04 июня 2010 г.
Ачан кăçал шкула кайма вăхăт çитет. Ашшĕ-амăшĕ çакăншăн савăнать те, хумханать те. Вĕсен умне пĕр ыйту хыççăн тепри тухса тăраççĕ: ача пĕрремĕш класа кайма хатĕр-и, çитменлĕхсене пĕтерме кам пулăшĕ, ачана шкула хатĕрлеме ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла-ха; Çак тата ытти ыйтусем ача сачĕсенчи воспитательсене те канăç памаççĕ, çавăнпа та вĕсем специалистсемпе канашлаççĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсем С.Николаева, Н.Петрова, В.Кузьмина психолог-педагог, С.Алексеева логопед вырăна тухса кăçал шкула кайма хатĕрленекен ачасен садикра илнĕ пĕлÿ шайне тишкерчĕç.
Кулленхи ĕç-хĕл ачасенчен хăшĕ-пĕри шкула çÿреме хатĕр маррине кăтартса парать. Шкула хатĕрленни 6-7 çулти ача пĕр-пĕр хăнăхăва, ăсталăха алла илни кăна мар-çке-ха, унăн ăс-тăн, тавра курăм енчен те аталанмалла. Çак ÿсĕмри ачан хăйĕн çемйи çинчен çыхăнуллă каласа пама, çут çанталăк вăхăчĕсене, вĕсен паллисене уйăрма, кун ячĕсене пĕлмелле. Калаçу чĕлхипе шухăшлав, астăвăм, тимлĕх лайăх аталанмалла. Ачан çĕннине пĕлес килсе тăмалла. Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачан шкула, унти ĕç-хĕле, вĕрентекенсене, хăйне хисеплемелле, хăйпе тантăш ачасемпе тата çитĕннĕ çынсемпе хутшăнма пĕлмелле, ушкăн интересĕсене пăхăнса пурăнма вĕренмелле. Улттă-çиччĕри ачан вăй-хал тĕлĕшĕнчен те аталанмалла е, урăхла, организмăн ÿсĕм нормипе килĕшсе тăмалла.
Хальхи вăхăтра 6 çул та 6 уйăх тултарнă ачасене пĕрремĕш класа йышăнаççĕ. Улттăра шкула каякан ачан ÿсĕм уйрăмлăхĕсем çиччĕри ачаннипе танлашма пултарайманнине асра тытмалла. Тĕп уйрăмлăх кунта çакă: 6 çулти ачан вăйăран вĕренĕве куçасси вăраххăн пулса иртет. Ачан вĕренес мар, ытларах выляс килет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине вулама-çырма пĕлет тесе вăхăт çитмесĕрех шкула яма васкамалла мар.
Пĕрремĕш класа пыракансен çыру хăнăхăвĕ çуккине, логика шухăшлавĕ вăйсăррине час-часах тĕл пулатпăр. Ачасем сăмахсене сахал пĕлнипе уçăмлăн калаçайманни те вăрттăнлăх мар.
Ашшĕ-амăшне çакна калас килет: хăвăрăн ачăра ыттисемпе ан танлаштарăр. Эсир ăна "ĕнерхи" хăвăрпа çеç танлаштарма пултараятăр.
В.КУЗЬМИНА, психолог-педагог.