АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРĔСЛЕВ ĔÇĔСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ

16 июня 2010 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Канаш хулипе районĕн йĕркелĕх хуралĕн органĕсене ертсе пыракансен килĕштерÿ канашлăвне ирттернĕ. Унта приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Лару ĕçне çавăн пекех республика прокурорĕн йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе тата тĕрĕслев енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи Н. Агалакова, федераци саккунĕсене мĕнле пăхăннине пăхса тăракан пай пуçлăхĕ И.Репкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л. Иванова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хула тата район администрацийĕсен структурăллă подразделенисен ертÿçисем хутшăннă.

Хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçланă чухне саккунлăха мĕнле тытса пыни çинчен доклад тунă. Унта вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çак енĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ чухне еплерех йăнăшсем тунине палăртса хăварнă. Çавăн пекех хăйсен ĕçĕсен отчечĕсене хула администрацийĕн пай пуçлăхĕсем Л.Ивановăпа Л.Назарова, район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева, 7-мĕш вăтам шкул директорĕ В.Иванов туса панă. Вĕсенче наци проекчĕсене пурнăçлама уйăрса панă укçа-тенкĕпе, оборудованисемпе, техника хатĕрĕсемпе эффективлă усă курас, прокуратурăпа çыхăнса ĕçлес ыйтусене уçăмлатнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика