕр канăç та çук. Тинтерех кăна, акă, уй-хирте ака-суха кĕрлесе иртрĕ. Халĕ ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн тепĕр яваплă тапхăр – утçи пуçланчĕ. Кăçал районта 3070 тонна утă, 13350 тонна сенаж тата 9030 тонна силос хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ. Хальлĕхе хуçалăхсем 400 ытла тонна утă типĕтсе кĕртнĕ (планăн 15 проценчĕ), çавăн пекех 800 тонна сенаж янтăланă (6 проц).
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, утă хатĕрлессипе "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем хастар ĕçлесе пыни курăнать. Вĕсем паянхи куна 100 тонна утă хатĕрленĕ. "Хучель", "Нектар", "Исток" тата "Канаш" пĕрлĕх-сенче утă саппасĕ хальхи вăхăт тĕлне 30-шар ытла тонна пур. Çак кăтарту ытти хуçалăхсенче те пĕчĕккĕн вăй илсе пырать, типĕ тата шăрăх тăракан çанталăк ăна кунран-кун пысăкланса пыма пулăшĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче те кал-кал пырать. Кунта выльăх-чĕрлĕх йышĕ – районта чи пысăкки, çавăнпа та вĕсене тутă хĕл каçарма апачĕ те нумай кирлĕ. Кировецсем паянхи куна 40 тонна утă çулса типĕтнĕ. Çавăн пекех сенаж хывса хăварассипе те тимлеççĕ. Хальлĕхе çак сĕтеклĕ апата 320 тонна янтăланă та ĕнтĕ.
Хуçалăх агрономĕ Владимир Зефиров пĕлтернĕ тăрăх, утçире Александр Ивановпа Анатолий Алексеев "Марал" агрегатсемпе, Иван Ефимовпа Станислав Волков утă çулакан хатĕрсемпе, Андрей Иванов "кĕреплепе" (ÿкерчĕкре) пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Сăмах май, утă пуçтаракан Н-90 У8 кĕреплене кăçал кăна туяннă, ăна Италире туса кăларнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре çавăн пекех Александр Миронов, Юрий Егоров тата Николай Иванов водительсем те маттур.
А.МЯСНИКОВ.