11 июня 2010 г.
Çут çанталăк – аслă сăпка. Çак сăпкара эпир ярăнса çитĕнетпĕр, унăн ăшшипе тата çутипе вăй илетпĕр, илемĕпе киленетпĕр, пуянлăхĕпе ыр куратпăр. Çак ăшă та хăтлă вырăна яланах тирпейлĕ упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине пĕр самантлăха та манас марччĕ.
Кĕçĕн Çавал хĕрринче вырнаçнă Çĕнĕ Чалкасси ялĕ хутăш тата хыр вăрманĕсем хушшинче хÿтлĕх тупнă тейĕн. Вăрман илемĕ – ял илемĕ, вăрман пуянлăхĕ – ял пуянлăхĕ. Хула шавĕ хыççăн таса та уçă сывлăшпа киленесси мĕн тери ырлăх пулнине лайăх туйса илетĕн. Çу кунĕнче вăрман хăйĕн патне çырла-кăмпапа илĕртет. Милĕк-шăпăр хатĕрлемелли вăхăта та лайăх пĕлет ял çынни.
Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче Иван Никифорович Никифоров (ял çыннисем ăна Колескин тенĕ) пуçласа вăрман ĕрчетме тытăннă. 1947 çулта кивĕ масар çумĕнче хырсем лартнă, кĕçех торф кÿлли патĕнче тирек, хурăн йывăççисем ешерме пуçланă. 1952-1953 çулсенче вăрман лаптăкĕ 16 гектара çитнĕ. 1972 çулта хыр вăрманĕ 39 гектар çинче хăйăрлă вырăнсене "хупăрланă".
Вăрман ĕрчетес тĕлĕш-пе "Родина" хуçалăхра нумай çул хушши бригадир пулса ĕçленĕ Илья Федорович Андреев та тăрăшнă. Çĕр хаклă пулнă. Колхоз пухăвĕ йышăннипе юрăхсăр çĕрсене вăрман лартма уйăрса панă.
Çуркунне шыв-шур çисе кайнипе пирĕн тăрăхра çырмасен шучĕ 12-е çитнĕ, вĕсене йывăç лартса сиплеме шутланă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçре шкул ачисем тата сад бригади тăрăшнă.
Сад пахчи 18 гектар йышăнса тăнă. Унта чие, хăмла çырли нумай туса илнĕ, çимĕçĕсене пасара кайса сутнă. 1979 çулхи сивĕ хĕл садри тĕм-йывăçа пĕтернĕ.
1995-98 çулсенче ял администрацийĕ, культура, ферма ĕçченĕсем, шкул ачисем тăрăшнипе Тарăн çырман хĕвел анăç енчи вăрмана 20 гектара çитер-нĕ.
2005 çулта тăрăшса ĕçленĕ хыççăн халĕ ялăн çурçĕр енче 4 гектар çинче юман, хыр, хурăн йывăççисем вăй илсе çĕкленеççĕ.
Вăрман ĕрчетес ĕçре "Родина" хуçалăх ертÿçин Михаил Петрович Мукинăн тÿпи те пысăк. Анчах та çитĕнекен хунавсене çынсем пĕр шелсĕр касса-хуçса пĕтерни питех те пăшăрхантарать. Вăрмансене упрамалли çинчен ватă вăрманçă И.Андреев та асăрхаттарса калать.
Ырă ĕç нихăçан та манăçа тухмасть, çавăнпа та асатте-асаннесен ырă йăлисене пăрахăçлас марччĕ.
И.ТЕРЕНТЬЕВА. Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.