АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕМЕ ПУЛТАРАКАН САВĂНМА ТА ПĔЛЕТ

09 июня 2010 г.

Уяв речĕ килти чĕр чунсен "Пирĕн картишĕнче" куравĕнчен пуçланчĕ. Мĕн кăна çук пулĕ кунта. Чăх-чĕп фабрики ăратлă хурсем, кăрккасем, чăхсем, кăвакалсем тăратнă. Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче пурăнакан Б.Иванов илсе килнĕ хир чăххисем, пĕчĕк чăхсем, кăвакарчăнсем, попугайсем умĕпе чарăнса тăмасăр пĕр çын та иртмерĕ, ахăртнех. Уçырма çынни А.Терентьев пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан кăвакарчăнĕсене тÿпенелле вĕçтерсе уява хăйне евĕрлĕ илемлĕ сăн кĕртрĕ. Унăн ентешĕн А. Ивановăн "Бельги фландрĕ" текен кроликĕсем 8-10-шар килограмм таяççĕ. Пăхаттирсем-тĕк пăхаттирсем! Унăн пиччĕшĕн В.Ивановăн илемлĕ кăвакарчăнĕсем иртен-çÿрене хăйсем çине пăхтарчĕç. Сухайкассинчи А.Николаев сурăхсем, хурсем ĕрчетет. Кăркка та тытать вăл. Куравра унăн романовски сурăх пулчĕ. Çак ăратлă сурăх тăватă путек пăранлать. Алексей путеккисене те çавăтса килнĕ. Пит хитре пĕчĕкскерсем.

Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, Вĕрентекен çулталăкне халалланă стендсем умĕнче те халăх татăлма пĕлмерĕ. "Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен çĕршывĕнче" ача-пăча площадкинче тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем пулчĕç. Тĕрлĕ мультфильмри сăнарсемпе сăн ÿкерĕнчĕç. Çамрăк артистсен пултарулăхĕпе ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ кăмăллă пулчĕç. Ал ĕç ăстисен куравĕ те çынсене хăй патнелле туртрĕ.

Кăçалхи çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавăнпа та ĕçпе юрă тата спорт уявĕ районти шкулсен коллективĕсем сцена умĕпе иртнипе пуçланчĕ. Малта – чи лайăххисенчен пĕри, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ, пулчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем чипер тумланнă, аллисенче – тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе пĕчĕк ялавсем, чечексем. Уяв программине ертсе пыракан, уçă саслă А.Мурзуков, О.Микушина, А.Николаев, Н.Иванова районти вĕрентÿ учрежденийĕсен çитĕнĕвĕсемпе, вĕсенчен вĕренсе тухнă чаплă çынсемпе паллаштарса тăчĕç.

Уявăн савăнăçлă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Паянхи уявпа ăшшăн саламланă хыççăн вăрçă тата ĕç ветеранĕсене Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе юн тата тар тăкнăшăн, тăнăç пурнăç парнеленĕшĕн, тĕнчене фашизм чуминчен хăтарнăшăн пуç тайса тав турĕ. Учительсем те хăйсен çулталăкĕ ячĕпе ырă сăмахсем илтрĕç.

Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Канаш районĕн Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Владислав Васильевич сцена çине Мускавра 1992 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕрсем хушшинче арм-спорт енĕпе Европăра мала тухассишĕн пынă ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ К. Тихоновăна чĕнчĕ. Кристина Чакаç вăтам шкулĕнче вĕренет. Ал вăйĕсене виçме 20 ытла çĕршывран килнĕ. Пирĕн ентеш поляк, украин хĕрĕсене парăнтарнă. Финалта чеченкăпа тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿре Кавказ хĕрĕ вăйлăрах пулнă. Кристинăна район администрацийĕн Хисеп хутне тата хаклă парне пачĕç, малашне те ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Район ĕçченĕсене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Канашри педагогика колледжĕн директорĕ Г.Косолапов, хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕн çумĕ В.Алексеев, "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн директорĕ И.Письменская, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн управляющийĕн çумĕ Л.Киргизов, районăн хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕ Е.Роштов, "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов, Тăвай тата Патăрьел районĕсен администрацийĕсен представителĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов ячĕпе "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн представителĕ О.Михайлова саламларĕç.

Министр çумĕ Л.Рулькова канашсене Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн саламне вуласа пачĕ. Ĕçри хастарлăхшăн, тăрăшулăхшăн Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерне В.Милюкова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе, район администрацийĕн тĕп специалистне-экспертне З. Петровăна Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине А. Владимирова, "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕн заведующине В.Данилова, Киров ячĕллĕ кооперативăн сĕт-çу фермин заведующине Е.Ивановăна, "Агат" тата "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен механизаторĕсене В.Семеновпа В.Шулаева Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Улаксар клубĕн администраторне Р.Григорьевăна Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕн çумĕ В.Алексеев район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхне В.Алантьевăна, "Сандал" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне С. Смирнова тата "Чăвашавтоçул" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри филиалĕн асфальтобетонщицине Г.Кирилловăна министерствăн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, "Канашсем" ентешлĕх ĕçĕсене активлă хутшăннăшăн район администрацийĕн культура секцийĕн заведующине В.Павловăна, тĕп эксперт-специалистне Г. Германовăна Чăваш наци конгресĕн президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш халăхĕн Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç. "Победит" тулли мар яваплă пĕрлĕх, строительство материалĕсен завочĕ, Ачча вăтам шкулĕн директорĕ Я.Трофимов РФ банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн дипломне тата асăнмалăх парнене тивĕç пулчĕç. "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ Канаш ен çыннисене акатуй ячĕпе тÿпенелле тĕрлĕ тĕслĕ 300 шартан тăракан çыхха вĕçтерчĕ. Çавăн пекех банк ĕçченĕсем хăйсемпе пĕрле чăвашсен паллă юрăçне И.Христофорова илсе килнĕ. Чуна çĕклекен юрăсем шăрантарчĕ халăхăн юратнă артисчĕ. Райпо канашĕн председательне В.Павлова, элеватор директоне Н.Гурина, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председательне Н.Андреева ял хуçалăх банкĕпе тачă çыхăнса, килĕштерсе ĕçленĕшĕн парне парса тав турĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров çурхи уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх доклад туса пачĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕн хăш-пĕр цифрисемпе паллаштарчĕ, ĕçре малта пыракансен пысăк ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ, хаклă парнесем пачĕ. Çак чыса тивĕçнисем: О.Егоров, В.Иванов, А.Степанов – Чакаç, Уçырма, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, А.Васильев тракторист-машинист ("Победит" тулли мар яваплă пĕрлĕх), Н.Гаврилова – бухгалтер-экономист ("Мотор"), А.Герасимов – механик ("Нектар"), В.Григорьев – механизатор ("Хучель"), Н.Данилов – водитель тата В.Осипов – строитель (Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ), Е.Ефимова – склад заведующийĕ ("Çĕр улмине мухтав" агрофирма), В.Иванов ("Мотор" агрофирма), Г.Иванова – йĕтем заведующийĕ ("Цивиль"), Г.Иванова – доярка ("Исток"), Н.Илларионов – водитель ("Путь Ленина" ЯХПК), Г.Илларионова – Чакаçри ветеринари участокĕн заведующийĕ, В.Кожевников – газоэлектросварщик ("Родник"), П.Константинов – тракторист-машинист ("Сеспельское"), В.Кузьминпа В.Павлов – механизаторсем ("Канаш"), Г.Никифорова – сысна пăхакан ("Родина"), Г.Петров – юсав мастерскойĕн заведующийĕ ("Восход"), А.Сергеев – моторист-наладчик ("Агат"), А.Суранов – водитель ("Урюм"), С.Фролов – механизатор ("Аталану"), С.Шпаков – хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ, С.Малов – Маяк ялĕнчи харпăр хăй хушма хуçалăхĕн пуçлăхĕ, Н.Арсентьев, Л.Васильева, С.Фролова – районăн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, Е.Александрова, Н.Беляева, Е.Матросова – медицина ĕçченĕсем, В.Александровпа Н.Владимирова (Кăшнаруй шкулĕ), С.Вазинге (Сиккасси), Е.Васильева (Çĕнĕ Ачча), Н.Филиппова (Çĕнĕ Чалкасси), Ю. Фролова (Атнаш) – учительсем, Л.Георгиева – районти вĕрентÿ управленийĕн хуçалăхпа эксплуатаци ушкăнĕн инженер-строителĕ, Л.Егорова – "Кооператор" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн операторĕ, А.Миттова – Сиккасси магазинĕн сутуçи, Ю.Филиппова – "Шихраны" магазин заведующийĕ, Л.Евгеньева – район библиотекин библиографĕ, И.Корытников – Катекри культура çурчĕн директорĕ, Д.Юнусов – Канаш лесничествин директорĕ.

Тырă уйĕсене тĕрĕслени "Çĕр улмине мухтав" Канаш" агрофирма кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнине кăтартрĕ. Ретсем хушши тикĕс, калчасем парка, çăра шăтса тухнă. Иккĕмĕш кăтарту – Киров ЯХПКан тата "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн. Виççĕмĕш вырăнта – "Цивиль" тата "Агат" хуçалăхсем. Малти вырăнсене йышăннисене район администрацийĕн дипломĕсене тата парнесем пачĕç.

Уявăн савăнăçлă пайĕ вĕçленсен "Канаш ен" тата "Иксĕлми Канаш ен çăл куçĕсем" халăх пултарулăх фестивалĕсен çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ пуçланчĕ. Шупашкартан килнĕ "Янташ" ансамбль, Алина Варна, Алена Алексеева эстрада юрăçисем илемлĕ юрăсемпе савăнăç кÿчĕç. Тÿпере "АН-2" самолет явăнма тытăнсан халăх стадион еннелле талпăнчĕ. Вĕçекен самолетран хура пăнчăсем уйрăлма тытăнчĕç. Вĕсем пысăкланса пычĕç, хăшĕсем çийĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх ялавĕсем вĕлкĕшрĕç. ДОСААФăн Шупашкарти аэроклубĕн парашютисчĕсем вăйлă çиле пăхмасăр, хăйсен ăсталăхне кăтартса палăртнă çĕре анчĕç. Пур çĕрте те хаваслă шав кĕрлесе тăчĕ.

Акатуйра спортпа туслисем хăйсен вăйĕсене тĕрĕслеме пултарчĕç. Халăха нумай пуçтараканни лашасене ăмăртса чуптарни пулчĕ. Волейбол, футбол площадкисенче çивĕч кĕрешÿ хуçаланчĕ. Ытти спорт вăййисем те интереслĕ иртрĕç. Лавккасем, суту-илÿ киоскĕсем ĕçлерĕç.

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика