04 июня 2010 г.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай тата "Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерсе тăракан центр" патшалăх учрежденийĕ культура çурчĕн тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕсемпе пĕрле Асхва ял тăрăхĕн территоринче Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа "Планета çинчи мĕнпур ачасене тăнăçлăх" ятпа уяв ирттерчĕç. Тĕрлĕ ялтан килнĕ ачасем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, савăнчĕç.
Мероприятине халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова ăшă салампа уçрĕ. Юмахри Базилио кушак аçи тата Алиса тилĕ сăнарĕсем хăйсен путишĕсемпе савăнăçлă лару-тăру туса хучĕç. Хаваслă вăйăсем, викторинăсем, спорт ăмăртăвĕсем, музыка номерĕсем уява хăйне евĕрлĕ илем кÿчĕç. Галина Петровăпа Анжела Герасимова, Анжела Чайникова, Наташа Архипова, Ирина Егорова, Алеша Александров, Надя Ильина, Олеся Спиридонова, "Шанчăк" ясли-сада çÿрекенсем пултарулăхĕпе уява пынисен кăмăлне çĕклерĕç.
Ачасем юрларĕç, сутмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, асфальт çине тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа ÿкерчĕксем турĕç. Кашни ачана уяв ячĕпе пылак çимĕç, асăнмалăх парне пачĕç.
Уçырмари культура çурчĕн картишĕнче ялти ачасем валли "Хаваслă пурăнма эпир çуралнă" мероприяти йĕркеленĕ. Ачасене икĕ командăна пайланă. Вĕсемпе "Эстафета", "Пытарнă мула шыраса туп", "Сĕт ачисем", "Пучах пуçтар", "Упа çури тата йĕкелсем", "Асанне çÿпçи" конкурссем ирттернĕ.
Уяв кунĕнче Олегпа Екатерина Харьковсен йĕкĕреш хĕр çуралнă. Вĕсене Валерия тата Евгения тесе çыртарнă.
В. АЧЧА.