09 июня 2010 г.
...Ах, юрату!!! Миçе пин-пин хĕрпе каччăн, хăрарăмпа арçыннăн чĕрине хĕрÿ туйăмсен вутĕнче хĕмлентерсе çунтармастăн-ши эсĕ; Чун хĕлĕхĕсене çунатлантарса çÿл тÿпене вĕçтерместĕн-ши; Миçе çĕр-пин çынна ырăран та ырă, хавхалануллăран та хавхалануллă утăм пустармастăн-ши; Миçе çынна телейлĕ (е телейсĕр;) тумастăн-ши эсĕ; Сан асамлă та илемлĕ хăватна пулах çемьесем чăмăртанаççĕ, ачасем çуралаççĕ, этемлĕх малашлăха ăнтăлать, ырра шанса пурăнать.
... Çапла, сăмахăм каллех этемлĕхе тытса тăракан черченкĕ те вилĕмсĕр ЮРАТУ çинчен. Паян сенкер экрансемпе хаçатсене ĕненес пулсан пĕтĕм тĕнчере курайманлăхпа усаллăх çеç хуçаланать тейĕн: вĕлереççĕ, мăшкăлаççĕ, хĕнеççĕ, киревсĕр сăмахсемпе пĕр-пĕрне кÿрентереççĕ. Ют çĕршывсенче темле тĕр пуль, пирĕн патăрта вара, чăвашра, чăн юрату хакне пĕлекенсем çуралсах тăраççĕ.
Светланăпа Алексей пĕр-пĕрне пĕрре курсах кăмăлланă. Куçпа куç тĕл пулсанах пĕр-пĕрин патне туртăннă çамрăксем. "Ку арçын – манăн шăпа",- çиçĕм евĕр мĕлтлетсе иртнĕ хĕр пуçĕнче шухăш. Каччăн та яштак пÿллĕ, илĕртÿллĕ кулăллă, утмăл туратăнни пек кăн-кăвак куçлă хĕре тусĕсем патĕнче хăнара курсан чĕри яш! тунă. Уншăн ытти хĕрсен сăнарĕсем тÿрех куç умĕнчен çухалнă. Чăнах та, çыншăн шалти туйăмран - интуицирен - вăйли тата мĕн пур-ши çут çанталăкăн; Ахальтен каламаççĕ çав ăсчахсем пĕрремĕш курнăçупа паллашу чи тĕрĕсси тесе. Савнине, тур çырнине, чĕре вун-вун çын хушшинче тÿрех палласа илет. Светланăпа Алексей та пушă вăхăтра яланах пĕр-пĕринпе тĕл пулу шыранă. Пĕрле пулнă кашни самант вĕсемшĕн вĕçсĕр-хĕрсĕр туйăннă, хитрелĕхпе тата çепĕçлĕхпе тулса тăкăннă.
Хĕрпе каччăн юратуллă хутшăнăвĕсем аталанса пынăçем аталаннă - çемье çавăрасси патне илсе çитернĕ. Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче Карсаковсен çемйинче кун çути курнă Алексей часах Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Комаровсем патне чăваш йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн хĕр çураçма пырса кĕнĕ. Пулас кĕрĕве пуçламăш классене вĕрентнĕ Эльза Николаевнăпа трактористра вăй хунă, халĕ ялти пекарньăра грузчикре тăрăшакан Анатолий Васильевич хапăлласа кĕтсе илнĕ. Аслă пĕлÿллĕ, вашаватлă, юманăнни пек хул-çурăмлă каччă хĕрĕшĕн аван мăшăр çеç мар, çемье тĕрекĕ пуласса та ĕненнĕ кил хуçисем. Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине, каярах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче музыкăпа педагогика факультетĕнче халăх фольклорĕн вăрттăнлăхне тĕпченĕ Светланăна пĕр иккĕленмесĕр çамрăк арçын аллине шанса панă. Мĕншĕн хăрас; Таçта аякка, ют çĕре памаççĕ-çке хĕрне! Кÿршĕ района çеç, анатри чăвашсенех... Хăталлă-тăхлачăллă пулнă хыççăн хăнана кайса çÿреме те çывăх, мăн асатте-асаннесенченех упранакан йăла-йĕрке те пĕр кăкранах тухнă. Апла пулсан çемьере килĕшÿпе ăнлану хуçаланасси те куç кĕретех тата çамрăксене тачă çыхăнтараканни, пулас ачисене тăван халăха хисеплеме, хаклама мĕн пĕчĕкрен хăнăхтараканни – иккĕшĕ те тăван чĕлхепе калаçни. Тата никамшăн та вăрттăнлăх мар-çке! Елчĕксем – чăн-чăн паттăрсем, пĕр-пĕринпе тачăланса тăванлăх туйăмне, чĕлхе вăйне туйса пурăнакан халăх! Туслăхра та сутмаççĕ, пĕр-пĕриншĕн те кар тăма пĕлеççĕ. Юратупа кĕрлесе тăракан туй вара чăнах та чылайлăха асра юлнă.
... Юратун чи таса та чи техĕмлĕ çимĕçĕ – ача. Çамрăк çемьери çулталăк çурăри Софья та ашшĕпе амăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн çутă савăнăçĕ. Хальлĕхе пĕчĕкскере-тутлăскере Светлана хăй пăхать, килте ачапа ларать, кил-çурта тирпейлет, апат-çимĕç хатĕрлет, мăшăрĕ ĕçрен таврăннă çĕре сĕтел çинче яланах вĕри яшка пăсланать. Паянхи кун çамрăк хĕрарăмшăн чи пысăк телей – савнă çыннипе шăкăл-шăкăл калаçса, ялта пурăнакан ашшĕ-амăшне, хунямăшĕпе хуняшшĕне пулăшса, ачине сывлăхлă çитĕнтерсе пурăнасси. Светлана мехеллĕ хĕрарăм. Мĕн шутлани-ĕмĕтленни пурнăçлансах пырать. Юратнă мăшăрĕ, Шупашкарта социаллă страховани фондĕнче вăй хураканскер, унпа мăнаçланать, тусĕсем умĕнче мухтанса та илет. Вăхăт тупса ЧПУри экономикăпа менеджмент факультетĕнче те иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ пултаруллă хĕрарăм. Университет çумĕнчи экономикăпа вĕрентÿ облаçĕнчи инноваци проблемисен центрне методист пулса ĕçе кĕнĕ. Унтанах декрета тухнă. Çавах та иккĕмĕш профессине хавхалануллă кăмăлпа пурнăçласан та Светланăна шалти туйăмĕ сцена çинех туртать. Чи пахи - мăшăрĕ те çакна ăнланни, концертсенче юрлама чарманни, хÿхĕмскере ытти арсем çумне кĕвĕçменни, пултарулăхра пур енлĕн те пулăшса пыни. Карсаковсен çемйинче пур пуçарăва та çур сăмахран ăнланса тума тăрăшни пĕрремĕш вырăнта.
– Паллах, елчĕксем пиртен, канашсенчен, уйрăларах параççĕ, - тет Светлана унпа чăваш халăхĕ тĕпленсе пурăнакан вырăнти хăйне евĕрлĕхĕ çинчен сăмах тапратсан. – Алексейпа час-часах унăн тăванĕсем тата тусĕсем патне хăнана каятпăр. Пĕр япалана асăрхарăм. Елчĕксем яланах ĕçке-çике мăшăрĕсемпе çеç çÿреççĕ. Хĕрарăмсем арçынран мала иртсе нихăçан та сĕтел хушшине пĕччен лармаççĕ, упăшкин сăмахĕнчен иртмеççĕ, ăна теприн умĕнче мĕскĕнлетсе намăслантармаççĕ. Тепĕр лайăх ен те пур елчĕксен. Пĕрле пухăнсан нихăçан та курнăçланса вырăсла калаçмаççĕ, чăн чăвашла атте-анне чĕлхипе уçăмлăн та таса пуплеççĕ. Тен, çавна пулах мăнаçлă та елчĕк арĕсем. Пирĕн çемьере те мăшăрăм хуçа. Эпĕ хама ун сарлака çурăмĕ хыçăнче шанчăклă туятăп. Укçа-тенкĕ, хваттер ыйтăвне вăл яланах хăй çине илет. Ваттисен пĕр каларăшĕ килĕшет мана "Арçын–пуç, хĕрарăм вара мăй..." Ыттине хăвăр шутласа çитерĕр. Эпĕ халь пĕчĕккипе килте ларнине пула икĕ çыншăн та ĕçлеме тивет Алексейăн. Мана, ачана мĕн кирлине хаваспах туянса парать, хуçалăхри ыйтусене те хăйех пурнăçлать. Юрăç тусăмсемпе концертсемпе ялсене тухса çÿренĕ чух Софьяпа хаваспах юлать.
Каласа хăварас пулать, чăваш фольклорне юратма Светланăна университетра пĕлÿ илнĕ чух тĕнчипе кĕрлесе тăракан "Уяв" ушкăн ертÿçи Зинаида Алексеевна Козлова вĕрентнĕ. Сцена çинче хăйне шырани те чăваш халăх юрри-кĕвви чун-чĕрере тарăн тымар янипе çыхăннă. Эпир пурте пĕлекен "Хавас" ушкăна йĕркелесе яраканнисенчен пĕри шăп та лăп Светлана Комарова-Карсакова. Музыка училищинче туслашнă виçĕ тантăш – Людмила Казакова, Ирина Степанова тата вăл – пилĕк-ултă çул каялла сцена çине çĕнĕ юрăсемпе тухрĕç, çĕнĕ юхăм чĕртрĕç. Илĕртÿллĕ пикесем тÿрех куракансен кăмăлне кайнинчен тĕлĕнер мар. Çынсен чунĕсене хăпартлантарма вĕсенче çут çанталăк пани веçех пур – çепĕç те янăравлă сасă, илĕртÿллĕ кĕлеткепе сăн-пит, кунсăр пуçне, паллах, яштак пĕве тата та асамлăрах кăтартакан чăваш тĕрриллĕ çи-пуç. Ахальтен мар ĕнтĕ виçĕ пике "Телеюрăн", "Телехупахăн", "Тăр-тăрин" кăларăмĕсенче тăтăшах курăнма пуçланă. "Халăх çине эпир çынсемпе пĕрле савăнма, хамăра кăтартма, чăваш юррисене шăрантарса киленме, хамăрта чарăнми чупакан чăваш юнĕн хăватне туйма тухатпăр",– тет йăл кулса Светлана.
...Карсаковсен çемье телейĕн вăрттăнлăхĕсенчен пĕри – çамрăк арăм мăшăрĕн амăшĕпе пĕр чĕлхе тупни. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан шыв сыпнă пек лармаççĕ кинпе хуняма. Пурнăç çинчен–интим таранах–пĕр пытармасăр калаçаççĕ. "Ман хуняма пек харсăрри ялта урăх çук та пуль, – тет Светлана йăл кулса. – Тепĕр чух хуняçаран та ирттерет. Пур çĕрте те ĕлкĕрет. Турри сывлăх патăрах ăна. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр ура çине тăратнă Карсаковсем. Хуняçа Мускава укçа тума кайсан кил-хуçалăх хуняма çинче юлать. Хăй ларса апат çийиччен малтан выльăх-чĕрлĕхне тăрантать. Эпир те, мăшăрпа иксĕмĕр, тăтăшах яла кайса çÿретпĕр, кил-хуçалăхра, уй-хирте ĕçлесе пулăшатпăр. Кайран вара хĕл тăршшĕпех ялтан илсе килнĕ пахча-çимĕçпе рехетленетпĕр".
Светланăпа Алексей ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ яшсем. Ял тата çĕр – мĕн пур япалапа пулăма ăнланма ачаран вĕрентеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăксене нимĕн те хăратмасть, пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ. Тĕрĕсех, арăмĕ е упăшки çеç ĕçлессе кĕтсе ларакан çемьере юлхавлăх хуçаланать, каярах харкашăва куçать, уйрăласси патне илсе çитерет.
– Мана анне лайăх воспитани панă, çынран юлма хушман, кирлĕ чух ирттерме те сĕннĕ. Чи çывăх çыннăм 25 çул Маяк ялĕн пуçламăш шкулĕнче вĕрентекенре вăй хунă, анчах та ача шучĕ çитменнипе шкула хупнине пула вăл паян Канашри кирпĕч заводĕнче ĕçлет. Аттепе-аннене эпир çемйипех питĕ юрататпăр. Вăл мана халĕ те концертсене каяс умĕн сцена çине мĕнле тум тăхăнса тухмаллине вĕрентсе тăрать. Кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа Софьяна вăхăтра апат çитернипе çывăрма вырттарни таранах интересленет, - амăшне мухтаса ырăпа сăмах çăмхине сÿтет Светлана. Тепĕр чух ăна пурнăç панăскер, те шÿтлесе, те чăнласах: "Çын ачисене лайăх вĕрентес тесех санпа йăмăкна Анютăна кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăраймарăм", - тет. Кун пек чух Светлана амăшне ыталаса илет те: "Аннем, тавах сана пире çак тĕнчене çуратнишĕн. Эсĕ пире çак пурнăçра мĕн кирлине веçех патăн. Ыттине хамăр вăйпа тăвăпăр. Эсир пире епле ÿстернĕ, ватлăхра сире те çавăн пекех пăхмалла пултăрччĕ",- тет. Чăнах та, ашшĕ-амăшĕн пархатарĕ ачисене куçнине нимĕн те çитеймест çав.
...Юрату çинчен калаçма пуçларăм пулсан сăмахăма çак черченкĕ те илемлĕ туйăм çинчен çырсах вĕçлем. Светланăпа Алексей чĕрисенче çуралнă ачаш туйăм çулран çул вăйланса çеç пырать. Вутне вăхăтра пăрахса тăма пĕлеççĕ-çке çамрăксем! Мал ĕмĕтлĕ те вĕсем. Çĕршывра темĕнле кăткăс лару-тăру пулсан та хветтерлĕ те, машиналлă та пуласшăн. Укçана та хăйсен аллипех ĕçлесе илесшĕн. Çавăнпах çамрăк арăм çитес вăхăтра ĕçе тухма ĕмĕтленет, амăшĕ вара чун тĕпренчĕкне, пĕчĕк мăнукне Софьяна пăхса пама хирĕç мар. Светланăн репертуарĕнче сапăр юрăсем сахал мар. Чи юратни вара, киленÿпе тата савăнăçпа юрланаканни-савнă мăшăрĕ çинчен. Куплетра чуна хумхантаракан йĕркесем те пур: "Эсĕ маншăн чун сипечĕ, эсĕ ман тулли тивлет..." Светланăпа Алексей чунĕсенче йăл илнĕ хĕвеллĕ туйăм çемье вучахне йăлкăштарсах тăтăр. Пĕр чăнлăха çеç пĕлетĕп: тăван çĕрĕмпе халăхăмăрăн пуласлăхĕ – таса юратура.
Альбина ЮРАТУ.