16 июня 2010 г.
Францире 2010 çула Раççей, Францире вара Раççей çулталăкĕ тесе йышăннă. Чăваш Республикин Пичетĕн патшалăх архивĕнче француз литературин хайлавĕсене чăвашла куçарнă пуян коллекци упранать. Кунта 200 яхăн куçарнă кĕнеке, брошюра, хаçат-журналсенче Франци поэзийĕпе прозине халалланă, паллă поэчĕсемпе писателĕсем, драматургĕсем çинчен çырнă статьясем пур. А.Барбюс, Ш.Бодлер, В.Гюго, Э.Золя, Ги де Мопассан. Р.Роллан. Г.Флобер çинчен пуян материал пухнă.
Чи малтан чăвашла куçарнисенчен пĕри – революци юрри "Интернационал". Вăл Чĕмпĕр кĕпернин национальноçсен пайĕн чăвашсемпе ĕçлекен уйрăмĕн "Çĕнĕ пурнăç" хаçатĕнче 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. 1921 çулта Национальноçсен ĕçĕсен халăх комиссариачĕн Чăваш пайĕн Тĕп издательствинче Жан-Батист Мольерăн виçĕ пайлă "Мнимый больной" комедийĕ "Чирлемесĕр чирленĕскер" ятпа пичетленсе вулакан патне çитнĕ. Хайлава кам куçарнине кăтартман. 1927 çулта "Чăваш кĕнеки" типографире калăпланнă "Чăваш шкулĕсенче 5-6-мĕш çул вуламалли хрестомати" кĕнекене Э.Золян "Çăкăр, çăкăр!" калавне кĕртнĕ. Чăвашлатаканĕ – П.Евграфов.
Чăваш тăлмачĕсем тăрăшнипе Ж.Вернăн "Дети капитана Гранта" ("Вун пилĕк çулхи капитан"), П.Меримен "Таманго", Ж.Б.Мольерăн "Мещанин во дворянстве" ("Мещен-дворян"), Ги де Мопассанăн "В море" ("Тинĕсре"), Р.Ролланăн "Приключения барона Мюнхгаузена" ("Темтепĕр курнă Мюнхгаузен"), "Жан Кристоф", В.Гюгон "Гаврош" тата "93-й год" ("93-мĕш çул") тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене пичетрен кăларнă. Çак вилĕмсĕр хайлавсене чăвашсен паллă поэчĕсемпе писателĕсем Н.Пиктемиров, Н.Петров, Куçма Чулкас, С.Фомин, Н.Данилов, В.Алагер, Куçма Пайраш, А.Золотов тата ыттисем куçарнă. А.Артемьевпа Ю.Скворцов прозаиксем Шарль Перрон "Золушка" ("Кĕлпике") тата "Красная шапочка" ("Хĕрлĕ калпак") юмахĕсене чăваш чĕлхипе ачасем патне çитернĕ, вĕсене пысăк савăнăç кÿнĕ.
Чăваш Республикин халăх поэчĕ, литературăпа культурăн паллă деятелĕ Геннадий Айхи французсен поэзине калама çук лайăх пĕлнĕ. Унăн пуçарăвĕпе 1968 çулта "Поэты Франции" ("Франци поэчĕсем") антологи пичетлесе кăларнă. 1972 çулта пултаруллă поэтăмăрăн ĕçне Франци академийĕн парнипе хакланă. Геннадий Николаевич Францири хăйĕн куçаруçипе Леон Робельпе питĕ çывăх пулнă. Вăл французсене пирĕн ентешĕн хайлавĕсемпе паллашма май туса панă. Робель тăрăшнипе французла "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" пичет машини витĕр тухнă. Каярахпа Айхин сăввисен темиçе пуххи француз чĕлхипе çут тĕнчене кĕнĕ.
Çеçпĕл Мишшин "Çĕнĕ кун аки" сăвви тĕнчери халăхсен 55 чĕлхипе пичетленнĕ. Çав шутра французла та пур.
Çапла майпа литература чăваш тата француз халăхĕсен йăли-йĕркисемпе пĕрле туслăх кĕперĕ пулса тăнă.
В.АЧЧА.