АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМИССИ ЛАРĂВĔ ИРТРĔ

23 июня 2010 г.

Эрне кун райадминистрацинче районти çырав комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Ен статистика управленийĕн Канашри уйрăмĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Алексеева, И.Никитина специалист, комиссин ытти членĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе çыхăннă ĕçсем мĕнлерех пурнăçланса пынипе паллаштарчĕç. Районта хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Аса илтерсе хăварам-ха, халăхăн кăçалхи çыравĕ октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет. Ку тапхăрта 7 çырав, 27 инструктор тата 108 шутлав участокĕсем ĕçлĕç. Çырав участокĕсене вăтамран 6008 çын, инструктор участокĕсене – 1558, шутлавçăсене 389 çын тивет. Унсăр пуçне кашни çырав участокĕнче икĕ стационар участокĕ йĕркелеççĕ, ял çыннисем унта пырса çырав ыйтăвĕсене çырса хуравлама пултараççĕ.

Паянхи куна çырав, инструктор тата стационар участокĕсем вырнаçтармалли пÿлĕмсене палăртнă. Вĕсен пурин те Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин хушăвĕнче (2010, мартăн 29-мĕшĕ, 115 ") палăртнă йĕркесемпе килĕшсе тăмалла: çырав участокĕсен хуралпа, пушар хăрушсăрлăхĕпе, телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ, санитари нормисемпе килĕшсе тăракан çуртсенче вырнаçмалла. Çыравччен çырав пÿлĕмĕсене, участокĕсене комисси тепĕр хут тĕрĕслесе тухать.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче çыруçăра ĕçлеме 180 çын кирлĕ. Ку тивĕçе кĕскетнĕ ĕç кунĕпе ĕçлекенсем, студентсем, пенсионерсем, кăмăл пур ытти çынсем хутшăнма пултараççĕ. Паллах, çыруçăн тирпейлĕ пулмалла, çынпа ăшпиллĕн хутшăнма пĕлмелле. Хальлĕхе 160 çын çыруçă пулса ĕçлеме Канаш хулипе районĕнчи статистика уйрăмне заявлени панă. Вĕсемпе специалистсем тестсем ирттереççĕ, канашлаççĕ.

Тем тĕрлĕ çын та пур. Федераци миграци службин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Погайдак пĕлтернĕ тăрăх, хăшĕсем паян та Совет Союзĕ чухнехи паспортпа пурăнаççĕ, ниçта та пропискăра тăман, нимĕнле документ та çук çынсем те пур. Кун евĕр тĕслĕхсемпе çулталăк пуçланнăранпа 286 административлă материал хатĕрленĕ. Йĕркесĕр çемьесене çырма та çăмăлах мар.

Ялти халăх пĕр-пĕрне аван пĕлет-ха, хулара вара ку енĕпе лару-тăру самай йывăр. Хăш хваттерте мĕнле çын пурăннине пĕлсе пĕтерме çук-çке. Çавăнпа та çырав ыйтăвĕпе ĕçлекен хулари комиссин ларăвĕнче ку ыйту çивĕч тăчĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика