16 июня 2010 г.
Районта çурхи уй-хир ĕçĕсене йывăр условисенче ирттерчĕç. Шартлама сивĕсене пула кĕрхи культурăсен 54 проценчĕ пĕтнĕ. Çак лаптăксене çурхисене акма тивнĕ. Типĕ çанталăка пула тырра васкавлăн акма лекнĕ. Хуçалăхсем хăйсен умне лартнă задачăсене чыслăн пурнăçланă.
Пĕтĕмпе районĕпе çурхи культурăсем 13,4 пин гектар йышăнаççĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 1,7 пин гектар нумайрах. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем – 10,5 пин гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем – 1 пин гектар, çĕр улми – 840 гектар, силослăх культурăсем – 300 гектар, пахча çимĕç – 20 гектар. 1350 гектар çинче тепĕр хут акнă. Акнă вăрлăхсен 97 проценчĕ кондициллĕ, 95 процентне им-çамланă. Çĕр ĕç культури çулсерен ÿссе пырать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 3 пине яхăн гектарне комбинациллĕ "Обь-4", "Омичка", "АУП-18" агрегатсемпе акнă. Çак цифра пĕлтĕр-хинчен 1000 гектар пысăкрах.
Çуракине чи малтан "АСК"Канаш", "Победит", "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсем вĕçленĕ. "Урюм" ЯХПК, "Агрофирма "Мотор", "Нектар" тата ытти хуçалăхсем вăхăтра акса хăварнă.
Калчасем лайăх шăтса тухнă. Çу уйăхĕн юлашки кунĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, агрономĕсем тата инженерĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культăрăсен хирĕсене пăхса тухрĕç, тырă мĕнле шăтнипе интересленчĕç. Тĕпрен илсен кăтартусем аван. Чи лайăххи "Агрофирма "Слава картофелю "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн. Хуçалăха Е.Терентьев ертсе пырать. Иккĕмĕш вырăнта икĕ предприяти – Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ (председателĕ Н.Андреев, тĕп агрономĕ В.Зефиров, тĕп инженерĕ В.Милюков) тата "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх (директорĕ В.Александров, тĕп агрономĕ Л.Иванов). Виççĕмĕш вырăна "Цивиль" пĕрлĕх (директорĕ В.Ефимов) тата "Агат" пĕрлĕх (директорĕ Н.Ильин) тивĕçрĕç. Паллах, çак çитĕнÿре çак хуçалăхсен специалисчĕсен, ĕçченĕсен тÿпи пысăк.
Хуçалăхсен ертÿçисем, специалисчĕсем, механизаторĕсем, рабочисем кăçалхи тухăçăн çирĕп никĕсне хывса хăварчĕç. Çак механизаторсене палăртса хăварма кăмăллă: О.Артизановпа С.Волков (Киров ячĕллĕ ЯХПК), Владимирпа Юрий Алексеевсем тата В. Шулаев ("Хучель" пĕр-лĕх), И. Тихонов ("Цивиль"), С. Жураев ("Пинер"), В. Павловпа В. Кузьмин ("Канаш"), В. Архипов ("Исток") тата ыттисем. Вĕсем агротехника мероприятийĕсене вăхăтра, пахалăхпа пурнăçлас тесе тăрăшулăх, хастарлăх кăтартрĕç.
Районта 1500 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культура уйĕсене химилле майпа çум курăксенчен тасатнă, çĕр улми речĕсене кăпкалатнă. Утçи çывхарса килет. Ял хуçалăх культурисен тăшманĕсемпе те кĕрешмелле. Вырма техникине юсама тытăнмашкăн вăхăт, кĕр акине хатĕрленмелле. Выльăх витисене юсаса йĕркене кĕртмелли çинчен те манас марччĕ.
Çураки тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те тимлĕх уйăрсах тăнă. Тĕпрен илсен выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă. Пилĕк уйăхра сĕт пĕлтĕрхи çак тапхăрти чухлех суса илнĕ, аш-какай 4 процент нумайрах хатĕрленĕ. Кашни ĕне вăтамран сĕт 1730 килограмм антарнă, çакă вара иртнĕ çулти тапхăрти кăтартуран 5 процент пысăкрах. Хальхи тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран сĕт 15 килограмм суса илеççĕ. Чи лайăх кăтарту Киров ячĕллĕ, "Канаш", "Нектар", "Исток" тата "Родник" хуçалăхсенче. Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" кооперативсенчи, "Нектар" пĕрлĕхри мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 500-шер грамм ÿт хушса пыраççĕ.
Экономика кризисĕпе çыхăннă стабильлĕ мар лару-тăрăва пăхмасăр çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, ялăн социаллă пурнăçне тата экономикине аталантарас тесе малалла ĕçлеççĕ. 2009 çулта Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче ял хуçалăхăн кооперативлă пасарне хута ячĕç. Шăхасанта ачасене çĕнĕ шкул йышăнчĕ. Чакаçра нумай функциллĕ спорт площадки тунă. Вăл спортпа туслă ачасемпе çамрăксем валли чăн-чăн парне пулчĕ. Ушанар ялĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтерес ĕçсем малалла пыраççĕ. Çÿлти Вăрманьяль, Чулкăмака, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕсенче çĕнĕ урамсене электроэнергипе тивĕçтерес енĕпе 1,37 километр тăршшĕ пралук карнă. Кăçал тата 29 ялта электроçутă кĕртмелле.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене (212,8 километр) тытса тăма 16110,2 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран республика бюджетĕнчен – 14311,3 пин тенкĕ. Укçа-тенке пĕтĕмпех ĕçе янă. Районта нумай хваттерлĕ 14 çурта тĕпрен юсанă. Культура учрежденийĕсен ĕçĕсене çăмăллатма 2,9 миллион тенкĕ тăракан автоклуб туяннă. Çеçпĕл ял тăрăхне обществăлла инфратытăма аталантарма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Матьшÿ ялĕнче автоçул туса, фельдшер пунктне, шкула, клуба тĕпрен юсаса 2,6 миллион тенкĕ пĕтернĕ.
"Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе районта 17792 пин тенкĕпе усă курнă, çав шутран 6692,2 пин тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрнă, 7508,8 пин тенкине – республика бюджетĕнчен, 3591,2 пин тенкине – вырăнти бюджетран. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма 27 çемье социаллă тÿлев илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 90 ветеранне, инвалидне тата вĕсен çемйисен членĕсене пурнăç условийĕсене лайăхлатма шута илнĕ. 62-ĕшне çурт лартма е туянма укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтерекен документ панă. Тĕрлĕ финанс çăл куçĕсемпе усă курса районта иртнĕ çулта 33,6 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă. Виçĕм çул çак кăтарту 37 пин тăваткал метр шутланнă.
Малта тумалли ĕçсем сахал мар. Вĕсене пурнăçлас тесе вăй-хала шеллемелле мар, çанă тавăрсах ĕçлемелле.
В. АЧЧА.