АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЛАÇМА ŸРКЕНМЕСТ

16 июня 2010 г.

Карăклă вăтам шкулĕнче пысăк опытлă, анлă тавра курăмлă вĕрентекенсен коллективĕ ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Çак йышран пĕринпе паллаштарас кăмăлăм пур. Географипе биологине вĕрентекен Галина Ивановна Иванова 31 çул вăй хурать педагогикăра. Вăл Тамбоври педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1979 çулта Чăваш Ене килнĕ. Карăклă ялне. Чăваш ачисем, ĕçтешĕсем, ял çыннисем ăна кăмăллăн йышăннă. Çамрăклăхра хура тăпраллă вырăнтан пирĕн тăрăха куçса килнишĕн паян пĕртте ÿкĕнмест Галина Ивановна.

Унăн пурнăçĕ кулленхи пулăмсемпе пуян. Çамрăк чухне вăл шкулти çамрăк учительсенчен "АБВ" ятлă отряд йĕркелет. Педагогсенчен тăракан отряд "йывăр" çамрăксемпе ĕçлет, концертсем кăтартать, кăмăл-сипет темипе калаçусем, КВН вăййисем, юнашарти виçĕ ял çамрăкĕсем хушшинче конкурссем ирттерет. 1981 çулта Галина Ивановнăна Чăваш Республикинчен Раççейри çамрăк вĕрентекенсен слетне хутшăнма делегата суйлаççĕ, вăл унта вырăнти педотрядăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.

Г.Иванова класс тата шкул тулашĕнчи мероприятисен йĕркелÿçи, Карăклă шкулĕн директорĕ, биологи учителĕсен районти пĕрлешĕвĕн ертÿçи, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те пулать. Хăйне шанса панă ĕçе яланах тĕплĕ, пысăк яваплăхпа пурнăçлать.

Вĕрентекен хăйĕн профессине питĕ юратать, ачасене те пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарать. Галина Ивановнăн урокĕсем интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ иртеççĕ: кăсăклă калавсем, сăвăсем, аса илÿсем (вăл çул çÿревре нумай пулнă), презентацисем, проблемăллă самантсем йĕркелени, шухăшлава аталантаракан вăйăсемпе викторинăсем ачасене биологи, географи предмечĕсене тăрăшса вĕренме хавхалантараççĕ. Педагог районти, республикăри фестивальсенче тăтăшах уçă уроксем, мастер классем ирттерет, тĕрлĕ конкурса хутшăнать. 2010 çулта республикăри биологи учителĕсен профессиллĕ ăсталăх конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, пĕлтĕр 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕччĕ. Интернет сечĕ урлă ытти шкулсенчи, районсенчи ĕçтешĕсемпе çыхăну тытать.

Галина Ивановнăн вĕренекенĕсем районти предмет олимпиадисенче тарăн пĕлÿпе савăнтараççĕ.

Хисеплĕ вĕрентекенĕн тĕрлĕ шайри наградисене асăнас пулсан пĕр страницăна çырса вырнаçтарма çук. Районтан, республикăран панă Хисеп грамотисемпе Дипломсем Галина Ивановнăн, кĕскен каласан – пĕр чăматан.

Пысăк та туслă çемьере чи юратнă, хисеплĕ çын вăл. Виçĕ ывăлĕ çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă, хĕрĕ 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ. Вăл – вĕренÿ отличници. Нумай пулмасть Галина Ивановна асанне пулса тăчĕ. Пепке ăна вăй-хăват кÿрет, тата тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать. Уçă кăмăллă хĕрарăм çынпа сăмахлама ÿркенмест, пултарнă таран пулăшма тăрăшать.

Е.КОЖЕВНИКОВА, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика