09 июня 2010 г.
Ача-пăчана савăнтарма нумай кирлĕ-и; Таса чун-чĕреллĕскерсем хăйсемпе тимлĕ пулнишĕн, пĕчĕк кăна тетте туянса панишĕн, пĕр канфет тыттарнишĕн те хĕпĕртеççĕ. Хăйсемпе вылясан, çав хушăрах лăпкаса-ачашласа илсен вĕсен савăнăçĕн виçи те çук.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшне – Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна – пĕчĕккисем уйрăмах кăмăллаççĕ. Çак кун ача садне çÿрекенсем валли ятарлă уяв программи хатĕрлетпĕр. Вĕсемпе пĕрле хаваслă вăйăсем вылятпăр, юрлатпăр, ташлатпăр та. Воспитателĕн ача чунне ăнланас, унăн кăмăлне туяс тесен хăйĕн те ача пек пулма пĕлмелле-çке.
Кăçал ача-пăча уявĕн кунĕнче Карăклăри "Хĕвел" ача сачĕ пысăк парнеллĕ пулчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов пире спорт оборудованийĕ парнелерĕ. Ку вăл ачасене вылямалли комплекс, ячĕ те – "Парне". Питĕ савăнтăмăр çакăншăн. Эпир, Карăклăри садикра ĕçлекенсем, кунта çÿрекен ачасем, ашшĕ-амăшĕ, Кияметдин Садыртдиновича чун-чĕререн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, чун-чĕре пуянлăхĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр сирĕн.
Е.АЛЕКСЕЕВА, садик заведующийĕ.