11 июня 2010 г.
Ачалăх – асамлă тата манăçми вăхăт. Çак самант кашни ачан асĕнче илемлĕн упранса юлтăр тесессĕн вĕрентекенĕн чăн-чăн асамçă пулмалла. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн çамрăксенче вĕренес туртăма аталантарассишĕн, шкул пурнăçне илĕртÿллĕ тăвассишĕн сахал мар вăй хумалла. Çавăн пекех унăн ачасемшĕн "иккĕмĕш анне" вырăнĕнчех пулма тивет. Эпир хамăр ватăлсан та пĕлÿ тĕнчине çул уçса паракан вĕрентекене асрах тытатпăр.
Маргарита Николаевна Анисимова Ушанар шкулĕнче 22 çул тăрăшать. Вăл пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Шкултан вĕренсе тухсассăнах Рита Шупашкарти пĕр заводра вăй хунă, унтан ялти маттур каччăпа Алексей Максимовичпа çемье çавăрнă. Çамрăк çемье яла пурăнма куçса килнĕ.
Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ пулин те Маргарита вĕрентекен пулас ĕмĕте пăрахман. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарти педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренме пуçланă. Вĕреннĕ вăхăтрах Ушанарти шкулта аслă вожатăй пулса ĕçленĕ. Пултаруллăскере ытти вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те тÿрех асăрханă. Алла диплом илсенех çамрăк специалиста класс шанса панă.
– Класра 11 ачаччĕ, малтанах хумханаттăмччĕ. Çак пĕчĕкскерсене вулама-çырма епле вĕрентмелле-ха теттĕм. Хăйсем вара ман çине пурте куç илмесĕр пăхаççĕ, – аса илет хăйĕн пĕрремĕш урокĕсене Маргарита Николаевна.
М.Анисимова ертсе пыракан класри ачасем концертсем лартаççĕ, уявсене, спорт, ăмăртăвĕсене яланах хастар хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсене те шкул, класс пурнăçне туллин явăçтарма пултарать педагог.
Анисимовсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте хăйсен вырăнĕсене тупнă. Маттур та туслă çемьере юбилей çывхарать. Маргарита Николаевнăна саламлама ачисем, тăванĕсем пуçтарăнĕç. Эпир те, эсир вĕрентсе кăларнă ачасем тата пĕрле ĕçлекенсем, сире çак пысăк уяв ячĕпе саламлатпăр.
Юмахри асамçă евĕр пурă катăкĕпе тата кĕнекепе усă курса ачасене пĕлÿ тĕнчине çул уçса паратăр. Ачалăхри асамлăха упрама пултаракансене ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата чăтăмлăх сунатпăр.
Т.ВАСИЛЬЕВА.