АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔННИСЕНЕ ÇИТЕКЕННИ ПУЛМАРĔ

02 июня 2010 г.

Районăн Асхва çумĕнчи тĕп стадионĕнче ялти çуллахи спорт вăййисен республикăри XV вăййисен шучĕпе лапталла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Чăваш Республикин "Урожай" физкультурăпа спорт обществи ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. Ăмăртусене хĕрарăмсен виçĕ команди (Комсомольски, Шупашкар тата Канаш районĕсем), арçынсен пилĕк команди (Шупашкар, Вăрнар, Çĕмĕрле, Комсомольски тата Канаш районĕсем) хутшăнчĕç.

Пирĕн район чысне Чакаç вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрсем хÿтĕлерĕç. Шупашкарти тантăшĕсенчен вĕсем 36:0 шутпа выляса илчĕç. Комсомольскисене парăнтарса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Арçынсен командине Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн спортсменĕсенчен йĕркеленĕ. Комсомольскисемпе тĕл пулсан пĕрремĕш тайма пирĕннисем выляса ячĕç. Иккĕмĕш тапхăрта хăйсене алла илсе вăййа 22-17 шутпа вĕçлерĕç. Финалта канашсем Шупашкар районĕн командине çĕнтерсе республика чемпионĕн ятне тивĕçрĕç.

Пирĕн лаптаçăсен командисене Чакаç тата Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕсен физкультура учителĕсем Леонид Атласкинпа Сергей Яковлев хатĕрленĕ. Вĕсем чăннипех те ырă сăмахсене тивĕç. Ачасен çитĕнĕвĕнче вĕсен тÿпи çав тери пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика