АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИРУРГИ УЙРĂМĔНЧЕ

18 июня 2010 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче район больницинче пултăм. Р.Федорова тĕп врач сĕннипе хирурги уйрăмне çул тытрăм. Çак уйрăма 1984 çултанпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, чи аслă категориллĕ врач В.Ямалиев ертсе пырать. Медицинăн аслă пĕлĕвне Вагиз Тимиршинович Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче илнĕ. Сывлăх сыхлавĕнче – 1976 çултанпа.

Коллективра В.Федоров пирки те сахал мар ăшă сăмах илтме пулать. Валерий Николаевич 1987 çулта Мускаври пĕрремĕш медицина институчĕн дипломне илнĕ, чи аслă категориллĕ врач. Пĕр вăхăт Канашри чукун çул больницинче ĕçленĕ. В.Семенов та хăйĕн ĕçне пит лайăх пĕлет, опычĕ те пысăк, вăтăр çул ытла чирлĕ ачасене операци туса сыватать. Çĕнĕ Мами каччи И.Михайлов операци сĕтелĕ умне тăнăранпа пĕр çула яхăн çеç-ха. Игорь пуян опытлă ĕçтешĕсем пулăшнипе хирурги ăсталăхне ÿстерсех пырать.

Хирурги уйрăмĕнче хăйсен ĕçне чунтан парăннă сестрасемпе санитаркăсем те сахал мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем манăн фотообъектива лекрĕç.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика