09 июня 2010 г.
Чирлĕ тилĕсем районти ветеринарсене канăç памаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче урнă тилĕ Сиккасси ялĕнчи пĕр кил хуçалăхне чупса кĕнĕччĕ. Ун чухне вăл никамах та çыртса сусăрламанччĕ, анчах та тилĕпе хутшăнăва кĕнĕ 8 çынна уртаракан чиртен районти тĕп больницăра прививкăсем тума тивнĕ.
Хальхинче, çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче, тилĕ Уйкас ялĕнче пурăнакан Семеновсен кил-хуçалăхне çитсе çапăннă. Чĕнмен хăна нумай шутласа тăмасăрах кил хуçине сулахай уринчен çыртса илнĕ. Çакăн хыççăн хăйĕн пуçне те çинĕ, ăна лешĕ патакпа çапса вĕлернĕ.
Ветеринари специалисчĕсем ку ĕçе вăраха яман, тилĕ виллине çийĕнчех республикăри ветлабораторие ярса панă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тилĕ уртаракан чирпе чирлĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Çыртса сусăрлатнă çынна васкавлă пулăшу машинипе районти тĕп больницăна ăсатнă, унта ăна уртаракан чиртен прививка тăваççĕ. Телее, тилĕ ытти çынсене çыртнă тĕслĕхсем пулман.
Çакна асра тытăр, уртаракан чиртен сыватма çук, çавăнпа та тухтăр палăртнă прививкăсен курсне йăлтах тухмалла.
А.АФАНАСЬЕВА, районти эпидемиолог врач пулăшуçи.