11 июня 2010 г.
Ытлари кун район администрацийĕн службисен, пайĕсен пуçлăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен çĕртме уйăхĕнчи анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пулчĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Унăн сăмахĕ çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле иртни çинчен пулчĕ. Районти хуçалăхсем тăратнă отчетсем тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем планпа пăхнинчен 11 процент нумайрах акса хăварнă. Ку енĕпе уйрăмах "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕ, "Победит", "АСК "Канаш", "Хучель", "Родник" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Çав хушăрах кăмăла пăсакан цифрăсем те пур-ха. "Янишево", "Сеспельское", "Родина" хуçалăхсем палăртнинчен 19-14 процент сахалрах акнă. "Олимп" пĕрлĕхĕн 350 гектарĕ çинче сарă тырă хумханса лармаллаччĕ. Анчах та çуркунне кунти çĕр çине пĕр тырă пĕрчи те ÿкмен. Çак хуçалăхăн ертÿçи çамрăк-ха, профессийĕ çĕр ĕçĕпе çывăх мар, опыт çукпа пĕрех. Çу кунĕсенче тыр-пул ÿстерес енĕпе опыт пухса пĕтĕм лаптăка сухаласа кĕрхи ыраш тата тулă акса хăварас шухăшлă вăл. Мĕнех, çамрăка ăнăçу сунар, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме вăй-хăват çитертĕр ĕнтĕ.
Ака ĕçĕсемпе пĕрлех кĕрхи культурăсене, нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарассине те малти вырăна хунă. Пĕтĕмпе 1409 гектар çинче им-çамланă. "Ямашевское", "Весна", "Янишево", "Пинер", "Мария" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен уйĕсем кăçал удобрени курмарĕç. Тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл – им-çам туянма укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулни.
Ял хуçалăх предприятийĕсен отчечĕсем тăрăх кĕрхи культурăсен 54 проценчĕ – вăл 3487 гектар йышăнать, тĕпрен илсен тулă – пĕтнĕ. Ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсем пĕр гектар пуçне вăтамран 4195 тенкĕ тăкак тÿснĕ. Районĕпе кĕрхи культурăсен 5098 гектар çинчи пулас тухăçне страхланă. Страховани йĕрки тăрăх, пĕтнĕ культурăсене тепĕр хут акса тăкакланă суммăна çеç саплаштараççĕ. Шартлама сивĕсем "Путь Ленина" кооперативăн, "Пинер", "Канаш", "Сеспельское", "Олимп" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен кĕрхи культурăсем акнă уйĕсене пысăк сиен кÿнĕ. Вĕсенчи 300-150 гектар çĕр çинче юр айĕнчен шăнса сарăхнă калчасем çеç тухнă.
Çĕр улми çитĕнтерни пысăк тупăш кÿме пултарнине пĕле тăрах ун çине тимлĕх сахал уйăратпăр. Районти 30 хуçалăхран 14-ĕшĕн уйĕнче çеç "иккĕмĕш çăкăр" валли вырăн тупăннă.
Хальхи вăхăтри тĕп задачăсем – пĕрчĕллĕ культурăсене хими меслечĕпе çум курăксенчен тасатасси, выльăх апачĕ хатĕрлесси, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Пирĕн 3600 гектара "ĕçлеттерсе" ямалла: 1000 гектарне – çуркунне, 2660 гектарне – кĕркунне. Çак ĕçе пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ пулать: пĕр гектар пуçне – 2800 тенкĕрен кая мар. Çак хуçалăхсем тĕллевлĕн ĕçленине асăнмалла: "Вперед" ЯХПК палăртнинчен (300 гектар) 50 гектар ытларах сухаланă, Владимиров хресчен (фермер) хуçалăхĕ – 47 гектар, "Маяк" тата "Олимп" пĕрлĕхсем – 50 гектар. Робертпа Владислав Табаковсен, Никоновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем те аван.
Районта пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕсем 6674 гектар. Шаккăл ял тăрăхĕнче – 862, Ăвăспÿрт Кипеч тăрăхĕнче – 788, Янкăлч ял тăрăхĕнче - 752, Ухман ял тăрăхĕнче – 579, Ачча ял тăрăхĕнче – 542, Асхва ял тăрăхĕнче – 469. Вĕсенче, çавăн пекех ытти ял тăрăхĕсенче те хыт-хурапа витĕннĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе ĕçсене вăйлатсах пымалла. Çĕре ахаль вырттарсассăн унпа усă курмалли правасемсĕр хăварма пултарассине халăха ăнлантарса памалла.
"Сĕт антаракан выльăх – пирĕн малашнехи пурнăç", – тени юлашки вăхăтра час-часах хăлхана кĕре пуçларĕ. Çак каларăша "Канаш" хуçалăхра питĕ лайăх ăнланнă пулас. Кунта 90 ĕне туяннă. Ытти хуçалăхсенче те вĕсем пек шутлаканнисем тупăнаççех пуль ĕнтĕ. Унсăрăн мĕнле-ха.
Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ С.Салдаев кредит илмелли йĕркесемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах вăл "Вĕренĕве пулăшу" патшалăх программипе килĕшÿллĕн вăтам шкула вĕренсе пĕтерекенсене сумлă аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлевлĕ вĕренме кредит парассин условийĕсем çинче чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. "Чăваш Республикин Канаш районĕнчи пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх компанийĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ С.Иванов пурăнмалли çуртсен фондне кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра куçарас ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Ку енĕпе пурăнмалли çуртсене, ăшă памалли системăсене, канализацине юсаççĕ. Çуртсенче пурăнакансем ыйтса çырнипе çÿп-çаппа тулса ларнă шыв пăрăхĕсене тасатаççĕ.
Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынипе районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова паллаштарчĕ. Автоматла пушар сигнализацине ĕçлеттерме килĕшÿ тунă, медицина пÿлĕмĕсене уçас енĕпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Светлана Силовна ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсен ĕçĕсем пирки те сăмах хускатрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсене утă уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне ачасене шкула йышăнма хатĕрлесе çитермелле. Апла пулсан юсав ĕçĕсене пурнăçлассине тата ытти мероприятисене ирттерессине хăвăртлатмалла.
Акатуйра ирттернĕ мероприятисене район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин пĕтĕмлетрĕ. Вăл уявăн икĕ программи те, культура тата спорт программисем, çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ.
Кăçал Республика кунĕ Патăрьелĕнче иртет. Апла пулсан республикăна ертсе пыракансен, паллă çынсен, чаплă хăнасен çулĕ пирĕн район витĕр иртĕ. Çавăнпа та трасса хĕррисем вĕсен кăмăлне тасамарлăхпа ан пăсчăр, вĕсенче хăтлăхпа тирпейлĕх хуçалантăр. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хытарсах каларĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ кунĕ çĕртмен юлашки кунĕнче иртĕ. Ăна ирттерес енĕпе çыхăннă ĕçсене пуçăнма вăхăт.
В.АЧЧА.