АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРПĂКА АЧАСЕНЧЕН ПЫТАРĂР

02 июня 2010 г.

Ачасем шăрпăкпа ашкăннипе час-часах пушар тухать. Çакăн пек тĕслĕхсем уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче нумайланаççĕ. Хуларан яла асламăшĕ-кукамăшĕ патне кайса янă ача-пăча ирĕке тухать. Ашшĕ-амăшĕ вĕсем уçă сывлăшра пулнишĕн савăнаççĕ, анчах та ачисем ялта мĕн ĕç тунипе интересленме вĕсен чылай чухне "вăхăт çитмест". Çавăнпах пушарсен шучĕ те нумайланать. Вут-кăвар кÿрекен инкеке, тăкака каласа ăнлантарма та çук.

Мĕншĕн ачасем шăрпăкпа выляма юратаççĕ; Кунта аслисен айăпĕ çук-ши; Ачапча нумай чухне "çитĕннисен" вăййине выляса пăхасшăн.

Çемьере илнĕ тĕрĕс воспитани, вут-çулăмпа асăрхануллă пулма хăнăхтарни, канăва усăллă ирттерме вĕрентни пушарсенчен сыхланма пулăшать.

Ачасене вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли çинчен калани кăна çителĕксĕр, вĕсене çак ĕçе вĕрентмелле. "Шăрпăк ан тыт, курупкана вырăнне хур!", "Газ плити патне ан пыр!", "Электроплиткăна ан чĕрт!" йышши чару сăмахĕсем калани çеç çителĕксĕр, вĕсене мĕншĕн апла тума юраманнине ăнланмалла каласа кăтартмалла. Вăл е ку приборпа тĕрĕс мар усă курсан пушар тухма пултарни çинчен каламалла.

Килте аслисемсĕр хăйсем тĕллĕн çеç юлнă ачасем вăхăта ирттермелли майсем шыраççĕ. Куç тĕлне пулнă шăрпăк шăпах пушар сăлтавĕ пулса тăрать те.

Саккунпа килĕшÿллĕн ачасен айăпĕпе пулнă пушаршăн çитĕннисем явап тытаççĕ. Анчах та пушарта çунса вилнĕ ачашăн ашшĕ-амăшне кайран тин ятланинчен ним усси те çук. Ваттисем авалах: "Çăла пушар тухиччен чавмалла", – тенĕ. Чи малтан çитĕннисен тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, пушар хăрушсăрлăх правилисене ачасене каласа ăнлантармалла.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика