АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун сакки шăрпăклă

18 июня 2010 г.

КАТАЧЧИ ЧУПАС КИЛНĔ

Алексеев нимĕнле килĕшÿ тумасăр Андреев предприниматель патне (иккĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă) хурала кĕрĕшнĕ. Вăл автомашинăсем ларакан вырăна сыхланă. Мĕн тĕрлĕ кăна автомобиль çук кунта. Пĕр каçхине çакскер "ВАЗ-2104" машинăпа ярăнма шутланă. Çитменнине тата ăна транспорт хуçи алăк уççине те, чĕртмелли уççине те парса хăварнă. Çĕрле Алексеев салона кĕнĕ. Мотора ĕçлеттерсе янă та картишрен тухнă. Тем вăхăтчен ярăннă вăл ют машинăпа.

Тепĕр кунне Алексеев юлташне тĕл пулнă. Гаврилов (хушаматне улăштарнă) катаччи чупас килни çинчен пĕлтернĕ. Часах туссем Егоровăн (хушаматне улăштарнă) машинипе "хуçаланма" тĕв тунă. Гаврилов уççи юраттарса салона кĕнĕ. Тепĕр енчи алăка уçса Алексеева кĕртнĕ. Çакăн хыççăн чĕртмелли çăраççин "ăшчиккине" тăпăлтарса кăларнă та икĕ пралук вĕçне пĕрлештерсе хĕм кăларнă. Самантрах мотор кĕрлесе кайнă. "ВАЗ-2106" вырăнтан хускалнă та хапха хыçĕнче тĕттĕмре çухалнă.

Суд Алексеева 4 çул та 6 уйăха, Гаврилова 3 çул çурăна ирĕк прависĕр хăварнă. Çак вăхăта вĕсем ĕçлесе юсанмалли колонире ирттерĕç. Малашне ют машинăпа катаччи ярăнас килмĕ ĕнтĕ вĕсен.

АМАНТСА ПĔТЕРНĔШĔН

Григорьев (хушаматне улăштарнă) çул тăвакан организацинче ĕçленĕ. 2008 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Канаш хулинчи поселоксенчен пĕрне ĕçлеме янă. Çав кун вăл мастер хушнипе пĕр кун маларах сарнă асфальт çине сирпĕннĕ вак чулсене тасатнă. Тем вăхăтран "ГАЗ-3307" битум пĕçермелли хурана çаклатнă та малалла талпăннă. Григорьевăн сулахай ури хуранăн кустăрми айне лекнĕ. Асфальт çине хыттăн ÿкнипе Григорьев пуçне амантнă, аяк шăммисене, ал-урисене хуçнă. Нумай вăхăт вăл больницăра сипленнĕ. Комисси икĕ çуллăха иккĕмĕш ушкăнри инвалида кăларнă.

Григорьевăн çул çитмен виçĕ ача, вăл – çемьене тăрантараканĕ, больницăран тухнă хыççăн начар курать, хăрах хăлхи илтменпе пĕрех, сăмси шăрша туймасть, ыратнипе нушаланать. Çак сăлтавсене пула Григорьев сывлăхне мораль енчен сиен кÿнĕшĕн организацинчен 1000000 тенкĕ, юрист пулăшăвĕсемшĕн 6500 тенкĕ шыраса илме суда тавăç тăратнă.

Суд тавăçа пăхса тухса çакăн пек йышăну кăларнă: çул тăвакан строительство организацийĕнчен Григорьев валли 500000 тенкĕ шыраса илмелле тунă. Çавăн пекех ăна юрист пулăшăвĕсемшĕн 4500 тенкĕ памалла.

ХЫРĂМРАН ЧИКНĔ

Демидова (хушаматне улăштарнă) водитель удостоверенийĕ çав тери кирлĕ пулнă. Ĕмĕтне вăл Мускаври метрополитен станцийĕсенчен пĕринче пурнăçа кĕртме пултарнă. Палламан çынна вăл паспорчĕн копине тата сăн ÿкерчĕкне панă. Çапла майпа вăл водитель удостоверениллĕ пулса тăнă. Унпа Демидов хамăр республикăра пĕлтĕрхи авăн тата чÿк уйăхĕсенче усă курнă. Кунсăр пуçне çак çын Канаш хулинче çул çитмен çамрăкпа Орловпа (хушаматне улăштарнă) хирĕçсе кайнă. Ăна хуçлатмалли çĕçĕпе хырăмĕнчен чиксе амантнă.

Демидова суд 3 çул та 3 уйăха çирĕп режимлă колонине яма йышăну кăларнă. Больницăра сипленсе тăкакланă укçана (7266 тенкĕ те 64 пус) Орлов валли шыраса илнĕ. Хăй мĕн тунине шутлама, тĕрĕс çул çине мĕнле тухмалли пирки шухăшлама вăхăчĕ пайтах.

МАЛТАН ПУЛĂШНĂ, КАЙРАН...

Смирнов (хушаматне улăштарнă) пĕр çурт умĕпе иртсе пынă чухне çĕр çинче лачкам ÿсĕр арçын выртнине асăрханă. Ăна пĕрремĕш подъезда сĕтĕрсе кĕрсе урай çине лартнă. Лешĕ самантрах çывăрса кайнă. Çакна курсан Смирновăн пуçĕнче усал шухăш амаланнă. Вăл ÿсĕр арçыннăн кĕсйисене ухтарма тытăннă. Куртка кĕсйисенчен сигарет, сотовăй телефон, пăртманет, водительсен ĕнентерÿ хутне кăларса илнĕ. Çапла майпа вăл Афанасьева (хушаматне улăштарнă) 6 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Нумаях пулмасть çак ĕçе судра пăхса тухнă. Смирнова 10 пин тенкĕ штраф панă. Çакăн хыççăн вăл хаяр шĕвек ĕçсе пуçĕсене минретнĕ арçынсен кĕсйисене хыпашлама пăрахатех пуль ĕнтĕ.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика