АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛАРУ-ТĂРУ ЛĂПКĂ МАР

02 июня 2010 г.

"Раççей чукун çулĕсем" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ переездсем çинче лару-тăру лăпкă маррине пĕлтерет. Иртнĕ виçĕ уйăхра кăна чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче 71 инкек шута илнĕ. Пĕлтĕр палăртнă вăхăт тĕлне 54 авари пулнă.

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Омск облаçĕнчи пĕр переезд çинче пысăк инкек пулса иртнĕччĕ. Харăсах икĕ поезд çÿремелли чукун çулсем урлă КамАЗ водителĕ, автомашина хыççăн прицеп çаклатнăскер, правилăна пăсса переезд урлă каçма пикеннĕ, анчах та каçса ĕлкĕреймен. Çывăхра пыракан электропоезд тăрăнтарнипе автомашина прицепĕ пĕрремĕш чукун çул çине куçса ÿкнĕ, поездăн малта пыракан тележки рельссем çинчен тухса кайнă.

Юнашар вырнаçнă чукун çулпа çав вăхăтра электровоз иртсе пынă. Вăл çийĕнчех чарăнса ĕлкĕреймен пирки прицепа 107 метра тĕртсе кайнă. Инкекре КамАЗ водителĕ вилнĕ, машинист пулăшуçи тата электропоездри пассажир аманнă.

Çакăн йышши аварисем водительсем правилăсене пăхăнманнипе пулса иртеççĕ. Çывăхра иртекен поезд умĕнчен пĕрре е иккĕ ăнăçлă каçса кайма май килĕ, анчах та яланах ăнмасть, ун чухне вара чавса çывăх та... Переездсем çинче хăрушă инкексем ан пулччăр тесессĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр. Вăхăта кăштах перекетлесе пурнăçа ĕмĕрлĕхех кĕскетесси те инçех мар-вĕт.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика