18 июня 2010 г.
Пĕренерен хăпартнă ĕлĕкхи çуртра – кивĕ йывăç арча. Кукамай унта упранакан пир пусмана, тенкĕсенчен ăсталанă ум çаккине, шăрçасене... васкамасăр иле-иле хурать. Чи тĕпĕнчен вăл темĕн чĕркенĕ пысăках мар пусма татăкĕ алла илчĕ. Ассăн сывларĕ... Чĕркеме салтрĕ – унта кивĕ çырусем. Хăйне евĕрлĕ вĕсем, виçĕ кĕтеслĕ, çырусем çине темиçе пичет çапнă, хĕрлĕ кăвак кăранташпа çырнă, адресĕ çапларах: Вăйра тăракан Хĕрлĕ Çар, 2-мĕш рота, 2-мĕш взвод... Семен Афанасьевич Афанасьев. Кам-ха вăл, Семен Афанасьевич;
Кукамай çак çырусене тĕплĕн упранă. Вĕсене ку таранччен пире тыттарман. Халĕ эпĕ пысăк ĕнтĕ, 15 çулта. Кукамай мана вĕсемпе паллашма, вуласа тухма ирĕк парать. Семен Афанасьевич Афанасьев – манăн мăн кукаçи, мăн кукамайăн, Агния Даниловна Данилован, мăшăрĕ.
Эпĕ фронтран килнĕ йĕркесене темиçе хутчен те вуласа тухатăп. Тĕлĕнетĕп вара, çырусем вăрçăран килнĕ пулин те, вăрçă çинчен унта пĕр-икĕ йĕркепе çеç асăнса хăварнă.
... Вăрçă тухнă. Çеменпе Акăни, 1941 çулта çемье çавăрнăскерсем, йыш хушăнасса кĕтнĕ. Тен, çавăнпах, мăн кукаçине фронта тÿрех илсе кайман. Вăл ун чухне 20 çулта пулнă. Çирĕп, сарлака хул-çурăмлă йĕкĕт. Агния та имшер хĕрарăмсен йышĕнче пулман.
Ывăлĕ Иван хĕрĕх пĕрремĕш çулхи авăн уйăхĕнче çуралнă. Çулталăкран пуш уйăхĕнче çамрăк аттене фронта илсе кайнă. Çемен килтисемшĕн питĕ тунсăхланă, çавăнпа та час-часах çыру çÿретнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне салтак çырнă виçĕ кĕтеслĕ 50 яхăн çыру упранса юлнă. Вĕсене пурне те 1942 çулта çырнă. Çырусемпе паллашнă чухне хăвна салтакпа калаçнăнах туятăн, çав хаяр та хăрушă вăхăтсене çитсе килетĕн.
"Ырă куна ырăпа кĕтсе илсе шурă хута сенкер кăранташпа вараланă майăн тăвансене, мăшăрăма, ывăлăма Ивана хĕрÿллĕ салам яратăп. Саламĕ Мускавран та пысăк, автомашина çине вырнаçаяс çук".
Уйрăлăвăн йывăр саманчĕсене тата чун ыратăвне, акă, еплерех çырса палăртать тата фронтран Çемен.
"Акăни, пăрçа евĕрех тĕрлĕ еннелле сапалантăмăр эпир санпа иксĕмĕр, пĕр пĕрин çинчен нимĕн пĕлмесĕрех пурăнатпăр. Çунат тупса пĕр пĕрин патне вĕçĕттĕмĕр, шел, çунатсем çук".
Малаллахи йĕркесенче салтаксем мĕнле асап-терт тÿссе ирттернине вуласа пĕлме пулать.
"Манăн айван чунăм тарпа тата тăварпа пиçĕхет. Кунта мĕн тÿснине никама та сунас çук. Килте эпĕ пĕчĕк ача пекех алхасаттăм, фронтра вара ватăлсах лартăм, пуçăма усса урасене аран сĕтĕрсе утатăп. Тÿссе ирттерейĕп-ши!; Мĕншĕн мана çуралсассăнах çурхи шыва пăрахса юхтарса яман-ши; Атăл шывне юхса тухнă пулсан кун пек терт-асапа курман пулăттăм".
Килти хăтлă пурнăçран часах сивĕнсе çитеймен Çемен. Вăл мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннине час-часах аса илет. Шухăшĕпе пур пĕр килтех. Унта вара выçлăх хуçаланать, ачине тата ватă ашшĕпе амăшне пăхасси тата хуçалăха тытса пырасси пĕтĕмпех арăмĕ çине тиеннĕ.
"Эпĕ сире чунтан хĕрхенетĕп, сирĕншĕн тунсăхлатăп. Мĕнле унта эсир; Эпĕ вăрçа тухса кайнă чухне килте пĕр ытам вутă, пĕр ывăç çăнăх тата чĕлĕ çăкăр та çукчĕ. Пĕлетĕп, çăмăл мар сирĕн пурнăç, анчах та мĕн тăвăн. Эпир занятисем хыççăн ăшă пÿлĕмре çывăратпăр, вăхăтра апатланатпăр. Телей тени сахал пулчĕ пурнăçунта, мăшăрăм, мĕнле йывăр пулсан та малалла пурăнмаллах", – хăйĕн юратнă арăмне çакăн пек сăмахсемпе лăплантарать Çемен.
Çырусенче ÿкĕнÿ сăмахĕсене те час-часах тĕл пулма пулать.
"Килте чухне эпĕ сана сивĕ сăмахсем каласа кÿрентернĕ те пулĕ, каçарсам. Çав самантсене аса илсен куçсем шывланаççĕ, хама вĕтĕ татăксем çине тытса çурас килет".
Кашни çырурах ывăлĕшĕн тунсăхлани палăрать. Ара, вăл питех те пĕчĕкле юлнă-çке. Мĕнле атте хăйĕн тĕпренчĕкне юратмĕ-ха;
"Эсĕ Иван питĕ йывăр чирленĕ тесе çыратăн. Вилсе каймасть-и; Вилес пулсан кун пек хуйха-суйха епле тÿссе ирттерĕн; Телеграмма ярсассăн киле ямаççĕ-и тесе интересленетĕн. Мăшăрăм, халĕ урăх самана. Пĕр салтакăн амăшĕ вилнĕччĕ (30 километрта çеçчĕ), пур пĕр ямарĕç.
Хăй десантник пулнишĕн мăнаçланса çырать Çемен.
"Палăртнă вырăна çит-рĕмĕр. Çутă çук, тĕттĕмре çыратăп. Акăни, эпĕ – десантник! Вăл кам пулнине пĕлетĕн-и; Аэроплан çинчен парашютпа сикекенсене çапла калаççĕ. Пире нимĕçсем патне ăсатĕç, эпир вĕсене ăнсăртран тĕп тăвăпăр. Эпĕ аэроплан çинчен виçĕ хутчен сикнĕ ĕнтĕ. Малтанлăха питĕ хăрушăччĕ. Халĕ хăнăхрăм. Пĕрре сикнĕшĕн 25 тенкĕ тÿлеççĕ. Анчах та кунта укçалла нимĕн те туянаймастăн. Пирĕн ротăра пурте вырăссем, чăвашсем эпир иккĕн анчах".
Çемен хăйĕн çемйишĕн питĕ пăшăрханать. Пур хыпара та çырса пĕлтерме ыйтать. Фронтовик арăмĕ пулнишĕн колхоз кĕрпе уйăрса памасть-и; – тесе кăсăкланать. Çĕр улми лартнипе интересленет. Çăкăр пулмасан та, çĕр улми пулсан – чăваш вилмест, – тет.
"Ивана тĕне кĕртме кив-çен çăнăх илтĕм тетĕн. Йăлтах кивçене кĕрсе пĕтрĕн, мĕнле тавăрса паратăн ĕнтĕ; Пире çак кунсенче тăшман патне ăсатĕç. Пĕр самантлăха та пулин тăван тăрăха пырса каяс, тăвансемпе курса калаçас килет. Ивана ачашлăттăм. Текех тĕл пулаймăпăр та пулĕ. Тăхăр кун тăшманпа çапăçнă хыççăн вуннăмĕш кунне мана амантрĕç. Киле сипленме ярасси çинчен ĕмĕтленмелли те çук. Вилĕмрен эпĕ хăрамастăп. Анчах та эсир малалла епле пурăнăр, сире йывăр пулĕ".
Çакăн пек йĕркесене нимрен хăраман тата пысăк туйăмлă çын çеç çырма пултарать.
"Килтен çыру илтĕм, чун лăпланчĕ. Çуллă шăрттан тутанса пăхнăнах туйăнчĕ. Пирĕн кÿршĕ Степан вилнине пĕлтеретĕн. Шăпаран иртеймĕн. Манран хальлĕхе вилĕм пăрăнса иртрĕ, малалла мĕн пулассине пĕр Турă çеç пĕлет.
Анчах та пур пĕр вилес килмест. Тепĕр хутчен те пулин арăмпа ывăлăма курасчĕ.
Хуньăмпа хунямана тав туса ĕлкĕреймерĕм. Хуньăм çул çине 30 тенкĕ парса ячĕ. Çав укçапа Арзамасра пĕр литр сĕт туянтăм. Акăни, сана та тавтапуç, хăвăн пĕртен-пĕр туфлине сутса мана валли сухари илсе парса ятăн. Унсăрăн çул çинче мана йывăр лекетчĕ. Хăш-пĕр станцисенче пирĕн эшелон талăкĕ-талăкĕпех тăратчĕ. Чунăмçăм, эсĕ манăн асăмран пĕр самантлăха та тухмастăн. Киле çаврăнса килсе çавра сĕтел тавралла пуçтарăнасчĕ, чуна уçса калаçăттăмăр. Пурнăçланĕ-ши; Тăвансем, эпĕ таврăниччен чипер тăрăр!"
Вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулсан та чи малтан хăйĕн çинчен мар, тăванĕсем, ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ тата ывăлĕ çинчен шутлать, вĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленет. Çемен вĕсемпе пурăнать, сывлать!
Акă, куç умне юлашки хут листи тухать. Мĕн ку; Пĕлтерни. "Сирĕн Семен Афанасьевич Афанасьев... 1944 çулхи нарăсăн 29-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ".
Çак самантра чĕре ыратса каять. Тин çеç чуна пырса тивмелле йĕркесем çыракан салтак çут тĕнчере урăх çук. Вăл ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. Вăл киле çаврăнса çитейменни, манăн кукамая урăх ыталайманни, ачипе выляйманни, çывăх тăванĕсемпе тĕл пулайманни тата та кулянтарать.
Эпĕ кукамая çакăн пек хаклă çырусене упраса хăварма пултарнăшăн тав тăватăп. Вĕсем урлă вăрçă çулĕсемпе тата çамрăк салтакăн шăпипе паллашрăм. Мăн кукамай Акăни çинчен повеç те çырма пулать. Вăл тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Хĕрарăм вун тăватă çул пĕр пăт таякан мăлатука çĕкленĕ!
Фронтран килнĕ виçĕ кĕтеслĕ çырусене эпĕ те малалла упрăп, çитĕнсе пыракан ăрăва паллаштарăп. Вĕсем Тăван çĕршывăн паттăрĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе мăнаçланччăр. Тавтапуç сире! Çĕре çити пуç таятпăр!
Алексей ТИХОНОВ, Вăрăмпуç шкулĕнче вĕренекен.