04 июня 2010 г.
Раççей çĕрĕн чи чаплă та çÿллĕ шайри ăсчахĕсенчен пĕри – Никита Яковлевич Бичурин - Чăваш Ен çĕршывĕнче 1777 çулхи çурлан 29-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) хальхи Шупашкар районне кĕрекен Типнер ялĕнчи чиркÿре ĕçлекен Яков Данилович çемйинче çуралнă. Вăл Китай, Монголи çĕршывĕсен, Вăтам Азири, Хĕвел тухăç Туркестанри халăхсен историне, географине, этнографине, культурипе йăли-йĕркисене тĕпчесе пысăк ĕçсем çырнă. Вăл çырнă 14 ĕçрен тăваттăшĕ наукăри ĕçсемшĕн наградăлакан чи сумлă парнене - Демидов премине илме тивĕçнĕ.
Вăтапуç ялĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пĕтĕм тĕнче пĕлекен Иакинф аттене чысласа Кÿкеç салине çитсе килчĕç. Вĕсем унта 2001 çулта йĕркеленĕ "Бичурин тата хальхи самана" музей ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Тарават кĕтсе илчĕç пире унта музей ĕçченĕсем. Музей директорĕ Ирина Витальевна Удалова тата унта тăрăшакан экскурсовод хăнасене "Научный подвиг Бичурина", "Природное наследие района", "Сокровищница абашских курганов", "Этнографический зал", "Край чебоксарский", "Великой Победе – 65" куравсен пÿлĕмĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.
"Научный подвиг Бичурина" курав залĕнче пире уйрăмах Никита Яковлевич Бичурин хайланă, "Классика отечественного и зарубежного востоковедения" ярăмпа кĕнеке издательствисенче пичетленсе тухнă "Китай в гражданском и нравственном состоянии", "Статистическое описание Китайской империи", "Китайская грамматика" кĕнекесем килĕшрĕç. Çак кĕнекесемпе ачасем асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
- Эпир тĕнче пĕлекен Иакинф аттене чысласа хамăр чăваш халăхне, Раççее чыслатпăр, кампа кăна туслă пулман-ши вăл, – терĕ Алексей Тимофеев "Здесь сходились веселый Пушкин и отец Иакинф..." уйрăмпа паллашнă май. - Кунта Н.В.Гоголь, В.А. Жуковский, И.А. Крылов... Кам кăна çук пулĕ! Пĕтĕм тĕнчипе паллă çынсем! Иакинф атте вĕсене, паллах, хăй чăвашла пĕлнине, тĕнчере чăваш çĕршывĕ пурри çинчен пĕлтернех.
Александр Никитин, Анна Николаева, Елена Павлова вĕренекенсене "Родовое древо Бичуриных" стенд кăсăклантарчĕ. "Бичурин - пирĕн телей", – тесе пĕтĕмлетрĕç вĕсем çак кĕтеспе паллашса.
2006 çулта Китайра – Раççей çулĕ, 2007 çулта Раççейре - Китай çулĕ пулнă. Çак туслăха халалласа çăмăл машинăсен чупăвĕ те иртнĕ, унта хутшăнакансем "Бичурин тата хальхи самана" музея кĕрсе тухнă.
Кунтах Пекин хăнисем асăнмалăх парнеленĕ хаклă экспонатсемпе те паллашма пулать. Хăш-пĕр уявсенче çак залра китай халăхĕн юрри-кĕвви янăрать.
Музейра чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пулса курнă, кураççĕ те. Вăл шутра Китай, Турци, Словени...
– Китай истори академийĕн наука докторĕ Ю.Тайшин, унти университетри филологи наукисен докторĕ Сунь Ятсен У Юйсин пирĕн патăрта пулса курни уйрăмах асра юлчĕ, – ăшшăн аса илет музей директорĕ Ирина Витальевна.
Çак курав ачасен чĕрисенче чылайччен асра юлĕ.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.