АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂР ШЫВĔ ХĔРРИНЧЕ, ЕТĔРНЕ ТĂРĂХĔНЧЕ

04 июня 2010 г.

Хаçатçăсем кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ, çулталăкра пĕрре пĕрле пухăнса çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Кăçал вĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ - шучĕпе вун иккĕмĕш пулчĕ вăл - Етĕрне райповĕнче иртрĕ. Унта район-хула хаçачĕсен тĕп редакторĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ялти суту-илÿ темине çутатакан журналистсем, райпо канашĕсен председателĕсем хутшăнчĕç. Çак йышра - Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, республикăри журналистсен Союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин пай пуçлăхĕ Александр Магарин, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев...

Семинар-канашлăва Чăвашпотребсоюз йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитнине халалланă. Унăн теми - "Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче потребительсен кооперацийĕн пĕлтерĕшĕ тата вырăнĕ".

Канашлу ирттерме Етĕрне райповне ахальтен суйласа илмен: пĕлтĕр кунти кооператорсем РФ Центросоюзĕ ирттерекен экономика ăмăртăвĕнче обществăлла апатланăва аталантарнăшăн - пĕрремĕш, суту-илÿ тата пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсемпе - иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Етĕрне тăрăхĕнчи ĕçлĕ çул çÿрев аш-какай комбинатĕнчен пуçланчĕ. Журналистсемпе райпосен ертÿçисем предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе цехсенче пулса тĕплĕн паллашрĕç. Кунсерен 6 тонна кăлпасси тата 1,5 тонна çурма хатĕр аш туса кăлараççĕ кунта. Вырăнти, экологи тĕлĕшĕнчен таса чĕр таварпа кăна усă кураççĕ.

Комбинат историйĕ çапларах: 1988 çулта, перестройка тапхăрĕнче, çĕршывра апат-çимĕç кризисĕ пуçланас хăрушлăх тухса тăнă. Таварсене талонпа туяннине ас тăватпăр вĕт. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем ăнланнă - тирпейлев комплексĕнчи предприятисене çĕнĕ технологипе тивĕçтермелле. Часах Госагропромпа Центросоюза аш-какай тирпейлекен 5 предприяти валли импорт оборудовани туянма ирĕк паракан йышăну тухнă. Вĕсенчен пĕр предприятине Етĕрнере тума йышăннă. Чăвашпотребсоюза 3 гектар çĕр уйăрса панă. Германири "Кирфельд" фирмăран оборудовани туяннă. Унтанпа чылай шыв-шур юхнă ĕнтĕ. Халĕ Етĕрнери аш-какай комбиначĕ Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те апат-çимĕç промышленноçĕнче малти вырăнсене йышăнать.

Комбинат гендиректорĕ Сергей Якушев, сăмах май, стройкăна шăпах вăл йĕркелесе пынă, предприяти тупăшлă ĕçленине палăртрĕ. "Кашни кун 30 ытла ĕне-вăкăр, 80 яхăн сысна пусатпăр", - пĕлтерчĕ вăл. Кăçал тăватă уйăхра 362 тонна кăлпасси (пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 111 процент), 9025 тонна çурма фабрикат (114,2 проц.) туса кăларнă. Комбинат республикăри суту-илÿ предприятийĕсене вуншар тĕрлĕ кăлпасси, сосиска, сарделька, балык ăсатать. Пĕлтĕр етĕрнесен шăрттанĕ Раççейри чи лайăх 100 апат-çимĕç таварĕ шутне кĕнĕ.

Комбинатра 200 ытларах çын вăй хурать, вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 10-11 пин тен-кĕпе танлашать. Раççейре аш-какай промышленноçĕ, потребительсен рынокĕ ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ продукципе тулса ларнине пула, пысăк йывăрлăхра. Етĕрнесем вара, ĕçе тĕрĕс йĕркеленипе, производствăна ăнăçлă аталантарса пыраççĕ.

Лавккасен капăрлăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн те хытă тăрăшаççĕ Етĕрне кооператорĕсем. Канашлăва хутшăннисем çакна Сарел ялне çитсе курса ĕненчĕç. Магазин автоçул хĕррине вырнаçнă. Шалта çутă, таса. Таварсен ассортименчĕ анлă. Кунтах - хатĕрлев пункчĕ. Пирĕн умра пĕр хĕрарăм вĕлтренрен çыхнă милĕксем илсе килчĕ. Мăшăрне 30 тенкĕпе сутаççĕ. Мунчара çапăнма сиплĕ иккен. Ăна ытларах хулара пурăнакансем туянаççĕ терĕç. Лавккапа юнашарах - ача-пăча площадки. Потребкооперацин социаллă программи ку ялта пурнăçа кĕрсе пыни куç кĕрет.

Етĕрнере суту-илÿ çурчĕсем иккĕ. "Морозко" ятлине пĕлтĕр тăватă уйăхра хăпартса лартнă. "Çак стройка пире 8 миллион тенкĕне ларчĕ", - терĕ райпо канашĕн председателĕ Александр Краснов. Виçĕ хутлă капмар çуртра газ оборудованийĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç, сантехника тата ача-пăча таварĕсем сутаççĕ. "Ядрин" суту-илÿ çуртĕнче, вăл та виçĕ хутлă, универсам, строительствăпа хуçалăх таварĕсем, ювелир хатĕрĕсем, компьютер тата йăлара усă куракан техника, пусма-тавар сутакан, "Ача-пăча тĕнчи" магазинсем, "Тĕл пулу" кафе вырнаçнă.

- Çак суту-илÿ çурчĕ ялсенчи 10-15 магазинпа танлашать. Кашни магазина - пурĕ 99 вĕсем - çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ, хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă. Районта 28 лавкка тăкаклă ĕçлет, анчах эпир пĕрне те хупман. Ялта лавкка хупăнчĕ-тĕк, унта пурнăç хавшать. Эпир ял çыннисен ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр, социаллă миссие пурнăçлатпăр, - палăртрĕ Александр Краснов.

Вăл çакăн пек цифрăсем илсе кăтартрĕ: райпо коллективĕ (унта 695 çын ĕçлет) 22820 çынна хăйĕн пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет. Çакă районта пурăнакан халăхăн (пĕтĕмпе 31,1 пин çын) 77,3 проценчĕпе танлашать. Кăçал тăватă уйăхра суту-илÿ çаврăнăшĕ 190675 пин тенкĕ пулнă (105,9 проц.), çав шутра обществăлла апатлану предприятийĕсен - 27989 пин тенкĕ (111 проц.). Пĕр çын пуçне 8356 тенкĕлĕх тавар сутнă. Пĕлтĕр 40 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Çитес çулсенче Краснов пĕр миллиард чухлĕ услам тăвас ĕмĕтлĕ.

Етĕрне кооператорĕсен хатĕрлев ĕçĕнче те çитĕнÿсем пысăк. Çакă "Забота" ял хуçалăх потребкооператив тĕслĕхĕнче те аван курăнчĕ. Ăна 2006 çулта йĕркеленĕ. Вăл халăхран тырă, сĕт, пахча çимĕç, эмел курăкĕсем, кивĕ хут, çĕтĕк туянать. Кăçал май уйăхĕ тĕлне 1600 тонна сĕт пухнă. Кооператив сĕте халăхран 8,5 - 9 тенкĕпе туянса 10 тенкĕпе сутать. Конкуренци питĕ çивĕч: ял хуçалăх предприятийĕсене ку тĕлĕшпе çăмăллăхсем панă. Хатĕрлев ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле çаврăнăш тăватă уйăхра 22369 пин тенкĕпе танлашнă (пĕлтĕрхипе пăхсан 179,1 проц.).

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Шуверов çакна уйрăммăн палăртрĕ: районта 17 ял тăрăхĕ, кашнинче потребительсен кооперативне çирĕплетнĕ. Çакă ял çыннисен хушма хуçалăхне аталантарма пысăк витĕм кÿрет.

- Ялсенче халăхран çулсерен 2,5 пин тонна ытла аш-какай, 5 пин тонна çĕр улми тата пахча çимĕç туянса, Чăваш Енри потребкоопераци организацийĕсем продукцие тирпейлеççĕ, ăна хула тата ял çыннисем патне çитереççĕ. Хамăрăн продукци калăпăшне ÿстерессипе те хытă тимлетпĕр. Юлашки çулсенче çурма фабрикатсем, кондитер çимĕçĕсем туса кăларасси палăрмаллах ÿсрĕ. Курттăм тавар илекенсем те, кооператорсем те хăвăртах туянаççĕ вĕсене, - калаçăва хутшăнчĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов. - Хушма хуçалăхсемпе ĕçлесси - пирĕншĕн тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Кашни çулах ял хуçалăх продукчĕсем тата тĕрлĕ чĕр тавар панăшăн кооператив организацийĕсем çынсене 300 миллион тенкĕ ытла тÿлеççĕ, çакă ялта пурăнакан 4,5 пин çыннăн ĕç укçипе танлашать, çемье бюджетне пуянлатмалли паха çăл куç пулса тăрать.

Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтересси - потребкоопераци ĕçĕ-хĕлĕнче пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр. Тĕпрен илсен, Чăвашпотребсоюз организацийĕсемпе предприятийĕсенче 9 пине яхăн çын вăй хурать. Унсăр пуçне, Роспотребсоюз ĕçсĕр çынсене обществăлла ĕçе явăçтарать, çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерет.

Иртнĕ çул Роспотребсоюзăн 95 предприятине реконструкциленĕ, 37 магазина самообслуживани йĕрки çине куçарнă. Халĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче 160 магазин çак меслетпе ĕçлет.

Чăвашпотребсоюз Чăваш Ен Правительствипе, тĕрлĕ ведомствăсемпе тата "Единая Россия" политика партийĕпе ĕçлĕ килĕшÿсем тунă. "Массăллă информаци хатĕрĕсем пире тăтăшах пулăшса пыраççĕ. Çак туслăх малашне те аталанса пытăр", - терĕ Валерий Павлов.

Республикăри журналистсен Союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров çак тĕл пулусем кооператорсен ĕç-хĕлĕпе туллин паллашма май туса панине палăртрĕ. Ара, Чăваш кĕнеке издательстви те Чăвашпотребсоюзпа ĕçлĕ килĕшÿ тунă-çке. Тĕпрен илсен, социаллă литература сутас тĕлĕшпе. Пĕлтĕр 336 пин тиражпа кĕнекесем пичетленсе тухнă. "Белоруссире чăваш диаспорипе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Чăвашла çырнă кĕнекесемпе питĕ кăмăллă юлчĕç аякри ентешсем. Шел, хамăр республикăра сисĕнсех каймасть çак туйăм", - пăшăрханса каларĕ Валерий Комиссаров.

Культура министерствин пай пуçлăхĕ Александр Магарин та пĕрлехи тĕл пулусем икĕ еншĕн те - журналистсене те, кооператорсене те - усăллă пулнине çирĕплетрĕ. Çак пархатарлă ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн вăл Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне Валерий Павлова Культура министерствин Тав çырăвне пачĕ.

Канашлура çавăн пекех Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Çĕрпÿри райпо канашĕн председателĕ Сергей Генералов, сăмах май, пирĕн ентеш - Канашра çуралса ÿснĕ, тухса калаçрĕç. Мана та сăмах пачĕç. Редакципе райпо пĕрле мĕнлерех ĕçлесе пыни çинчен каласа патăм. Сăмахăм килĕшрĕ пулас, залра ларакансем алă çупни хама та савăнтарчĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика