АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂМĂРТУСЕМ ÇИВĔЧ ИРТНĔ

11 июня 2010 г.

Акатуйри спорт ăмăртăвĕсене 700 яхăн çамрăк хутшăннă. Мини-футбол командисем – 26. Вĕсем виçĕ площадкăра иртнĕ. Çĕнтерÿçĕ – Канашри "Локомотив-1" команда. Иккĕмĕш вырăнта та канашсем, виççĕмĕшĕнче – Сухайкасси футболисчĕсем. Волейбол командисем хушшинче Энтрияль каччисем тата Ямаш хĕрĕсем мала тухнă. Çăмăл атлетсен эстафетинче финиша чи малтан Энтрияль спортсменĕсем çитнĕ. Кĕрешÿçĕсем хушшинче тĕп парнене, такана, Асхвари В.Трофимовпа Шăхасанти Л.Федотова çĕнсе илнĕ. Шашкăлла выляссипе Маякри Н. Чебукова тата Атнашри Н. Иванов чи лайăх вылаканнисем пулса тăнă. Армспортра пĕрремĕш вырăна Пĕршенерти А. Николаевăпа Ухманти Н.Николаева, Шаккăлти И.Федоровпа Чакаçри А. Атласкин йышăннă.

184 çын армспорт, кире пуканĕ йăтакансен, турнир çинче туртăнакансен, пĕрене çинче "çапăçакансен" тата ытти ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене асăнмалăх парнесем панă.

Юланутçăсем хушшинче Хусантан килнĕ Р.Асадуллин çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Шăмăршăри И.Матвеев тивĕçнĕ, виççĕмĕшне – пирĕн ентеш Г.Кириллов. Хресчен лашисем хушшинче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн "Звездочка" ятлă урхамахĕ пĕрремĕш пулнă, юланутçи – Ю.Павлов.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика